Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Сентябрӗн 4–8-мӗшӗсенче Тутарстанра Казахстан культурин кунӗсем иртрӗç

Тӗрӗсрех каласан, Раççейре Казахстан культурин кунӗсем пыраççӗ. Вӗсем виçӗ хулара иртеççӗ – Астраханьте, Хусанта тата Мускавра. Çакна Казахстан çӗршывӗпе Раççей Федерацийӗ килӗштерсе ӗçлеме пуçланăранпа 2022 çулхи октябрӗн 22-мӗшӗнче 30 çул çитнине халалланă.

Кӳршӗллӗ пурăнакан çӗршывсене экономика, культура çыхăнăвӗсем çирӗплетнӗ. Тӗслӗхрен, 2022 çулăн çур çулӗнче кăна Раççейпе Казахстан хушшинчи суту-илӳ пӗлтӗрхи çак вăхăтпа танлаштарсан 5 процент ытларах пулни курăнать.

Культура хутшăнăвӗсем те аталансах пыраççӗ. Çывăх вăхăтрах Казахстанри Семей хулинче тутарсен Сабантуйӗ иртмелле. Уява пирӗн республикăран пысăк делегаци хутшăнать. Çакăн çинчен пресс-конференцире ТР культура министрӗ Ирада Аюпова пӗлтерчӗ. Юнкун Хусанта XVIII Халăхсен хушшинчи  мăсăльман кинофестивалӗ уçăлчӗ. Фестивалӗн пӗрремӗш кунне йӗркелӳçӗсем Казахстан кинематографине халалланă. Куракансем пӗрлехи кинокартинăна «Тарлан» (режиссерӗ Юлия Захарова) пăхрӗç. Фильма кăçал 135 çул тултаракан Галимджан Ибрагимовăн «Алмачуар» повеçӗ тăрăх ӳкернӗ. Вăл тулли метражлă илемлӗ фильмсен номинацинче çӗнтерессишӗн кӗрешӗ. Кинофестиваль призӗшӗн кӗрешекен лентăсенчен Казахстанран тата тепӗр фильм пур, «Аве, Мария». Тӗрӗсрех каласан, ăна АПШ, Франци, Беларуси тата Казахстан ӳкернӗ. Кун пек проектсем çӗршывăн кинематографийӗ аталаннине, тӗнче шайне тухнине кăтартаççӗ. 2021 çулта иртнӗ Мăсăльман кинофестивалӗнче те казахсен «18 килогерц» (режиссерӗ Фархат Шарипов) картини çӗнтерчӗ. Сăмах май, сентябрӗн 7-мӗшӗнче «Синема 5» кинотеатрта çак режиссерăн тепӗр фильмне пăхма май пулчӗ. Вăл Берлинра (Германи) иртекен кинофестивалӗн наградине илме ӗлкӗрнӗ те. Хăшӗсем çак картина «18 килогерцăн» малалли пайӗ тесе шутлаççӗ. Анимацисӗр Казахстан киновӗн аталану шайне тӗрӗс хаклама çукчӗ. Халăхăн кăна мар, тӗрӗксен историйӗнче пысăк вырăн йышăнакан ертӳçӗ çинчен «Культегин» (режиссерӗ Адай Абельдинов) тулли метражлă мультфильм илсе килнӗ Хусана.

Казахстан культура кунӗсем Хусанта сентябрӗн 8-мӗшӗнче М.Джалиль ячӗллӗ театрта гала- концертпа вӗçленчӗç. Фойере Хусанти, Елабугăри патшлăх музейӗсен фончӗсенчи казах ӳнерçисен картинисен куравне йӗркеленӗ. Куракансем Курмангазы ячӗ Казахстан патшалăх академи халăх инструменчӗсен оркестрне тата КР искусство ăстисене итлесе киленме пулчӗ.

Татьяна ТАРАСОВА.  

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев