Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Республикăра тăвакан çӗнӗ культура объекчӗсене, юсанă культура учрежденийӗсене наукăпа техника çӗнӗлӗхӗсем çитсех пыраççӗ

2024 çулта пилӗк çул каялла ӗçе кӗнӗ наци проекчӗсем вӗçленеççӗ. Ведомствăсем малтанхи пӗтӗмлетӳсене тума пуçланă та. ТР Культура министерстви те журналистсемпе тӗл пулса «Культура» наци проекчӗн хӳттипе пурнăçланă ӗçсем çинчен каласа пачӗ. «Татар-информ» информаци агентствинче ТР культура министрӗн пӗрремӗш çумӗ Юлия Адгамова, ТР Наци музейӗн директорӗ Алиса Вяткина тата Хусанти Киров районӗнчи 2№ искусствăсен шкулӗн ертӳçи Евгений Кубышкин пулчӗç.

«Пушкин картти» хута кайнă

Чи малтанах Юлия Ильдаровна сăмах илчӗ. Вăл «Культура» наци проекчӗн витӗмӗпе тӗрлӗ сулăмсем уçнине асăнчӗ. Вӗсенчен пӗри –  «Культурная среда». Культура инфраструктурине лайăхлатассипе çыхăннă ку. Вăл пулăшнипе республикăра 14 Культура çуртне туса лартнă: ялти Культура çурчӗ, ачасен музей центрӗ, тӗслӗхлӗ библиотекăсем. Елабуга, Кукмор, Çӗпрел муниципаллă районӗсенче культура ӗçченӗсем çӗнӗ çуртсенче вăй хураççӗ.

Çак вăхăтрах культура объекчӗсене техникăпа тивӗçтерессине те «ырана» хăварман. Теччӗ тăрăхӗн истори музейне, Арскри историпе этнографи музейне, Елабугăри музей-заповеднике çӗнӗ оборудованипе тивӗçтернӗ.

Чылай культура объектне тӗпрен юсанă. Пăвара  тутар драма театрне, Ешӗлварта театрпа музее çӗнетнӗ. Павлăри таврапӗлӳçӗсен музейӗнче те юсав ӗçӗсем иртнӗ.

«Культура» наци проекчӗн хӳттипе «Пушкинская карта» ӗçлеме пуçланине XXI ӗмӗрӗн культурăри пысăк çитӗнӗвӗ теме пулать. Вăл пулăшнипе культура учрежденийӗсен мероприятийӗсене çӳрекенсен шучӗ 57 миллионран 90 миллиона çитнӗ. 14 – 22 çулсенчи çамрăксем усă курма пултараççӗ унпа. Регистраци иртсе пластик карттăна алла илсен культура мероприятийӗсене – куравсене, концертсемпе спектакльсене – çӳреме пулать, çулталăка патшалăх карттă çине 5000 пин тенкӗ укçа куçарать. Ку суммăна урăх çӗре тăкаклама çук. Юлия Ильдаровна «Пушкин карттипе» усă курассипе Тутарстан çӗршывра малтисенчен пӗри пулнине пӗлтерчӗ. Эпир спикертан: «Тутарстан çакăн пек карттă кăлармасть-и?» – тесе интереслентӗмӗр. Аван пулӗччӗ-çке, Тутарстанри культура ӗçченӗсен мероприятийӗсене республика карттипе кӗме май пулсан. Тăван çӗр çинчи культурăна юратма та вӗрентӗччӗ вăл. Юлия Ильдаровна кӗçӗн классенче вӗренекен ачасем валли «Тукай картти» проекта хута ярасси пирки сӗнӳ пулнине, анчах ăна тӗплӗн пăхса тухса йышăнманнине пӗлтерчӗ пире.

Кăçал Çемье çулталăкӗнче çемьепе культура учрежденийӗсене тухса çӳреме май пуррине, кашни уйăхра пӗрремӗш ытларикун тӳлевсӗр ӳнер музейне, картинăсен галерейине кӗрсе курма пулнине аса илтерчӗ. Çывăх вăхăтра «Тукай картти» тухмӗ тесе ăнлантăмăр.

 

Уявсем, фестивальсем ирттернӗ

Республикăра çулсерен иртекен наци уявӗсем  тата нумай-нумай мероприятие «Культура» наци проекчӗн хӳттипе йӗркеленине аса илтерчӗ Юлия Ильдаровна. Проект вӗçленет, анчах çакăнпа мероприятисене ирттерме чарăнмӗç. Çӗнӗ культура учрежденийӗсене те тума пăрахмӗç, юсав ӗçӗсене те малаллах илсе пырӗç тесе шантарчӗ вăл.

2019 çултанпа пырать «Культура». Кашни çул пысăк пӗлтерӗшлӗ ӗç тунă. Елабуга заповедникне илетпӗр-и, Свияжскри пулни-иртнине, ишӗлсе-саланса лараканнине чӗрӗлӗх кӗртсе çӗнетнине-и, сăмах та çук, «Возрождение» фонд утрав-хулана чӗртсе тăратма пысăк тӳпе кӗртнӗ. Апла пулин те «Культура» наци проекчӗпе те чылай ӗçсем  тунă унта, мероприятисем ирттерсе çӗршыври, тӗнчери туристсемшӗн интереслӗ истори палăкӗ туса лартнă. 

Юлия Адгамова кăçал иртнӗ мероприятисене çеç асăнчӗ (пурне те мар), Раççей шайӗнче иртнӗ библиотекарьсен конгресӗ, тӗрӗк театрӗсен ӗçченӗсен вӗренӳ форумӗ 40 регионтан 200 сцена ăсти Хусанта  пӗлӗвне ӳстернӗ, Мускаври, Санкт-Петербургри паллă ăстасем мастер-классем ирттернӗ вӗсемпе. 

Тата тепӗр пысăк мероприяти, паллах, ачасен II Фольклориади. Аса илтеретпӗр, пӗрремӗшӗ икӗ çул каялла Чăваш Енре иртнӗччӗ. Хусана 80 регионтан 1500-е яхăн ача килнӗ. Хулапа хула тулашӗнчи площадкăсенче вӗсем хăйсен пултарулăхне туллин кăтартрӗç. Коллективсем тӗрлӗ жанрпа ӗçлени – вокал, хореографи, музыка инструменчӗсемпе калакансем – фестивале тата интереслӗрех турӗ. Йӗркелӳçӗсем коллективсен ертӳçисемпе çавра сӗтелсем ирттерни фольклористсемшӗн питӗ усăллă пулчӗ-тӗр. 

 

Инструментсем туяннă

 Евгений Валентинович Кубышкин журналистсене савăнăçӗ çинчен каласа пама килнӗ. Шкула юсанă çеç мар, наци проекчӗпе музыка инструменчӗсем те туянса панă. Паллах, шкул хăй тӗллӗн çакăн пек тăкака тӳсеймен пулӗччӗ (музыка инструменчӗсем нихăçан та йӳнӗ пулман, хаксен кулленхи ӳсӗмӗ вара вӗсем çине те витӗм кӳрет).

 

Библиотекăсен ӗçне çӗнӗ шая çӗкленӗ

Шăп «Культура» наци проекчӗ пурри ТР Наци библиотекине Кремлевская урамӗнчи Ушаковсен çуртӗнчен çӗнӗ çӗре куçма май пачӗ. Кӗнеке фончӗ пуян пулсан та клиентсемшӗн меллӗ марччӗ унăн услугисемпе усă курма. 2020 çулта вара Наци библиотеки адресне улăштарчӗ, Казанка çыранӗнчи тахçан Ленин мемориалӗ пулнă çурта куçрӗ. Халӗ вăл питӗ аслă, çутă, илемлӗ çӗрте вырнаçнă. Хăтлă пӳлӗмӗсен дизайнӗ хальхи вăхăт ыйтнă пек – меллӗ, çав вăхăтрах илемлӗ. Библиотека пӳлӗмӗсенче кунӗ-кунӗпе «çухалма» пулать. Унтах кофейня. Мероприятисем ирттерме те вырăн çителӗклех. Пӗлтӗр, тӗслӗхрен, «АксеновФест» хăнисемпе, паллă писательсемпе Наци библиотекинче тӗлпулусем йӗркеленӗ. 

Кăçал çуркунне Хусанта иртнӗ Пӗтӗм Раççейри библиотекарьсен конгресӗ çӳллӗ шайра иртнине те çакăнпах çыхăнтармалла. 12 çӗршывран пуçтарăннă 1500 библиотекарь питӗ тухăçлă ӗçленӗ. Кӗске вăхăтрах Тутарстанри библиотекăсен ӗçӗпе те паллашма ӗлкӗрнӗ, хăйсем çинчен те каласа кăтартнă. Панельлӗ дискуссисем, çавра сӗтелсем, хăтлавсемпе пултарулăх каçӗсем, лабораторисемпе мастер-классем, лекцисемпе питчинг-сессисем  никама та айккинче хăварман. Кашнин хутшăнса тӳпе кӗртме те ӗçӗнче усă курма çӗнӗлӗхсене вӗренме те май пулнă.  

 

Музейсене çӗнӗ сывлăш кӗртнӗ

«Культура» наци проекчӗ пынă тапхăрта ТР Наци музейӗнче пысăк юсав  ирттернӗ. Çакăн çинчен музейӗн генеральнăй директорӗ Алиса Львовна Вяткина каласа пачӗ. Паян музей уçăлнă çӗре кӗрсе курас текенсем черетленсе тăраççӗ, наука тӗпчевӗсемпе ӗçлекенсем музей фончӗсемпе интересленеççӗ. Паллах, студентсем те тăтăш пырса çӳреççӗ. Алиса Львовна сăмахӗсемпе, юсав иртиччен картина урăхларах пулнă. «Музее килекенсен тумӗсене илме те гардероб тăвăрччӗ», – аса илчӗ вăл.  Ăсчахсене кирлӗ документсене, экспонатсене пысăк фондра алă вӗççӗн шыраса тупасси те çăмăл пулман. 

Халӗ, музейсен сферинчи техника çӗнӗлӗхӗсене вырнаçтарнăранпа, музей ӗçченӗсен те ӗçӗ çăмăлланнă, унта килекенсен те интересӗ ӳснӗ. Гардероб та «ăслă» оборудовани вырнаçтарнă хыççăн икӗ хут нумайрах тум йышăнать. Аспирантсем, тӗпчевçӗсем хаваспах пыраççӗ. Экскурсисем ирттерме те ансатланнă. Туристсен ушкăнне ертсе килнӗ гидăн пурте илтчӗр тесе хыттăн калаçни çывăхри ушкăна чăрмантарнă. Халӗ вара сасă хăпартмасăр лăпкăн калаçакан экскурсовода пурте илтеççӗ – тупсăмӗ наушниксенче. Аудиогидсем те пур музейӗн. Турист хăй тӗллӗн, хăй еккипе музей залӗсенче çӳреме пултарать, аудиогид кашни экспонатпа тӗплӗн паллаштарать. 

ТР Наци музейӗн 15 филиал. «Культура» наци проекчӗ кашнин ӗçне витӗм кӳнӗ – ăçта юсав ирттернӗ, ăçта оборудовани улăштарнă, тепӗр çӗрте çӗнӗ экспонатсем туяннă, çӗнӗ залсем уçнă, музейçӗсен ӗçне анлăлатнă, интерактивлă экрансем, иммерсивлă куравсем пурнăçа самай улăштарнă. 

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2024 – Год научно-технологического развития в Татарстане