News by date 30 May 2022
-
РУСТАМ МИННИХАНОВ: «ФАРИД МУХАМЕТШИНПА ЭПИР ПӖРРЕ ТЕ ВĂРÇĂНМАН»
Майăн 23-мӗшӗнче Хусанти ТР Наци библиотекинче ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн Фарид Мухаметшинăн 75-çуллăхне халалланă «Фарид Мухаметшин. Виражи судьбы» кӗнеке хăтлавӗ иртрӗ. Çак мероприятие Тутарстанăн пӗтӗм политика элити, ытти çынсем питӗ йышлăн пуçтарăнчӗç. Урăхла пулма та пултараймасть. Фарид Мухаметшин Раççей, Европа шайӗнчи пысăк политик, опытлă парламентари. Ӗç биографийӗнче пӗр шăйрăлчăк та çук. Ăçта ӗçлесен те мӗнпур яваплăхпа тăрăшнă.
-
Хусанти Туслăх Çуртӗнче икӗ халăх поэчӗсем – Ренат Хариспа Валери Туркай – тӗл пулчӗç
«Юлашки вăхăтра Тутарстанпа Чăваш Енӗн çыхăнăвӗсем çирӗпленчӗç. Нумай пулмасть Сăр чиккине, Хусан çаврăмне чавнине паллă турăмăр пӗрле. Халь икӗ республикăн икӗ паллă сăвăçне, куçаруçине юбилейсемпе чыслатпăр», – терӗ залра ларакансене саламласа Петр Краснов, «ЧР патшалăх гуманитари наукисен институчӗ» бюджет учрежденийӗн директорӗ.
-
Тӗнчери мăсăльмансене Пăлхар йышăнчӗ
Атăлçи Пăлхар патшалăхӗ ислам тӗнне йышăннăранпа 1100 çул çитнине халалланă мероприятисем республикăра çулталăк пуçланнăранпах пыраççӗ. Майăн 21-мӗшӗнче Пăлхар çӗрӗ çинче чи сулмаклă уяв пулчӗ. Мăсăльман тӗнне тытса пыракансем çанталăк япăххине пăхмасăр пуçтарăнса пынă Пăлхара. Мамадышран виçӗ мечӗтрен 115 çын темиçе автобуспа пынă.
-
«Ах, аннеçӗм, анне» юрă авторӗ паян хăйӗн юбилейне паллă тăвать
Çу уйăхӗ çавра кунсемпе пуян. Майăн 27-мӗшӗнче, халăх юратакан сăвăç тата юрăç Анна Никонорова хăйӗн юбилейне паллă турӗ. Халăхра сарăлнă юратнă юрăсен авторне чăвашсем çепӗççӗн Анна аппа теççӗ.
-
Кадр ыйтăвӗ çапах пур, тивӗçлӗ канăва каякансем вырăнне çамрăк специалистсене шырамалла
Çӗпрел районӗнчи Чăваш Çӗпрелӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкулта майăн 17-мӗшӗнче пултăмăр. Журналистсене кунта ăшшăн кӗтсе илчӗç. Пирӗн тӗллев вӗренекенсемпе курса калаçасси тата цифра урокӗ епле иртнипе паллашасси пулчӗ. Ку ӗç республикăра Цифровизаци çулталăкӗн программипе пурнăçланса пырать. Çӗпрел районӗнче вӗрентӳ учрежденийӗсенче цифра урокӗсем ирттерессине Ӗçтăвком ертӳçин экономика аталанăвӗпе, финанс тата ял хуçалăх производстви енӗпе çумӗ Ильмир Измайлов пурнăçласа пырать. Хальхинче урок 6 тата 9-мӗш классем валли иртрӗ.
-
«СУВАР» ÇЫРĂН ТА ЭЛЕКТРОГРИЛЬ ВЫЛЯСА ИЛ
Хаклă вулаканăмăрсем! 2022 çулăн 2-мӗш çур çулне хаçат-журнал çырăнас кампани малалла тăсăлать. «Сувар» хаçата çыхăну уйрăмне кайса та, Раççей Почтин podpiska.pochta.ru сайчӗ урлă та çырăнма пулать.
-
Санкцисене пула агропромышленность комплексӗ ăнăçлăрах та ӗçлеме пуçланă
Росстат кашни 10 çултан Раççейре ял хуçалăх çыравне ирттерсе акăнакан çӗрсен лаптăкне, выльăх-чӗрлӗхе, хуçалăхсене шутлать. Пӗлтӗр август уйăхӗнче историре пӗрремӗш хут микроçырав ирттерчӗ. Ял хуçалăх секторӗнче пилӗк çулта мӗнле улшăнусем пулнине, хăш отрасле ытларах тимлӗх уйăрмаллине, мӗнле ресурссем кирлине, мӗнле тата миçе специалист хатӗрлесси таранах, палăртма кирлӗ ку. Микроçыравăн пӗрремӗш пӗтӗмлетӗвӗсемпе Росстат ӗçченӗсемпе Тутарстан ял хуçалăх представителӗсем майăн 16-мӗшӗнче Хусан Ратушинче иртнӗ çавра сӗтелте паллаштарчӗç.
-
ТӖРӖ – ПИРӖН ПУЯНЛĂХ
Тӗрӗ – чăваш халăхӗн мăнаçлăхӗ. Чăваш тӗрриллӗ тумтир, алшăлли, ытти япала çинчен пӗтӗм тӗнчипех пӗлеççӗ. Ахальтен мар пирӗн ентешӗмӗр, Чăваш халăх поэчӗ Порфирий Афанасьев çакăн пек йӗркесем çырнă: