Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Санкцисене пула агропромышленность комплексӗ ăнăçлăрах та ӗçлеме пуçланă

Росстат кашни 10 çултан Раççейре ял хуçалăх çыравне ирттерсе  акăнакан çӗрсен лаптăкне, выльăх-чӗрлӗхе, хуçалăхсене шутлать. Пӗлтӗр август уйăхӗнче историре пӗрремӗш хут микроçырав ирттерчӗ. Ял хуçалăх секторӗнче пилӗк çулта мӗнле улшăнусем пулнине, хăш отрасле ытларах тимлӗх уйăрмаллине, мӗнле ресурссем кирлине, мӗнле тата миçе специалист хатӗрлесси таранах, палăртма кирлӗ ку. Микроçыравăн пӗрремӗш пӗтӗмлетӗвӗсемпе Росстат ӗçченӗсемпе Тутарстан ял хуçалăх представителӗсем майăн 16-мӗшӗнче Хусан Ратушинче иртнӗ çавра сӗтелте паллаштарчӗç.

Август уйăхӗнчи микроçырава явăçтарнă 35 пин çын яллă вырăнсенче килӗрен çӳренӗ пулсан та, мӗнпур ялах çитмен. Сахал çын пурăнакан ялсем, апла-тăк мӗнпур хуçалăх та вӗсен тимлӗхне лекмен. 

Росстат ертӳçин çумӗ Константин Лайкама микроçыравăн пӗрремӗш пӗтӗмлетӗвӗсемпе паллаштарнă май, юлашки пилӗк çулта Раççейре ял хуçалăх рынокӗнчен 60 пин хуçалăх, хресченпе фермер хуçалăхӗсем тата харпăр хуçалăхсем кайнине, акăнакан çӗрсен пӗтӗмӗшле лаптăкӗ те 7,5 процента (9,5 миллион гектара) чакнине каларӗ. Урăхла каласан 2016 çулхи çыравра шута илнӗ 7,1 пин ял хуçалăх организацийӗнчен – 6,4 пин,  17,2 пин пӗчӗк предприятисенчен – 13,7 пин, 174,8 пин хресченпе фермер хуçалăхӗпе харпăр хуçалăхсенчен 118,8 пин юлнă.  

Ял хуçалăхӗпе ӗçлемен фермерсене ку шутран кăларнипе çакăн пек курăну иккен. Чăн та, хальччен çӗр акса, выльăх-чӗрлӗх усраса  пурăннă фермерсен шучӗ те 19 процента чакнă. Хăшӗ конкуренцие чăтайман, хăшӗн малалла ӗçлеме мехелӗ çитеймен. Улшăнусем харпăр хуçалăхсенче те пур. Пилӗк çул каялла кăна-ха вӗсен шучӗ 23,5 миллион пулнă-тăк, халӗ – 16,6. Çапла майпа ял хуçалăх рынокӗнчен майпен вак хуçалăхсем кайса пыни, ăна ытларах шултра хуçалăхсем йышăнни сисӗнет. Тутарстана илес пулсан, ку енӗпе курăну çӗршывринчен урăхларах. Республикăри пӗтӗмӗшле чӗртаварăн 41,1 процентне харпăр хуçалăхсем, 48,6 процентне пысăк хуçалăхсем, хресченпе фермер хуçалăхӗсемпе предпринимательсем 10 процентне туса илеççӗ. Республика халăхӗн 23 проценчӗ хальхи вăхăтра ялсенче пурăннипе вӗсене республика ертӳçисем комплекслă аталантарнипе, харпăр хуçалăхсене пулăшу панипе çыхăннă ку.

Анчах ял хуçалăх производителӗсен шучӗ чакни Раççей хăйне çителӗклӗ  апат-çимӗçпе тивӗçтереймест тенине пӗлтермест. Ку енӗпе агропромышленность комплексӗ ăнăçлăрах та ӗçлеме пуçланă-мӗн. Кăтартусем пилӗк çул каяллахинчен ӳснӗ. Ахăртнех куншăн санкцисене тав тумалла пуль. Ял хуçалăх предприятийӗсем акăнакан çӗрсен лаптăкне чакарнă пулсан, фермерсем ӳстернипе пилӗк çул каяллахи 76,6 миллион гектартан 77,8 миллиона çитернӗ. Чăн та, тырпулпа пăрçа йышши культурăсен лаптăкӗ чакнă, техника культурисен вара ӳснӗ. 

Выльăх-чӗрлӗх отраслӗнче те лайăх улшăнусем пур. Ӗне-выльăх шутне 4,5 миллионран 4,6 миллиона, сыснасене 19,4 миллионран 24,8 миллиона, килти кайăк-кӗшӗке 445 миллионран 469 миллион пуçа çитернӗ. 

Палăртса хăвармалла, ял хуçалăх çыравӗн пирвайхи пӗтӗмлетӗвӗ кăна-ха ку, пӗтӗмӗшле кăтартусем декабрь уйăхӗнче паллă пулӗç. Анчах спикерсен сăмахӗпе, пит улшăнсах тăмӗ вăл. Çак пилӗк çул хушшинче  рынокра пысăк хуçалăхсем, ура çинче çирӗп тăракан фермерсем юлни ял хуçалăхӗнче лару-тăру лăпкă пулнине, çӗршыв хăйне хăй тăрантарма пултарнине кăтартать.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев