Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗкӗлмере пурăнакан Владимир Белов марафона хутшăнас тӗллевпе качакине сутса янă

30 километртан «вилме» пуçларăм. Куç иккӗлле кăтартать, шăм-шак, мышцăсем чăтма çук ыратаççӗ, пӗрмай ӗçес килет. Чарăнса Казанка юханшывне шăмпăрт кăна ӳкесси пирки шухă шухăш та çуралчӗ. Чăтрăм, çурма чупса, утсарах «Казань-Аренăна»  çитрӗм-çитрӗмех, кӗçех финиш. Ман умран пӗри виçӗ тӗревпе чупса пырать, урăхла каласан, пӗр аллипе çӗртен тытса. Пуçра хумхануллă шухăшсем çуралаççӗ: мӗнле-ха чупать вăл, тен, инвалид? Чӗрене хытарса унран аран-аран иртетӗп. Мӗн тетӗр эсир? Шăлт финиш умӗнче вăл харсăррăн туртăнса манран пӗр метра иртсе кайса финиша çитрӗ те лаплатса ӳкрӗ. Хам та аран ура çинче тытăнса тăратăп.

Ку 2016 çулхи май уйăхӗнче пулчӗ. 30-35 çул иртсен эпӗ çӗнӗрен чупма пуçларăм. Çак хушăра 66 çулпа пыраттăм, манăн йăлт ыратать: пуç çаврăнать, шăм-шак, уйрăмах алăсем, çӗрле сурса канăçсăрлантараççӗ, çывăрма памаççӗ.
Пӗррехинче кил умӗнчен вăрмана çити, унта пурӗ те 200-300 метр кăна, чупас терӗм. Уçланкăна качакасене кăкарма çӳреттӗм. Аран-аран йывăррăн сывласа çак кӗске дистанцие парăнтартăм. Маншăн, ӗлӗкхи спортсменшăн, ку пысăк кӗтменлӗх пулчӗ. Çакăнтан пуçласа кашни кун ирсерен чупма шутларăм. Çапла хӗлӗпе чупса Хусанти 2016 çулхи çуллахи марафона хутшăнма хатӗрлентӗм. Май уйăхӗччен чупнă километрсен шучӗ 2000-е  çитрӗ. Маншăн начар мар.

Шалта тем паттăрлăх кăтартма хистерӗ

Тинех старт, темиçе пин çын харăссăн чупса кайрӗ. Спортсменсем 56 çӗршывран килнӗ. Хăшӗ 10 километра, хăшӗ 21,1 километра (çурма марафон), теприсем вара ман пекех 42,2 километра чупма тевететкелленчӗç. Чупассипе ăмăртусен çветтуйран та çветтуй палăрăмӗ. Паллах, малтанлăха мана сахалрах дистанцие регистрациленсен те пыратчӗ, анчах шалта тем çак паттăрлăха кăтартма хистерӗ. Майăн сулхăн кунӗ, çилӗ те сивӗ. Чупакансен йышӗ темиçе километра тăсăлса кайрӗ.
Эпӗ хам пекех пӗр очкарик хыççăн чупса пыратăп. Японирен пулмалла. Унпа паллашас тетӗп, анчах чӗлхене пӗлместӗп, хăй те ăнлантарса параймасть. Çапах вăл Токиоран пулнине ăнлантăм. Майки çинче те Япони палли пур. Темиçе сехет ӗнтӗ çумлăн чупатпăр, пăхап – вăл ывăнма пуçларӗ.  Ман унпа çывăхрах паллашас килчӗ. Ара малашне, тен, мана Японие хăнана чӗнсе илӗ? Унăн номерне юриех астуса юлтăм. Анчах каярахпа финишра ăна курмарăм, дистанцирен тухнă тесе пӗлтерчӗç.

Ман кӗсьере «Сникерс» кăна

Халӗ марафонра çитерни пирки. Хампа çул çине мӗн илмеллине пач та пӗлместӗм. Хăш-пӗр чупакан аванах хатӗрленнӗ. Пилӗкӗ тавра тӗрлӗ смесьсем, шыв çакса янă. Хăшӗ аллине улма е апельсин тытнă. Ман кӗсьере вара Пӗкӗлмерех туяннă «Сникерс» кăна. Тав Турра, йӗркелӳçӗсем апат çинчен маларахах шутласа хунă. Кашни 5 километртан апат-çимӗç пункчӗсене лартса тухнă, унта бутылкăпа шыв та, улма-çырла та, бананпа апельсин татăкӗсене те илме юрать. Капла вара чупса пынă çӗрте ӗçсе-çиме çăмăл мар япала. Çакăн чухне хаклă çеккунтсене çухатса ыттисенчен юлма пулать. Хусанăн тӗп урамӗсемпе паллă вырăнӗсем урлă иртекен дистанци тăршшӗпех пире хула çыннисем хавхалантарса тăраççӗ. «Атя, атя, чуп, эс маттур», – теççӗ, кăмăллă ара. Пӗр-ик çӗрте музыка та янрарӗ, артистсем юрлаççӗ. Паллах, эпир транспорт çӳревӗшӗн чăрмав ӗнтӗ, пире пула тӗп урамсене хупса пӗтернӗ.

Ăçта каяс? Паллах, тӗмсен хыçне

Вăт чупатпăр эпир – çамрăк хӗрсем-каччăсем, çулланнисем, ман пеккисем – ваттисем. Хăш-пӗри уксахлать те. 10 километр чупнă хыççăн ăнсăртран туалета каяс килсе кайрӗ. Мӗн тумалла? Унччен биотуалет курнăччӗ, каяс килмерӗ. Халӗ кирлӗ те – ниçта та курăнмасть. Вăт нуша. Кремль патӗнче трассăран тухса посадкăна чăмрăм. Юрать йывăçсем лартнă тата. Çăмăлланчӗ. Пуçра пӗр шухăш – ыттисенчен юлас марччӗ. Ку мӗн-ха?! Апатлантару пункчӗсем чăн-чăн тӗрӗслев пулса тăчӗç. Сӗтелсен умӗпе чупнă чух васкаса пластик стаканпа шыв илетӗн, улма-çырла хыпатăн. Татах чупатăн, хăвăртлăха чакарнине тултарас пулать-çке? Тӗрӗссипе, «чейниксен» чупăвне чупни теме те йывăртарах. Чăн-чăн профессионалсем, элита, ик-виç хут хăвăртрах чупаççӗ. Вӗсем сахалăн, пирӗн пеккисем вара, сăрă хутăш, нумай.
Иккӗмӗш çаврăма чупма тата йывăртарах, 21,1 километр. «Казань-Арена» (халӗ «Ак Барс Арена» – Ред.) патӗнче старта тухнă çӗре çитетӗн те  унран иртсе каллех çав çулпа тепӗр хут чупмалла. Çак çаврăмра манпа тепӗр ăнсăрт пулса иртрӗ. Чупатпăр çапла Казанка çыранӗ хӗррипе Ленин кӗперӗ еннелле. Хăш-тăр самантра эпӗ кӗпер çине тухмалли пăрăнкăçа асăрхамасăр юлнă. Маршрутран пăрăннине чухламастăп-ха. Пăхатăп, умра та, хыçра та пӗр чупакан çук. Иртен-çӳрен çине пăхса кăшкăрашма пуçларăм. Вӗсем ним те ăнланмаççӗ. Çаврăнтăм та вара пӗр çухрăм каялла таврăнма тиврӗ. Кунта тин хам пекех халсăрланса çитнӗ тăванăмсене куртăм. Хăшӗ утать, хăшӗ чупнă май мӗн-тӗр хăтланать.

Мăйран тем йывăрăш медаль çакса ячӗç

Тепӗр инкек – кăкăр çине çыпăçтарнă номер çине чип лартнă. Вăл дистанцире мӗнле пынине йăлт кăтартса тăрать. Эп çакăн пек малашлăхран хăрасах кайрăм. Чупнă та пек ӗнтӗ, 42,2 километр ытла. 30 километртан «вилме» пуçларăм. Куç иккӗлле кăтартать, шăм-шак, мышцăсем чăтма çук ыратаççӗ, пӗрмай ӗçес килет. Чарăнса Казанка юханшывне шăмпăрт кăна ӳкесси пирки шухă шухăш та çуралчӗ. Чăтрăм, çурма чупса, утсарах «Казань-Аренăна»  çитрӗм-çитрӗмех, кӗçех финиш. Ман умран пӗри виçӗ тӗревпе чупса пырать, урăхла каласан, пӗр аллипе çӗртен тытса. Пуçра хумхануллă шухăшсем çуралаççӗ: мӗнле-ха чупать вăл, тен, инвалид? Чӗрене хытарса унран аран-аран иртетӗп. Мӗн тетӗр эсир? Шăлт финиш умӗнче вăл харсăррăн туртăнса манран пӗр метра иртсе кайса финиша çитрӗ те лаплатса ӳкрӗ. Хам та аран ура çинче тытăнса тăратăп. Табло çине пăхатăп та ман вăхăт 4 сехет те 55 минут. Мăйран тем йывăрăш, чугунран тунă пулмалла, марафон медальне çакса ячӗç, бутылкăпа сок тыттарчӗç. Вӗри асфальт çине хам пеккисем çумне пырса лартăм. Çакăнта мана савăнăç хумӗ ярса илчӗ, телей эйфорийи эппин. Çак самантра мана укçа та, пуянлăх та кирлӗ мар. Туйăмсем тин çуралнă евӗр. Турă нушаланнине компенсацилет пулмалла.
Çав çулхинех çулла Санкт-Петербургра иртнӗ марафона хутшăнтăм. Вăл çӳлерех çырса кăтартнă майлах иртсе кайрӗ. Анчах ун валли, çул укçишӗн тӳлеме, качакана сутса яма тиврӗ. Ун чухне Кермен тӳремӗнчен старта тухса пӗтӗм хулана чупса тухрăмăр. Финиша Кермен набережнăйӗпе Нева юханшывӗ çумӗпе тухрăмăр. Ун чухне куç тӗлне манпа пӗр çултисем финиша 2-3 çухрăм çитеймесӗр трасса хӗрринче ларнине асăрхарăм, куçӗсем куççульпе тулнă хăйсен. Вӗсем финиша çитеймен, апла пулсан ӗмӗтленнӗ медале илеймеççӗ. Тата çакна та асăрхарăм, чупакансем валли çул туса машинасене чаракан гаишниксен автомашинисем пурте хамăр çӗршывра туса кăларнисем. Хусан пирки мар, Пӗкӗлме çинчен те апла калаймăн.

Владимир БЕЛОВ.
Пӗкӗлме районӗ.
И.Кузьмина сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Комментарии

  • аватар Без имени

    0

    0

    Маттур