News by date 12 August 2022
-
ПИЛӖК ÇУЛТАН КАЛЛЕХ ТӖЛ ПУЛТĂМĂР
Михедюковсен йăхӗнчен тухнисем Якаелне Раççейӗн кашни кӗтесӗнчен пуçтарăнса килнӗ Уяв кӗрлесе иртсе кайрӗ. Анчах та Якаелӗнче пурăнакан Михедюковсен тăхăмӗсен черетлӗ тӗлпулăвӗпе çыхăннă асаилӳсем хальхи пекех куç умӗнче. Çак праçнике ирттерме çанталăкӗ те ятарласа лайăх вăхăт уйăрчӗ темелле. Вырăнти Владимир Акмурзин поэт ятарласа çак пулăм тӗлне сăвă та çырнă: Прекрасный летний день дарует встречу – Всех многочисленных потомков предка Михедюка. И солцепек, и предстоящий вечер Настроят лад семейный, званый, тихий...
-
«Сувара» тухма пуçланăранпах çырăнаççӗ Титовсем, юратса вулаççӗ
Иванпа Нина Титовсем пӗрлешнӗренпе 50 çул çитет. Иван Николаевич Чистай районӗнчи Ишельелӗнче çуралса ӳснӗ, Нина Александровна Аксу районӗнчи Çӗньялта кун çути курнă. Шăкăл-шăкăл калаçса туслă пурăнакан çемьере икӗ ача ӳссе çитӗннӗ. Вӗсем 1975 çулта Антонина хӗрӗпе Чистайран Пăлхара куçса килнӗ. Мăн асаттесен çӗрӗ хапăлласа йышăннă çемьене – паян кун та кăмăллăн пурăнать кунта мăшăр. Нина Александровна тивӗçлӗ канăва кайиччен çӗвӗç пулса ӗçленӗ, Иван Николаевич пенсие тухичченех руль алран яман. Антонина Хусанта шăпине тупнă. Вăл харпăр предприниматель, унăн фирми чӳрече лартассипе ӗçлет, мăшăрӗпе хӗр çуратса ӳстернӗ. Мария хăй те çемье çавăрнă.Пăлхара куçсан Иван Николаевичпа Нина Александровнăн ывăл çуралнă. Николай Пăлхар музейӗнче ӗçлет, арăмӗпе йӗкӗреш ывăлсем çуратса ӳстернӗ – Олег тата Игорь.
-
Тавтапуç кинопремьерăна Хусанта ирттернишӗн!
Августăн 11-мӗшӗ Хусанти чăвашсемшӗн культура пулăмӗсемпе пуянччӗ. 14:00 сехетре ТР Халăхсен Туслăхӗн Çуртӗнче Сергей Щербаков ӳкернӗ «Пирӗшти куççулӗ» илемлӗ фильма пӗрремӗш хут кăтартрӗç. Режиссер хăй те Хусана килнӗччӗ, унпа пӗрле тӗп роле вылякан Ольга Палан актриса.
-
Хальхи цифра технологийӗсем уява тӳрӗ эфирта кăтартма май пачӗç
«Пурнăç йывăççи» проекта Атăлçи халăхӗсен тăван чӗлхисемпе йăли-йӗркисене упраса хăварассишӗн пуçранă. Ун тăрăх Хусан çыннисем мари, удмурт, чăваш тата мордва халăхӗсен культурисемпе паллашмалла. Августăн 11-мӗшӗнче Хусанта пурăнакасем тата шӗкӗр хуламăр хăнисем чăваш çи-пуçӗпе, ал-ӗç хатӗрӗсемпе, ваттисен сăмахӗсемпе, йăлана кӗнӗ апат-çимӗçӗпе тата ыттипе паллашрӗç. Уявăн кашни хăни хăйне асăнмалăх чăваш пичечӗллӗ ялав туса хатӗрлеме, хур тӗкӗпе чернил пусса çырма пултаратчӗ е капăрлăх тăхăнса фото ӳкерӗнме.
-
Хусанта пӗчӗк чăваш акатуйӗ иртрӗ
Паллах, акана халалламанччӗ вăл уява, кӗрхи культурăсене акассипе те. Çапах пирӗн халăх культурипе хусансене вăйă, ташă, юрă, фольклор, юмах, калав, тӗпел, эреш, тум, ал-ӗç ăсталăхӗ, техӗмлӗ чей тата тăван чӗлхе урлă паллаштарни – пысăк уявпа танлашма пултарать.