Тӗнчери мăсăльмансене Пăлхар йышăнчӗ
Атăлçи Пăлхар патшалăхӗ ислам тӗнне йышăннăранпа 1100 çул çитнине халалланă мероприятисем республикăра çулталăк пуçланнăранпах пыраççӗ. Майăн 21-мӗшӗнче Пăлхар çӗрӗ çинче чи сулмаклă уяв пулчӗ. Мăсăльман тӗнне тытса пыракансем çанталăк япăххине пăхмасăр пуçтарăнса пынă Пăлхара. Мамадышран виçӗ мечӗтрен 115 çын темиçе автобуспа пынă.
Ульяновск облаçӗнчи Николаевски районӗнчен те пурччӗ. Чăваш Енри Шăнкăртам (Патăрьел районӗ) ялӗнчен вара 100 çын килнӗ. «Изге Болгар җыены» кăçал 34-мӗш хут иртет, Чăваш Ен мăсăльманӗсем вара 2011 çултанпах килеççӗ Пăлхара. Çын нумай пуласса пӗлсе йӗркелӳçӗсем кукăльсемпе, шашлăкпа, чейпе сăйлакансене те пуçтарнă. Авалхи Пăлхар сăнарне чӗртсе тăратас селӗмпе мастер-классем уçнă. «Суварăн» социаллă сетьсенчи кăларăмӗнче тăм чӳлмексем тунине нумайăшӗ курчӗ пулӗ.
Пăлхар историйӗпе интересленекенсене экскурсоводсем ăнлантарса, кăтартса, каласа параççӗ.
Ятарласа хатӗрленӗ сцена çинче пуçланчӗ уяв. Ăна ТР Президенчӗ Рустам Минниханов уçрӗ. 1100 çул республикăшăн кăна мар, Раççейри, тӗнчери мăсăльмансемшӗн те пысăк мешехе. Раççей Президенчӗ çак юбилее пысăк мероприятисемпе патшалăх шайӗнче анлăн паллă тума йышăнни çинчен каларӗ вăл – уяв мероприятийӗсене 75 çӗршыв, 27 посол хутшăннă.
Пăлхар çӗрӗ çинче çулсерен мăсăльмансем пухăннинче Талгат Таджуддинăн, Раççейӗн аслă муфтийӗн тӳпи пысăк тесе шутлать Рустам Нургалиевич. Пăлхара ишӗлчӗксенчен пуçтарса «тăратнă» Минтимер Шаймиева тата унăн «Возрождение» фондне тав турӗ. «Пӗтӗм тӗнчере мир пултăр, Тутарстан чечеклентӗр, Раççей вăйлантăр», – тесе вӗçлерӗ саламне Р.Минниханов.
ТР Патшалăх советникӗ Минтимер Шаймиев Пăлхар историпе археологи комплексӗ 2014 çулта Пӗтӗм тӗнчери ЮНЕСКО еткерлӗхӗн списокне кӗнине аса илтерчӗ. Пăлхар патшалăхӗн аваллăхне, вăл ислам тӗнне хăй ирӗкӗпе йышăннине ӗнентерекен çирӗплетӳсем пулман-тăк, ЮНЕСКО палăкӗсен шутне кӗртместчӗç тесе шутлать Минтимер Шарипович. Вăл çӗр чавакансене те, ăсчахсене те тата, паллах, Таджуддин муфтие тав турӗ. «Тутарсене унччен те пӗлнӗ тӗнчере, халь вара Пăлхара та чапа кăлартăмăр», – тесе вӗçлерӗ сăмахне.
Талгат Таджуддин «Мухаммад расулюллах» («Мухаммад – Аллах янă çын») Мăсăльмансен тӗн тӗп управленийӗн медалӗпе Р.Минниханова, М.Шаймиева, «Альхамаду» («Ислама мухтани») орденпа В.Шайхразиева наградăларӗ.
Юбилейпе саламласа калаçакансем нумайăн пулчӗç: РФ Мăсăльмансен тӗн управленийӗн пуçлăхӗ Р.Гайнутдин, Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Кирилл тата нумай-нумай çын микрофон умне тухрӗ.
Уявăн çак пайне Хусан тата ТР Мăсăльмансен тӗн управленийӗн пуçлăхӗ Камиль Самигуллин вӗçленӗ хыççăн Хан мечетӗнче кăнтăрлахи намаз пуçланчӗ. Ăна Талгат Таджуддин ертсе пычӗ.
Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев