Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

А.М.Горький кунӗ – Хусанта

Менельник программи А.М.Горький бюсчӗ (Горький урамӗ, 34-мӗш çурт) умне чечек хунипе пуçланать

 

Мартăн 28-мӗшӗнче совет писателӗ Алексей Максимович Горький (Пешков) çуралнăранпа 158 çул çитет. Паллă вырăс писателӗн, поэчӗн, прозаикӗн, драматургӗн, ăста журналистăн тата обществăлла ӗçченӗн, публицистăн çуралнă кунӗ тӗлне Хусанта яланах культурăпа çутӗç мероприятийӗсеи йӗркеленӗ. Кăçал та çаплах. 2026 çулта июнӗн 18-мӗшӗнче литератор çӗре кӗнӗренпе 90 çул çитет.

 Шăп писатель çуралнă кун А.М.Горький тата Ф.И.Шаляпин ячӗллӗ музей – ТР Наци музейӗн филиалӗ – ТР Культура министерствипе ТР Писательсен союзӗ тата Н.Г.Жиганов ячӗллӗ Хусан патшалăх консерватори пулăшнипе «Горький кунӗ» ятпа темиçе мероприяти ирттерет.

Менельник программи 11.00 сехетре А.М.Горький бюсчӗ (Горький урамӗ, 34-мӗш çурт) умне чечек хунипе, митинг ирттернипе пуçланать. Тепӗр çур сехетрен йӗркелӳçӗсем хăнасене «Ку урамсемпе Горький çӳренӗ» экскурсие ертсе кайӗç. Хула варринче Алексей Максимович пулнă вырăнсене çитсе унпа пулнса иртнисем каласа параççӗ.

Çакăн хыççăн музейри (Горький урамӗ, 10-мӗш çурт) «Писатель-самана-герой» экспозиципе паллаштараççӗ.  Экскурсире пулнисем писателӗн творчество çулӗпе пурнăçӗ çинчен ытларах пӗлӗç. Тӗслӗхрен, музей архивӗнчен кăларнă экспонатсен «Горький – АРТ» куравах илер. Унта çамрăк Алексей Пешковăн ӳнер ӗçӗсемпе (живопись, графика, скульптура, театр искусстви, кинематограф)  юнашарах илемлӗ литературăри пӗрремӗш ӗçӗсем.  Мартăн 28-мӗшӗнче А.М.Горький ячӗллӗ Патшалăх Хисеп орденлӗ тата А.М.Горький тата Ф.И.Шаляпин ячӗллӗ музейсен «Куравпа трамвай пынă» пӗрлехи проекчӗ те кăсăк пулӗ. Ăна XVI Пӗтӗм Раççейри промышленность тата ӳнер куравӗн 130 çулне  халалланă. Ун чухне Максим Горький «Нижегородский листок»  хаçатра ӗçленӗ. Çав вăхăтра Раççейре пӗрремӗш трамвай çула тухнă.   Журналист-Горький курав çинчен хаçатра çырса кăтартнă. Пултаруллă çамрăкăн кашни очеркне, статйине «илемлӗ литература хайлавӗ» тесе йышăннă унăн ӗçне вулакансем.

«‎Горький кунӗнче» А.М.Горький ячӗллӗ Литература премийӗпе наградăласси 2002 çултанпа пырать. Сăмах май, çак премие пуçараканӗ те А.М.Горький тата Ф.И.Шаляпин ячӗллӗ музей пулнă. 2018 çулта премие ТР КМ рееестрне кӗртнӗ.  Лауреатсене ТР Писательсен союзӗ палăртать. Ку хумхануллă мешехе 15.00 сехетре пуçланать.

Çакăн хыççăн программăра «Горький тата музыка» литературăпа музыка концерчӗ.

«Горький кунӗ» Всеволод Пудовкин кинорежиссерăн М.Горький повеçӗ тăрăх ӳкернӗ «Мать» кинофильма пăхса сӳтсе явнипе вӗçленет.

Мероприятисене тӳлевсӗрех кӗртеççӗ.  

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» иа.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: литература