Сувар

г. Казань

16+
Гороскоп

Пур сферӑра та ӑнӑçу пулать

Пултарулӑх профессийӗсенче ӗçлекенсем интереслӗ идейăсемпе хавхаланаççӗ, харкам хутшӑнусем килӗшӳллӗ пулӗç. Юрату чун ӗçӗ пулнине çеç манар мар.

ТАКА 21.III – 20.IV

Куçман пурлӑхпа çыхӑннӑ килӗшӳсем тума чи лайӑх вăхăт. Çавӑн пекех халӗ çемйӗрпе ытларах пулни те усăллă: тахçантанпа хӑварса пынă ӗçсене тума, пысӑк япала туянма планланисене пурнăçлама аван. Ӗçри тӑрӑшулӑхӑра тивӗçлипе хаклаççӗ.

ВĂКĂР 21.IV – 20.V

Эрнен пӗрремӗш çурринче çӗнӗ романтикӑлла тӗлпулусем, хӗрӳллӗ мыс­карасем кӗтеççӗ сире. Çăлтăрсем çак кунсенче ӗçре халран кайиччен вăй хума хушмаççӗ. Эрнен иккӗмӗш çурринче суранланас, сывлӑх хавшас хӑрушлӑх пысӑк.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI

Чылайранпа шутланине пурнӑçлама меллӗ вăхăт кӗтеттӗрччӗ-тӗк, ку эрне – сирӗн. Халӗ çӗнӗ проектсене пуçăнма лайӑх тапхӑр. Вӑй-халӑр, харизмăпа илӗртӳлӗхӗр таврари çынсене хастарлăх хушать.

РАК 22.VI – 22.VII 

Хăюллăнах шӑпана татса паракан тап­хӑр теме пулать ку эрнене. Хӗрарӑмсен çак кунсенче шăпа пӳрнӗ пӗртен-пӗр çыннипе тӗл пулма шанăç пур. Арçынсен вара хӑйсен чылай тӗллевне, пурнӑç хаклӑхӗсене тепӗр хут пӑхса тухмалла. 

АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII

Халӗ ушкăнпа канма лайăх вăхăт çеç мар, усăллă та. Сирӗн ырӑ, уçӑ кӑмӑлӑр тата çынсемпе ӑшпиллӗ пулни кирек мӗнле обществӑна та савӑнӑç кӳрӗ, таврари çынсене çутӑ пуласлӑха шанма пулăшӗ. 

ХӖР 23.VIII – 22.IX 

Ку эрнере пурнӑç вӑй-хӑвачӗ ӳсет, уйрӑмах хӗрарӑмсен. Ӑçта килсе тухсан та пӗтӗм тимлӗх сирӗн çинче. Эсир пӗр хăвăр пек пулни,  шӳте çивӗч ăнланни, оптимист пулни кирек мӗнле ушкăнра та çынсемпе пӗр чӗлхе тупма пулăшать.

ТАРАСА 23.IX – 23.X 

Хӑнасене йышӑнма, романтика тӗлпулӑвӗсене çӳреме тата туссемпе курнăçма меллӗ вăхăт çитрӗ. Сире юратса пăхакансем, кăмăлланине кăтартакансем йышланаççӗ. Ӗçри хастарлӑха пуçлăх ырласа палăртма май тупӗ. 

СКОРПИОН 24.X – 22.XI 

Ӗмӗтленнисен çак кунсенче пурнӑçланма шанăç пур. Эсир халиччен тӑрӑшни, хăвăра шеллемесӗр вăй хуни – ку эрнере пӗтӗмпех тӳрре тухать. Çитӗнӳсемпе савăнса лăпланса ларма ир, умра тата та  интереслӗрех проект кӗтет. 

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII 

Ӗçе улӑштарасси, пачах урăх профессие алла илесси çинчен шутлакансемшӗн, урăх вӗренӳ заведенине куçма пуçтарăнакансемшӗн те халӗ питӗ меллӗ вăхăт. Сирӗнтен хăшӗсем карьера пусмипе тӳрех темиçе картлашка хӑпарӗç.

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I 

Ку эрнере хӗвел сирӗн çине çеç пăхать. Çак кунсенче сирӗн вӑй-хал, пултарулӑх, интуици тата пӗтӗмӗшле сисӗмлӗх чи çӳллӗ шайра. Вӗсемпе туллин усӑ курӑр. Çӗнӗ, хӑюллӑ проектсем пуçлӑр, професси ыйтăвӗсене хуравланă чух сире никам та ан çитейтӗр. Карьерăри ӳсӗм те хăйне кӗттермӗ. 

ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II

Ку эрнере сирӗн пирки çирӗппӗнех «ӗçре хăйне тупрӗ» теме пулать. Командировкӑсене çӳреме, канашлусене тухма, çӗнӗ интерессем тупса карь­ера тума лайӑх вӑхӑт. Бизнес-йышӑнусем хӑйне евӗр пулнипе тата тупăшлăрах пулӗç. 

ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III 

Çутçанталӑк илемӗпе рехетленсе канма питӗ лайӑх кунсем. Пикник йӗркеленине, хула тулашне кайнине е дачӑра çанă тавăрса субботник тунине çăлтăрсем килӗштереççӗ. Лавккасем тӑрӑх çӳренӗ чухне ан васкӑр, укçа-тенке тимлӗ шутлӑр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп