Пушкинăн Татьяни – Упире
Упири пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкулта вӗренекенсемпе «А.С.Пушкин – Раççейӗн аслă поэчӗ тата çыравçи» литература уявӗ иртрӗ.
Çӗпрел районӗнчи Упи ялӗнчи библиотекăра Халăхсен пӗрлӗхӗн кунне халалласа мероприяти иртрӗ. И.В.Павлова библиотекарь шкулта аслă классенче вӗренекенсем валли «А.С.Пушкин – Раççейӗн аслă поэчӗ тата çыравçи» литература уявӗ йӗркеленӗ. Упири пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкулта вӗренекенсем паллă поэтăн Раççей çинчен çырнă сăввисене вуларӗç, «Евгений Онегин» романне еплерех çырнин историйӗпе паллашрӗç, çак хайлава сӳтсе яврӗç, унти сыпăксене пăхмасăр каларӗç. Библиотекарь те А.С.Пушкинăн сăввисене вуларӗ.
Пушкинăн хайлавӗсене вуласан çутçанталăк илемне, Тăван çӗршывăн хăватлăхне тата та вăйлăрах туятăн. Вăл çулталăкăн кашни вăхăчӗ çинченех хавхаланса çырнă. Раççей Пушкин пек чаплă çыравçăсемпе пуян, халăх вӗсене асра тытать, сума сăвать. Литература уявӗ «Евгений Онегин» романа халалланă библиоперфоманс кăтартнипе вӗçленчӗ.
Ирина ПАВЛОВА. Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев