Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Сувара» тухма пуçланăранпах çырăнаççӗ Титовсем, юратса вулаççӗ

Иванпа Нина Титовсем пӗрлешнӗренпе 50 çул çитет. Иван Николаевич Чистай районӗнчи Ишельелӗнче çуралса ӳснӗ, Нина Александровна Аксу районӗнчи Çӗньялта кун çути курнă. Шăкăл-шăкăл калаçса туслă пурăнакан çемьере икӗ ача ӳссе çитӗннӗ. Вӗсем 1975 çулта Антонина хӗрӗпе Чистайран Пăлхара куçса килнӗ.​ ​ Мăн асаттесен çӗрӗ хапăлласа йышăннă çемьене – паян кун та кăмăллăн пурăнать кунта мăшăр. Нина Александровна тивӗçлӗ канăва кайиччен çӗвӗç пулса ӗçленӗ, Иван Николаевич пенсие тухичченех руль алран яман. Антонина Хусанта шăпине тупнă. Вăл харпăр предприниматель, унăн фирми чӳрече лартассипе ӗçлет, мăшăрӗпе хӗр çуратса ӳстернӗ. Мария хăй те çемье çавăрнă.Пăлхара куçсан Иван Николаевичпа Нина Александровнăн ывăл çуралнă. Николай Пăлхар музейӗнче ӗçлет, арăмӗпе йӗкӗреш ывăлсем çуратса ӳстернӗ – Олег тата Игорь.

Аслă Титовсем, паллах, ывăлӗн çемйипе çывăх хутшăнаççӗ. Олег мăнукӗ Хусанта авиаци колледжӗнче вӗренет, Игорь Пăлхартах.

Кăçал «Сувар» 29 çул тултарать, Титовсен çемйи пирӗн хаçата 29 çул илсе тăрать, пӗр çырăнтару кампанийӗнче те «Суварсăр» юлман. Пысăк тав сире, Иван Николаевичпа Нина Александровна, Тутарстан Республикинчи чăвашсен пӗртен-пӗр хаçатне çапла юратнăшăн. Çемйӗрпе малашне те туслăн пурăнма çирӗп сывлăх, вăрăм ӗмӗр сунатпăр, нумай хутчен мăн асатте, мăн асанне, мăн кукаçи, мăн кукамай пулма Турă пӳртӗр. Çывăх вăхăтра сирӗн Ылтăн туй, Платина туйне те пысăк-пысăк çемьепе телейлӗн ирттермелле пултăр.

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев