Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Паян вăрçăнма, çын пирки усал сăмах калама юрамасть

Пушăн 16-мӗшӗ – Евтропий. Упа хӗл ыйхинчен вăранать. Енчен те хӗвел пӗлӗт «ăшне» анать-тӗк, тепӗр кун ăмăр çанталăк пулать.

Пушăн 17-мӗшӗ – Герасим. Кăнтăртан хура кураксем таврăнаççӗ. Вӗсем килнӗ-килмен йăвисене юсама тытăнаççӗ-тӗк – кӗç-вӗç ăшăтать, çуркунне кая юлмасть. Кайăксем йăвисене ларсан пӗр эрнерен çурхи акана тухма юрать тенӗ ваттисем. Енчен те кайăксем йăва суйласа пӗр çӗртен тепӗр çӗре куçса çӳреççӗ – çанталăк час-час улшăнса тăрӗ.

Пуш уйăхӗн 18-мӗшӗ – Конон. Çак кун хӗвеллӗ-тӗк, çулла пăр çăвасран хăрамалла мар. Конон хыççăн 40 хутчен тăм ӳкет (ирхи сивӗ). Çеçпӗл чечек кăларнă пулсан пӗр эрнерен сухана тухма юрать. Пăрчăкансем вӗçсе килнӗ-тӗк – çуркунне ăшă пулать.

Пуш уйăхӗн 19-мӗшӗ – Константин. Енчен те улатакка пуш уйăхӗнче йывăçсене таккать-тӗк – сивӗсем вăрахчен пулаççӗ. Çырмари пăр путать пулсан – тухăçсăр, йывăр çул пулать.

Пуш уйăхӗн 20-мӗшӗ – Павел. «Çуркунне талăкра сакăр тӗрлӗ çанталăк», – теççӗ сăнакансем. Каç енне çанталăк ăмăр-тăк – тепӗр кун тăм ӳкессе.

Пуш уйăхӗн 21-мӗшӗ – çурхи кунпа çӗр танлашни. Пӗлӗтсене сăнамалла: енчен те вӗсем тӳпере пит çӳлте тата хăвăрт шăваççӗ-тӗк – уяр çанталăка. Çил-тăман тухса юр тепӗр хут хире хумлăн-хумлăн ларсан – тыр-пул тата пахча çимӗç ăнса пуласса.

Пуш уйăхӗн 22-мӗшӗ – Сороки, тăри кунӗ. Çак кун ăшă пулсан тата 40 кун ăшă пулать. Ăшă çил вӗрсен çулла çумăрлă пулать. Пӗрремӗш аслати çара вăрман çийӗн авăтсан – выçлăх çул пуласса. Ку кун сивӗ-тӗк – тыр-пул ăнса çитӗнессе. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: народные приметы