Республикăри кашни районтах социаллă объектсен тӗпрен юсавӗ пуçланнă
Шăматкунри йăлари канашлура ку хутӗнче тӗп тимлӗх республикăра хута кайнă тӗпрен юсав программисем çинче пулчӗ. ТР строительствăпа архитектура тата ÇКХ министрӗн тӗп докладне итленӗ май пӗтӗм республика строительство площадкине çаврăннă пек туйăнать. Кашни отрасльтех вуншар-вуншар объекта çӗнетессипе ӗç пырать.
Тутарстанра 63 пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацисенче тӗпрен юсав ӗçӗсене тăвасси 14 процента пурнăçланнă. Ку вăхăтра 60-шӗнче ӗçсем пыраççӗ. Çакăн пек пӗтӗмлетӳсемпе паллаштарнă Правительство Çуртӗнче мартăн 14-мӗшӗнче иртнӗ ларура ТР строительствăпа архитектура тата ÇКХ министрӗ Марат Айзатуллин, пӗлтерет ТР Раисӗн пресс-служби.
Канашлăва ТР Раисӗ Рустам Минниханов видеоконференци майӗпе ирттернӗ. Унта мӗнпур муниципаллă районсем хутшăннă.
Шăматкунри йăлари канашлура ку хутӗнче тӗп тимлӗх республикăра хута кайнă тӗпрен юсав программисем çинче пулчӗ. ТР строительствăпа архитектура тата ÇКХ министрӗн тӗп докладне итленӗ май пӗтӗм республика строительство площадкине çаврăннă пек туйăнать. Кашни отрасльтех вуншар-вуншар объекта çӗнетессипе ӗç пырать.
«Вӗрентӳ» отраслӗнче кăçал Федераци шайӗнчи 4 программăпа, çавăн чухлех республика шутӗнчисемпе те, пурӗ 170 объекта тӗпрен юсама палăртнă.
Министерство ертӳçин сăмахӗпе, тăватă объектра апат блокӗсене йӗркене кӗртессипе ӗçсем пыраççӗ. Çуллахи каникулсем пуçлансан строительство ӗçӗсем мӗнпур хăватпа пурнăçланма тытăнассине каланă министр.
Ача сачӗсене юсасси ку вăхăта 24 процентпа танлашнă, ресурс центрӗсенче – 23 процентпа. Хальхи вăхăтра 6-шӗнче ӗçсем хӗрсе пыраççӗ. Общежитисене юсасси те планпа пурнăçланса пырать. Палăртнă калăпăшран кунта ӗçсене 15 процент чухлӗ туса çитернӗ.
Сывлăх сыхлав отраслӗнче юсав планне 96 объекта кӗртнӗ. Вӗсенчен пӗрре виççӗмӗш пайӗ – акушерпа фельдшер пункчӗсем. Паяна ӗç кăтартăвӗ 37 процент.
Ача-пăчана сӗт апачӗпе тивӗçтерекен пунктсене те çӗнетме пуçланă. Хусанта икӗ объектра юсав ӗçӗсене вӗçленине шута илсен кăтарту 57 процентпа танлашнă.
Стационарсене те тимлӗхсӗр хăвармӗç. Паяна пӗтӗмӗшле калăпăшран 21 процентне юсаса çӗнетнӗ. Çавăн пекех 5 поликлиникăна (4-шӗнче ӗçсем пыраççӗ), çамрăксен политикин отраслӗнче 23 объекта юсама палăртнă. Çав шутра кану лагерӗсем, çамрăксен центрӗсем, хушма вӗрентӳ центрӗсем. Ача-пăча лагерӗсене ку вăхăта 58 процент таран ӗçе кӗртнӗ. Çӗнӗ Шуçăмпа Тукай районӗсенче çул çитменнисен клубӗсене юсасси активлă пырать. Республикăри педагог-психолог пулăшăвӗн 5 çурчӗ те подрядчиксен аллинче.
«Культура» отраслӗнче республика тата Федераци программисене 38 объекта кӗртнӗ. Çав шутра ытларах ялти Культура çурчӗсем. Ку вăхăта Пăва районӗнчи пӗр объектри ӗçсене пӗтӗмпех вӗçленӗ. Республикăри ача-пăча искусствисен шкулӗсенчен 4-шӗ кӗçех çӗнелсе ачасене йышăнма хатӗр пулӗç. Аксу районӗнчи тата Çырчаллинчи объектсенче палăртнă ӗçсем хӗрсе пыраççӗ.
Спорт тата экологи отраслӗсенче те юсав ӗçӗсем пуçланнă. Иккӗшӗнче те 25-шер объекта юсаса çӗнетме планланă.
Марат Айзатуллин палăртнă тăрăх, нумай хваттерлӗ пурăнмалли çуртсенче те тӗпрен юсав программи пурнăçланса пырать. Кăçала 41 районти 706 нумай хваттерлӗ çурта программăна кӗртнӗ. Унпа килӗшӳллӗн, 6 районти 44 çуртра 99 лифта улăштарма палăртнă. Кун валли 9 миллиард та 65 миллион тенкӗ пăхса хунă. 14 районти 121 пурăнмалли çуртра ӗçсем пуçланнă та ӗнтӗ.
Сăнӳкерчӗк https://minstroy.tatarstan.ru сайтран тата нейросеть генерацийӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев