Шупашкарта балет фестивалӗ иртет
Мартăн 15-мӗшӗнче Чăваш Енӗн тӗп хулинче халăхсен хушшинчи XXX балет фестивалӗ уçăлнă. Республикăри культура пурнăçӗнчи чи паллă пулăмсенчен пӗрин площадки Чăваш патшалăх оперăпа балет театрӗ – «Волга Опера» театр пулса тăнă.
Вăтăр çул хушшинче фестиваль тӗнчери чи паллă балет çăлтăрӗсене чăваш çӗрӗ çинче пухать, илемлӗ те хавхалантаракан балет искусствипе паллаштарать. Вăл Чăваш Республикин Пуçлăхӗ Олег Николаев тата Чăваш Ен Правительстви пулăшнипе иртет.
«Çак çулсенче фестиваль Чăваш Енӗн визит карточки пулса тăчӗ, балета хаклакансене, унăн хавхалантаракан вăйне ӗненекенсене пурне те те пӗр çӗре пуçтарать. Юбилей сезонӗ унăн историйӗнче çӗнӗ страница уçать. Кăçалхи программăна тӗнче классикин шедеврӗсене, хальхи хореографин хăюллă эксперименчӗсене тата тӗнче балечӗн çăлтăрӗсен ячӗсене кӗртнӗшӗн савăнатăп. Кашни каçах сире манăçми туйăмсем парнелессе шанатăп», – палăртнă Олег Николаев.
Уйăха тăсăлакан ташă уявӗн каçӗсенче «Лебединое озеро», «Щелкунчик», «Спящая красавица», «Пиковая дама» тата «Баядерка» ятлă паллă постановкăсене курма пулать. Çавăн пекех Пушкăрт оперăпа балет театрӗн артистчӗсем «Спартак» тата «Бахчисарайский фонтан» спектакльӗсемпе паллаштарӗç. Фестиваль пӗтӗм тӗнчери балет çăлтăрӗсем хутшăнакан пысăк концертпа вӗçленет.
Вырсарникун, март уйăхӗн 15-мӗшӗнче, фестиваль программине аншлагпа А.Аданăн вилӗмсӗр «Жизель» балечӗ уçнă. Шăпах çак спектакльтен 1967 çулхи май уйăхӗн 19-мӗшӗнче Чăваш Енри балет историйӗ пуçланнă. Акă ӗнтӗ 60 çула яхăн «Жизель» сцена çинчен куракана савăнтарать.
Сăнӳкерчӗксене cap.ru сайтран илнӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев