Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта пӗчӗк чăваш акатуйӗ иртрӗ

Паллах, акана халалламанччӗ вăл уява, кӗрхи культурăсене акассипе те. Çапах пирӗн халăх культурипе хусансене вăйă, ташă, юрă, фольклор, юмах, калав, тӗпел, эреш, тум, ал-ӗç ăсталăхӗ, техӗмлӗ чей тата тăван чӗлхе урлă паллаштарни – пысăк уявпа танлашма пултарать.

ТР Халăхсен Ассамблеи тӗрев панипе Хусан Ӗçтăвкомӗ республикăри тӗп халăхсемпе паллаштаракан «Пурнăç йывăççи» проекта хута янă. Хулари «Хура кӳлӗ» паркра чăвашсенчен маларах марисемпе удмуртсем пӗчӗк уявсем кăтартнă. Ӗнер эпир хамăрăн культурăпа паллаштартăмăр.

Малтанах каласа хăвармалла – «Хура кӳлӗ» («Черное озеро») вăл Хусанăн шăп варри. Ун тавра мэри, КАИ, шалти ӗçсен управленийӗ, университет, Кремль тата ытти объектсем вырнаçнă. Каçа хирӗç çак пӗчӗк мар лаптăк чăваш юрри-ташшипе тулчӗ. Хусан чăвашӗсем ăна йӗркелекенсем пултăмăр. Чăваш çамрăкӗсен «Аталан» юхăмӗн хастарӗсем çак ӗçре тӗп вырăн йышăнчӗç. Нурлат, Çарăмсан, Кайпăç районӗсенчи Чăваш наципе культура центрӗсен председателӗсене те тав сăмахӗ каласа хăварас килет. Пӗрлехи туслă ӗçӗн çимӗçӗсем сӗтеклӗ те тутлă пулчӗç. Çакна пире курма килекен халăх кăмăллă юлнинчен калатăп.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев