News by date 14 August 2021
-
Шăллӗ шутласа кăларни чăннипех пурнăçланнине пула пиччӗшӗ чутах аварире вилмен
Тӗлӗнмелле япала пулса иртрӗ манпа. Казармăра тепӗр уйăх валли план туса ларнă вăхăтра темшӗн тунсăх пусса илчӗ. Пӗлетӗн вӗт-ха, эрне каялла эпӗ савнипе хирӗçсе кайнăччӗ. Курас та мирлешес тесе шутларăм. Чаçрен чăрмавсăр тухса кайма командира суйма лекрӗ. «Вологдăран пичче мана курма килмешкӗн тухнă та Архангельск çывăхӗнче аварие çакланнă. Халӗ çеç шăнкăравларӗ. Çавăн патне кайса килмеллех манăн», – терӗм. Хам хăвăртрах чаçрен савни патне тухса вӗçтертӗм. Пӗр квартал пек те кайманччӗ, пичче шăнкăравлать: «Сан патна пыма тухрăм. Ӗçсем пурччӗ. Çитсе пыратăп ӗнтӗ. Часах Архангельскран тухатăп. Кӗтсе ил», – тет. Çурăм çине сивӗ тар тапса тухрӗ: «Чарăн часрах. Мана кӗтсе тăр. Ниçта та ан хускал. Часах çитетӗп», – терӗм те машинăна Архангельск еннелле çавăртăм. Часах Архангельскран икӗ-виçӗ çухрăмра пысăк авари вырăнӗ куç умне тухса тăчӗ.
-
Пӗкӗлмере пурăнакан Владимир Белов марафона хутшăнас тӗллевпе качакине сутса янă
30 километртан «вилме» пуçларăм. Куç иккӗлле кăтартать, шăм-шак, мышцăсем чăтма çук ыратаççӗ, пӗрмай ӗçес килет. Чарăнса Казанка юханшывне шăмпăрт кăна ӳкесси пирки шухă шухăш та çуралчӗ. Чăтрăм, çурма чупса, утсарах «Казань-Аренăна» çитрӗм-çитрӗмех, кӗçех финиш. Ман умран пӗри виçӗ тӗревпе чупса пырать, урăхла каласан, пӗр аллипе çӗртен тытса. Пуçра хумхануллă шухăшсем çуралаççӗ: мӗнле-ха чупать вăл, тен, инвалид? Чӗрене хытарса унран аран-аран иртетӗп. Мӗн тетӗр эсир? Шăлт финиш умӗнче вăл харсăррăн туртăнса манран пӗр метра иртсе кайса финиша çитрӗ те лаплатса ӳкрӗ. Хам та аран ура çинче тытăнса тăратăп.