Хальхи цифра технологийӗсем уява тӳрӗ эфирта кăтартма май пачӗç
«Пурнăç йывăççи» проекта Атăлçи халăхӗсен тăван чӗлхисемпе йăли-йӗркисене упраса хăварассишӗн пуçранă. Ун тăрăх Хусан çыннисем мари, удмурт, чăваш тата мордва халăхӗсен культурисемпе паллашмалла. Августăн 11-мӗшӗнче Хусанта пурăнакасем тата шӗкӗр хуламăр хăнисем чăваш çи-пуçӗпе, ал-ӗç хатӗрӗсемпе, ваттисен сăмахӗсемпе, йăлана кӗнӗ апат-çимӗçӗпе тата ыттипе паллашрӗç. Уявăн кашни хăни хăйне асăнмалăх чăваш пичечӗллӗ ялав туса хатӗрлеме, хур тӗкӗпе чернил пусса çырма пултаратчӗ е капăрлăх тăхăнса фото ӳкерӗнме.
Уява килнӗ чи пӗчӗккисем валли икӗ лаптăк ӗçлерӗ. «Ачалăх лупашкинче» ачасем «Çут çанталăк» вăйăпа паллашрӗç. «Пулă тыт» вăйăра тытнă пулăсен чăвашла ячӗсене пӗлчӗç.
Тутарстанри тата Чăваш Республикинчи ал-ӗç ăстисем хăйсен ремеслисемпе паллаштарнисӗр пуçне уяв хăнисене ӗçе те явăçтарчӗç. Кам кашăк кастарать, кам шăхлич тутарать, хӗреслетсе тӗрлеме те вӗрентеççӗ, шăрçа тирме те. Шупашкартан Лидия Константинова, Зинаида Воронова, Любовь Вазюкова, Лениногорск районӗнчи Çӗнӗ Шешкелӗнчен Александр Ванюков, Нурлат районӗнчи Вăтам Хăмăшлăран Юрий Тимофеев, Пăва районӗнчи Кипеккассинчен Павел Ярхунов, Чӗмпӗртен Елена Уресметова – çак ăстасем пурри «Хура кӳлӗри» уява тата пуянрах турӗ. Вӗсенчен кашнийӗ хăй ăсталăхне çӳллӗ шая çитернӗ. Çакă йăлтах пирӗн халăхăн авторитечӗ çине кирлӗ пек ӗçлет.
Халăх питӗ нумайччӗ, «Сувар» хаçата вунă минут хушшинче илсе пӗтерчӗç. Редакци ӗçченӗсем хальхи цифра технологийӗсене алла илсе социаллă сетьсем валли уявран тӳрӗ эфир илсе пычӗç.
Чăваш халăх çыравçи Юхма Мишши çак уява килни хăйне пӗр тӗлӗнтермӗш пулчӗ. Чӗрӗ легендăпа нумайăшӗ сăн ӳкерӗнесшӗн, калаçасшăн, автограф илесшӗн. Анчах, йӗркелекенсем ун кӗнекисем валли пӗчӗк сӗтел çеç уйăрса панă. Çак çитменлӗх уяври пыл пичӗкинчи пӗчӗк тикӗт кашăкӗ евӗр пулчӗ-тӗр. Темле аван марччӗ çакнашкал аслă çынна хисеп туманни. Хамăр та пăхса ӗлкӗреймерӗмӗр. Ун пек пăтăрмахсем пулаççӗ, шел пулин те. Çапах халăх çыравçи пуç усмарӗ, çынсемпе кăмăлтан калаçрӗ, чăваш историйӗпе культури çинчен каласа пачӗ. Кăштах вăхăт иртсен Михаил Николаевич валли вăрăм сӗтел илсе килсе парнелерӗç Хусан чăвашӗсем. Тавтапуç Степан Сильвестрова вашатватлăхшăн!
Уçă сывлăшра паркра канакансем «Вупăр» фильма курма пултарчӗç. Халăх мифологийӗ çине тайăнса ӳкернӗ фильм 2021 çулта Пӗтӗм чăвашсен «АСАМ» кинофестивале хутшăннă.
Хусанта Пензăран, Шупашкартан, Пăваран, Çӗпӗртен ятарласа «Пурнăç йвăççине» курма килнӗ çынсене тӗл пулма кăмăллăччӗ. Пысăк пуçлăхсем «Пурнăç йывăççинче» ахаль çынсем пек çӳрени кăмăла кайрӗ. Атту вӗт хăш-пӗр çӗрте çур уяв вӗсен умӗнче тӗпӗртетнипе иртсе каять.
Шупашкарти Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищин «Янтал» фольклор ушкăнӗ хăйӗн авалхи юрри-ташшипе вăйă-куллипе пурне те тӗлӗнтерчӗ. Халăх çи-пуçне тăхăннă çамрăк хӗрсем патша майрисем пек курăнаççӗ. Çарăмсан районӗнчи Акрелӗнчи «Çăлкуç» тата Кайпăç районӗнчи Кӳльпуçӗнчи «Палан» фольклор ансамблӗсем те маххă памарӗç. Халăх вӗсене питӗ ăшшăн кӗтсе илчӗ. Уява ертсе пыракан Алексей Алексанров куракансене чăвашла ташлама аванах вӗрентрӗ. Тӗрлӗ халăх юррине юрлакан Хусанти «Закария» фолк-ушкăн та, чăваш халăх артистки Августа Уляндина ертсе пыракан «Ярды» этно-фолк ушкăн та нумайччен алă çуптарчӗç. Вăл кăна-и? Ташласа кăна тăчӗç куракансем! Чăваш дискотеки тытăнсан вара амфитеатрта ларакан çукчӗ те пулӗ. Çынсем тӗттӗмленсен те саланасшăн марри – çакнашкал уявсем халăхшăн кирлине тепӗр хут çирӗплетрӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев