News by date 16 March 2026
-
А.М.Горький кунӗ – Хусанта
Менельник программи А.М.Горький бюсчӗ (Горький урамӗ, 34-мӗш çурт) умне чечек хунипе пуçланать
-
Тутарстанри паллă чăваш композиторӗ Владимир Егоров паян 65 çул тултарчӗ
Владимир Егорова Тутарстанра кăна мар, ытти регионсенче те пӗлекен-паллакан нумай. Раççей Федерацийӗн вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗçченӗ, Ӗç тата ГСВГ (Совет çарӗсен Германири ушкăнӗ) ветеранӗ, паллă юрăç тата композитор, Аксу районӗнчи Савгачево вăтам шкулӗнче нумай çул ачасене музыка вӗрентекен пысăк опытлă педагог паян, мартăн 16-мӗшӗнче, 65 çул тултарчӗ.
-
Еткерлӗхе упраса хăварма пулăшакан проект
ТР Культура еткерлӗхӗн объекчӗсене сыхлассипе комитет «Сохраняем вместе» проекта малалла тăсать. 2026 çулти унăн тӗп проекчӗ – Пӗтреç районӗнчи Янцевары ялӗнчи храм. Кун пирки ведомство пресс-служби пӗлтерет.
-
Республикăри кашни районтах социаллă объектсен тӗпрен юсавӗ пуçланнă
Шăматкунри йăлари канашлура ку хутӗнче тӗп тимлӗх республикăра хута кайнă тӗпрен юсав программисем çинче пулчӗ. ТР строительствăпа архитектура тата ÇКХ министрӗн тӗп докладне итленӗ май пӗтӗм республика строительство площадкине çаврăннă пек туйăнать. Кашни отрасльтех вуншар-вуншар объекта çӗнетессипе ӗç пырать.
-
Шупашкарта балет фестивалӗ иртет
Мартăн 15-мӗшӗнче Чăваш Енӗн тӗп хулинче халăхсен хушшинчи XXX балет фестивалӗ уçăлнă. Республикăри культура пурнăçӗнчи чи паллă пулăмсенчен пӗрин площадки Чăваш патшалăх оперăпа балет театрӗ – «Волга Опера» театр пулса тăнă.
-
Ӗç эрни кӗске пулать
Мăсăльмансен Ураза-байрам уявне паллă тунипе республикӑра пурӑнакансем ку эрнере пӗр кун ытларах канаççӗ.
-
Паян вăрçăнма, çын пирки усал сăмах калама юрамасть
Пушăн 16-мӗшӗ – Евтропий. Упа хӗл ыйхинчен вăранать. Енчен те хӗвел пӗлӗт «ăшне» анать-тӗк, тепӗр кун ăмăр çанталăк пулать.
-
Пур сферӑра та ӑнӑçу пулать
Пултарулӑх профессийӗсенче ӗçлекенсем интереслӗ идейăсемпе хавхаланаççӗ, харкам хутшӑнусем килӗшӳллӗ пулӗç. Юрату чун ӗçӗ пулнине çеç манар мар.