Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шăллӗ шутласа кăларни чăннипех пурнăçланнине пула пиччӗшӗ чутах аварире вилмен

Тӗлӗнмелле япала пулса иртрӗ манпа. Казармăра тепӗр уйăх валли план туса ларнă вăхăтра темшӗн тунсăх пусса илчӗ. Пӗлетӗн вӗт-ха, эрне каялла эпӗ савнипе хирӗçсе кайнăччӗ. Курас та мирлешес тесе шутларăм. Чаçрен чăрмавсăр тухса кайма командира суйма лекрӗ. «Вологдăран пичче мана курма килмешкӗн тухнă та Архангельск çывăхӗнче аварие çакланнă. Халӗ çеç шăнкăравларӗ. Çавăн патне кайса килмеллех манăн», – терӗм. Хам хăвăртрах чаçрен савни патне тухса вӗçтертӗм. Пӗр квартал пек те кайманччӗ, пичче шăнкăравлать: «Сан патна пыма тухрăм. Ӗçсем пурччӗ. Çитсе пыратăп ӗнтӗ. Часах Архангельскран тухатăп. Кӗтсе ил», – тет.  Çурăм çине сивӗ тар тапса тухрӗ: «Чарăн часрах. Мана кӗтсе тăр. Ниçта та ан хускал. Часах çитетӗп», – терӗм те машинăна Архангельск еннелле çавăртăм. Часах Архангельскран икӗ-виçӗ çухрăмра пысăк авари вырăнӗ куç умне тухса тăчӗ.

Пирӗн хушăра кам та пулин сасартăках хыпарсăр çухалсан ун çинчен чи çывăх çыннисемсӗр пуçне ытларах чухне пурте манса каяççӗ. Анчах та пӗр вăхăтрах темиçе çын е çынсен пысăк ушкăнӗ çухалсан тӗлӗнмелле, ытларах чухне питӗ-питӗ хăрушă япала пулса иртнине пурте ăнланаççӗ. Çынсем ӗлӗк те çухалнă, паян кун та тăтăшах илтетпӗр. Тен, интернетпа «пурне те куракан» камерăсен тапхăрӗнче çакăн пек çухалусемпе тӗлӗнтермӗшсенчен чылайăшӗн сӗмлӗхне уçса пама май килет? Хальлӗхе вара çак пулăмсем тавра тӗрлӗрен теорисемпе калаçусем йышланма пăрахмаççӗ.

«Мария Селеста» вăрттăнлăхӗ

1872 çулхи декабрьте Нью-Йоркран Генуяна кайма тухнă «Мария  Селеста» карапа – Азор утравӗсенчен 740 километрта тинӗс тăрăх тӗлсӗр ишекенскере – тупнă.  Карап журналӗнче чи кайранхи пӗлтерӗве карап капитанӗ хăй аллипе вунă кун маларах çырса хуни палăрнă. Карап капитанӗпе мăшăрӗ, икӗ çулти ывăлӗ тата çичӗ çынран тăракан экипаж, çавăн пекех пӗр чӗрчун та пăрахса хăварнă карап çинче тупăнман. Анчах та вӗсен харпăр япалисем вырăнтах юлнă. Пиратсем тапăннă текен шухăша тӳрех пăрахăçланă, мӗншӗн тесен ытларах эрехрен тăракан тавар карап çинчех юлнă. Тӗпчевçӗсенчен хăш-пӗрисем çынсем эрех шăршипе ӳсӗрӗлсе тинӗсе ӳксе пӗтнӗ теме те пăхнă, анчах çак факт çирӗпленеймен. Темӗн пысăкăш кальмар тапăнса çынсене илсе кайнă текен теори те вăй илеймен, мӗншӗн тесен карап хăй сиенленмен. Экипажри çынсен япалисем те, карап журналӗ те вырăнтах юлнă. Çынсем темшӗн карапа питӗ васкаса пăрахса тарнă ахăр, мӗншӗн тесен темле васкасан та журнала вӗсем хăйсемпе пӗрле илмеллех пулнă. Çулçӳревре мӗн пулса иртнӗ, халӗ ӗнтӗ никам та пӗлеймӗ.
Астрономи наукисен магистрӗ, тӗпчевçӗ те çыравçă М.К.Джессап хăйӗн «Аргументы в пользу НЛО» кӗнекинче çакă этемлӗхӗн историйӗнче урăх планетăсенчен килнисем çынсене илсе кайнă тӗслӗхсенчен пӗри тесе çирӗплетет. Джессап теорийӗпе чылайăшӗ килӗшмест.

Амелия Эрхартăн юлашки çулçӳревӗ

Амелия Эрхарт пилот çул çӳреме юратнипе паллă пулнă. Пӗр пӗччен Атлантика океанӗ урлă вӗçсе каçнă пӗрремӗш хӗрарăм-летчик вăл. Юлашки çулçӳревӗ умӗн упăшкине çапла çырса янă: «Хăрушлăх çинчен пӗлетӗп эпӗ. Анчах та çак вӗçеве питӗ пурнăçлас килет, çавăнпа каялла чакма шухăшламастăп. Арçынсем пултарнине хӗрарăмсем те пултармалла. Вӗсен тӳрех пулайманни ыттисемшӗн хавхалану пулмалла».
1937 çулта, пассажирсем турттармалли икӗ моторлă самолечӗпе çӗр тавра вӗçсе çаврăннă вăхăтра, Эрхарт Лăпкă океанта Хоуленд утравӗ çывăхӗнче радарсем çинчен çухалнă. Чылайăшӗ вăл самолечӗ çӗмрӗлнипе океана ӳкнӗ тесе шутлаççӗ. Анчах та тӗлӗнмелле теорисем шухăшласа кăларакансем те сахал мар. Рейссем вăхăтӗнче Эрхарт ытти çӗршывсен вăрттăн ӗçӗсене шыраса çӳренӗ, çавăншăн японецсем ăна тыткăна илнӗ текенсем те пулнă. Теприсем Эрхарт ытла сăпайлипе хăйӗн чапне йышăнса пӗтереймен, çавăнпа  сăн-сăпатне улăштарнă тенӗ. Чи тӗлӗнмелле теори вара вӗçев вăхăтӗнче ăна ют планета çыннисем вăрласа кайнă тени. Тӗрӗслӗх халӗ вăрттăнлăх чатăрӗ айӗнче.

Аварие лекни

Ку тӗлӗнмелле историе мана Раççей çарӗнче хӗсметре тăнă вăхăтра Вологда облаçӗнчен килнӗ Володя контрактник каласа панăччӗ. Северодвинск хулинче пӗр чаçре тăраттăмăр, вăл взвод командирӗччӗ, эпӗ штабра ӗçлеттӗм. Мӗн çывăхлатрӗ пире, татсах калаймастăп – пӗр çултисем пулни ахăр.
Пӗррехинче ӗçрен кăшт пушансан тусăма курас шутпа каптеркăна кӗтӗм. Тӗлӗнмелле, анчах тупаймарăм ăна кунта, пушă чухне яланах кунтаччӗ-çке. Коридорта тӗл пулнă ротнăй Володя ыйтса кайни пирки пӗлтерчӗ. Пиччӗшӗ, ун патне хăнана килме тухнăскер, аварие çакланнă  иккен.
Тепӗр икӗ кунтан çеç таврăнчӗ чаçе Володя. Каптеркăра иккӗн çеç юлсан акă мӗн каласа пачӗ.
– Ан кӳренсем, тусăм, мана тӳрех суятăн тесе хăтăрса тăкма ан васка. Тӗлӗнмелле япала пулса иртрӗ манпа. Казармăра тепӗр уйăх валли план туса ларнă вăхăтра темшӗн тунсăх пусса илчӗ. Пӗлетӗн вӗт-ха, эрне каялла эпӗ савнипе хирӗçсе кайнăччӗ. Курас та мирлешес тесе шутларăм. Чаçрен чăрмавсăр тухса кайма командира суйма лекрӗ. «Вологдăран пичче мана курма килмешкӗн тухнă та Архангельск çывăхӗнче аварие çакланнă. Халӗ çеç шăнкăравларӗ. Çавăн патне кайса килмеллех манăн», – терӗм. Хам хăвăртрах чаçрен савни патне тухса вӗçтертӗм. Пӗр квартал пек те кайманччӗ, пичче шăнкăравлать: «Сан патна пыма тухрăм. Ӗçсем пурччӗ. Çитсе пыратăп ӗнтӗ. Часах Архангельскран тухатăп. Кӗтсе ил», – тет.
 Çурăм çине сивӗ тар тапса тухрӗ: «Чарăн часрах. Мана кӗтсе тăр. Ниçта та ан хускал. Часах çитетӗп», – терӗм те машинăна Архангельск еннелле çавăртăм. Часах Архангельскран икӗ-виçӗ çухрăмра пысăк авари вырăнӗ куç умне тухса тăчӗ. Ман пиччен машини авари тӗлне çитиччен аллă метрта çул хӗрринче тӗрӗс-тӗкелех тăрать. Хăй руль умӗнче пуçне пӗксе ларать. Унăн çӳçӗ тем вăхăтра шап-шурă пулса кайнине асăрхарăм та чӗре ыратса кайрӗ. Ыйтса пӗлсен çакă палăрчӗ: эпӗ «чарăн!» тесе хушнине илтсен пичче тормоз çине пусса çул хӗррине тухса ларнă иккен. Шăпах вăхăтра чарăннă вăл. Çавăнтах унтан иртсе кайнă «Нивăна» хирӗçле ретрен сасартăках пăрăнса пысăк «КамАЗ» лапчăтса хунă та хăй кюветалла чăмнă. Çапла вара эп вăхăтра асăрхаттарни пиччен пурнăçне çăлса хăварнă.
Анчах эсӗ çакăн пирки никама та ан шарла, – тесе асăрхаттарчӗ сержант.
– Мӗн пирки вара çавăн пек вăрттăнлăх? – тесе ыйтсан тусăм темшӗн унталла-кунталла пăхса илчӗ те кӗскен çеç çапла хуравларӗ:
– Хăвна ухмаха ернӗ ку тесе калаттарас килет-и? Кам ӗненӗ ку тӗлӗнтермӗше? Ӗненме май та çук-çке. Сана та чи çывăх тус вырăнне хурса çеç каларăм. Ӳкӗнместӗп халӗ. Ӗнентӗн-и, ӗненмерӗн-и – палăртмарăн. Çавна май мана лăплантартăн. Ăсран тайăлмарăм-ши капла тесе лараттăм...
Василий КАРАБАЕВ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Происшествия