Еткерлӗхе упраса хăварма пулăшакан проект
ТР Культура еткерлӗхӗн объекчӗсене сыхлассипе комитет «Сохраняем вместе» проекта малалла тăсать. 2026 çулти унăн тӗп проекчӗ – Пӗтреç районӗнчи Янцевары ялӗнчи храм. Кун пирки ведомство пресс-служби пӗлтерет.
Проект 2022 çулта Кукмор районӗнчи Маскара ялӗнчи собор мечетне реставрацилессинчен пуçланнă. Пин-пин çын пулăшнипе тата республика бюджетӗнчен 91,7 миллион тенкӗ уйăрнипе çӗнетнӗ мечет 2025 çулхи июнь уйăхӗнче, Курбан-байрам уявӗнче, уçăлнă. Церемоние Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов тата республика муфтийӗ Камиль хазрат Самигуллин хутшăннă.
2026 çулхи пӗрремӗш пысăк проект – Пӗтреç районӗнчи Янцевары ялӗнче Покров чиркӗвне çӗнетесси. Храма реставрацилемелли проекта «Развитие культуры Татарстана» патшалăх программи шайӗнче хатӗрленӗ, ăна Комитет ырланă. Пуçару малалла аталанасси халӗ çынсенчен килет – прихут сăваплă вырăна çӗнетме укçа-тенкӗ пухма пуçланă та ӗнтӗ.
«Пуçару халăхран хăйсенчен килни савăнтарать: çынсем прихут йӗркеленӗ, укçа-тенкӗ пухма пуçланă та ӗнтӗ. «Сохраняем вместе» проект хăйӗн тухăçлăхне çирӗплетрӗ – Маскарари собор мечетне çăлса хăвартăмăр, Курбан-байрам уявӗнче уçрăмăр. Покровски чиркӗвне те пӗрлехи вăйпа çӗнетме пултарасса шанатăп. Ку пирӗн пӗрлехи истори, пирӗн ăна мăнуксем валли упрамалла», – пӗлтернӗ ТР Культура еткерлӗхӗн объекчӗсене сыхлассипе комитет председателӗ Иван Гущин.
Янцеварти храма çӗнетме пулăшас тесен вырăнти прихут реквизичӗсемпе кирек мӗнле суммăна та куçарма пулать.
Реквизиты для помощи:
Получатель: МРОП Приход Храма Покрова Пресвятой Богородицы с. Янцевары Пестречинского района РТ, Казанская епархия Русской православной церкви (Московский патриархат)
Расчетный счет: 40703810762710000472
Банк: Отделение «Банк Татарстан» №8610 ПАО Сбербанк
Корреспондентский счет: 30101810600000000603
БИК: 049205603
ИНН: 1686055370
Назначение платежа: Пожертвование на уставную деятельность
Контакты прихода:
Настоятель: иерей Ярослав Петрущенков
Телефон: 8-960-048-73-34
E-mail: Ivanvolvoc30@yandex.ru
Адрес: 422777, Республика Татарстан, Пестречинский район, с. Янцевары, ул. Центральная, д. 1
ТР Культура еткерлӗхӗн объекчӗсене сыхлассипе комитетăн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев