Пӗкӗлмере пурăнакан Владимир Белов марафона хутшăнас тӗллевпе качакине сутса янă
30 километртан «вилме» пуçларăм. Куç иккӗлле кăтартать, шăм-шак, мышцăсем чăтма çук ыратаççӗ, пӗрмай ӗçес килет. Чарăнса Казанка юханшывне шăмпăрт кăна ӳкесси пирки шухă шухăш та çуралчӗ. Чăтрăм, çурма чупса, утсарах «Казань-Аренăна» çитрӗм-çитрӗмех, кӗçех финиш. Ман умран пӗри виçӗ тӗревпе чупса пырать, урăхла каласан, пӗр аллипе çӗртен тытса. Пуçра хумхануллă шухăшсем çуралаççӗ: мӗнле-ха чупать вăл, тен, инвалид? Чӗрене хытарса унран аран-аран иртетӗп. Мӗн тетӗр эсир? Шăлт финиш умӗнче вăл харсăррăн туртăнса манран пӗр метра иртсе кайса финиша çитрӗ те лаплатса ӳкрӗ. Хам та аран ура çинче тытăнса тăратăп.