News by date 15 June 2025
-
Анат Кăтратари Сергей Ильинăн тепӗр орден
Дмитрий Донской ячӗллӗ 51-мӗш парашютпа десант полкӗн (Тула хули) гварди кӗçӗн сержанчӗ, уйрăм командирӗ Сергей Иванович Ильин – Чистай районӗнчи Анат Кăтрата каччи.
-
Палламан çынна укçа тыттарса янă
Хусанта пурăнакан пенсири хӗрарăм ултавçăсен аллине лекнӗ. Вăл 4 миллиона яхăн тенкине çухатнă.
-
Шкулсенче агротехнологи класӗсем ӗçлеме пуçлаççӗ
Ял хуçалăхӗнче паян лару-тăру мӗнлерех? Пӗтӗмӗшле илсен çӗршыв экономикин çак отраслӗн аталанăвӗ нумай вăхăт тимлӗх çителӗксӗррипе чакса пычӗ, анчах юлашки çулсенче лару-тăру лайăх енне улшăнса пыни куçкӗрет. 2025 çулта Тутарстанра агропромышленность комплексне аталантарас ӗçе 15,1 миллиард тенкӗ уйăрнă, пӗлтӗрхинчен 1,4 миллиард тенкӗ ытларах.