Шкулсенче агротехнологи класӗсем ӗçлеме пуçлаççӗ
Ял хуçалăхӗнче паян лару-тăру мӗнлерех? Пӗтӗмӗшле илсен çӗршыв экономикин çак отраслӗн аталанăвӗ нумай вăхăт тимлӗх çителӗксӗррипе чакса пычӗ, анчах юлашки çулсенче лару-тăру лайăх енне улшăнса пыни куçкӗрет. 2025 çулта Тутарстанра агропромышленность комплексне аталантарас ӗçе 15,1 миллиард тенкӗ уйăрнă, пӗлтӗрхинчен 1,4 миллиард тенкӗ ытларах.
АПК ӗçченӗсемшӗн çеç мар, çӗршывăн апат-çимӗç промышленноçӗн таппине ăнланакан кашни çыншăн шанăç кӳрекен паллă пулса тăрать. Ăнланманни кăна апат-çимӗç карçинккин хакӗ, пахалăхӗ тăрăх ăнланса илӗ. Чăнах та юлашки çулсенче ял хуçалăх производителӗсене тӗрев парассипе федераци шайӗнче те, республикăра та законсем йышăнчӗç. Ӗçлекен законсем, палăртса хăварар. Ял хуçалăх производствине цифрăлатасси те пуш ӗмӗт мар, паянхи чăнлăх. Кадрсен ыйтăвне татса парсанах АПК кал-кал ӗçлесе каяссăн туйăнать, пытармалли çук, чăрмавӗсем сахал мар тӗреклӗн ура çине тăма.
Хăйӗн шăпине ял хуçалăх производствипе çыхăнтарнă фермера паян кадрсем кирлӗ. Яла юлас текенсем, çӗр ӗç туса, выльăх-чӗрлӗх пăхса пурăнас текенсем сахал çамрăксен хушшинче. «Ӗç укçи пӗчӗк пулнипе ӗçлекен çук тени тӗрӗс мар», – ăнлантарать ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствин Наука, вӗрентӳ тата инновациллӗ технологисен уйрăмӗн пуçлăхӗ Алмаз Гамиров. Çулсерен АПК ӗçченӗсен ӗç укçи ӳссе пырать. Халӗ вăтамран илсен 60 пин тенке яхăн илеççӗ ял хуçалăхӗнче ӗçлекенсем. Алмаз Гамиров сăмахӗпе, республикăра малта пыракан предприятисенче 75 пин тенке те çитет. Апла «ялта ӗçлекен çук» тенине хирӗç «укçине лайăхрах тӳлемелле» тени тӗрӗсе килмест халь.
Патшалăх ял хуçалăхне специалистсемпе пулăшма çӗнӗрен те çӗнӗ законсем йышăнать. Агропромышленноçри çамрăк специалистсене интереслентересси, çăмăллăхсем парасси çине те тимлӗх уйăрма тăрăшать. Вӗсенчен пӗри тӗллевлӗ вӗрентӳ пулса тăрать. Шкултан вӗренсе тухакансем ял хуçалăх предприятийӗпе килӗшӳ туса колледжсемпе техникумсенче те, аслă вӗрентӳ заведенийӗсенче те пӗлӳ илме пултараççӗ. Кун пек меслет самай маларах та пулнă, анчах кăлтăксăр мар. Килӗшӳре предприяти укçа тӳлесе вӗрентнӗ специалистăн яваплăхне çирӗппӗн палăртманнипе чылайăшӗ вӗренсе диплом илнӗ хыççăн шăпине урăх çӗрте, урăх профессипе çыхăнтарать. Тăкака саплаштарманшăн явап тыттарма çине тăни сайра пулнă.
Халӗ лару-тăру улшăнасса кӗтмелле (пӗр ял хуçалăхӗнче çеç мар, медицинăра, вӗрентӳре те çаплах).
Çывăх вăхăтрах Тутарстанра ял хуçалăх отраслӗнче пысăк инвестици проекчӗсем хута каяççӗ. Сахалтан та 2000 ытла ӗç вырăнӗ уçăлӗ. АПК валли кадрсем хатӗрлени проектсене пурнăçлама пулăшӗ.
Июнӗн 3-мӗшӗнче ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствинче Тутарстанра агротехника класӗсем йӗркелесси пирки лару иртнӗ. «Апат-çимӗç хăрушсăрлăхӗн технологилле тивӗçтерӗвӗ» наци проекчӗн «АПК кадрӗсем» федераллă проектне пурнăçлассипе çыхăннă ку.
Ларăва ТР ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗн çумӗ Марсель Махмутов, ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствин Наука, вӗрентӳ тата инновациллӗ технологисен уйрăмӗн пуçлăхӗ Алмаз Гамиров, ТР Çамрăксен аграри пӗрлешӗвӗн председателӗ Миляуша Загидуллина, Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç управленийӗн пуçлăхӗсем, ӗç тăвакан комитетсен çыннисем, шкул директорӗсем тата инвесторсем хутшăннă.
Наци проекчӗн витӗмӗпе республикăн районӗсенче агротехнологи класӗсем уçасси пирки пынă сăмах. Республикăн агропромышленность комплексне кадрсем хатӗрлес тӗллевпе ачаранах ял хуçалăх ӗçне вӗрентессипе шкулсемпе, колледжсемпе вузсен татăлми пӗр тытăм йӗркелемелли çинчен калаçса татăлнă.
Агротехнологи класӗсене 7 – 9 классенче вӗренекенсем валли йӗркелеççӗ, специализацийӗсене шкул шайӗнчех палăртнă: «Генетика тата ӳсен-тăран селекцийӗ», «Выльăх-чӗрлӗхе эффективлă ӗрчетесси тата хальхи вăхăтри апат», «Кайăк-кӗшӗк ӗрчетессин пуласлăхӗ». Çак классенче вӗренекенсем физика, математика, биологи, хими предмечӗсене тӗплӗн вӗренӗç. Лаборатори тӗпчевӗсем ирттерессине те вӗренӳ планне кӗртнӗ.
«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев