Анат Кăтратари Сергей Ильинăн тепӗр орден
Дмитрий Донской ячӗллӗ 51-мӗш парашютпа десант полкӗн (Тула хули) гварди кӗçӗн сержанчӗ, уйрăм командирӗ Сергей Иванович Ильин – Чистай районӗнчи Анат Кăтрата каччи.
Ятарлă çар операцине тăван ялӗнчен кайнă пӗрремӗш салтак вăл. 2022 çулхи июнь уйăхӗнчех Оборона министерствипе контракт çырнă. Чи хăрушă та яваплă заданисене пурнăçлать унăн полкӗ – разведка, штурм... Разведка взвочӗн командирӗн пулăшуçи, Черкес позывнойлă ентеш-десантник неонацистсен чи вăйлă укрепрайонӗсене, çав шутра Бахмута, илнӗ, Курск облаçне ирӗке кăларнă. Херсон патӗнчи паттăрлăхшăн – Паттăрлăх, Бахмутришӗн Суворов орденӗсене тивӗçнӗ. Нумай пулмасть Сергей Ильина çар командованийӗ виççӗмӗш патшалăх наградипе – иккӗмӗш Паттăрлăх орденӗпе – чысларӗ. Сергее ăна Курск облаçӗнчи хăюлăхпа паттăрлăхшăн панă.
– Характерӗпе аслашшӗне (вăрçă ветеранӗ Сергей Николаевич Ильин) хунă пирӗн ывăл. Чунне кашнине уçакан ача мар вăл, нихăçан та нăйкăшмасть, ытлашшине каласа памасть. Аслашшӗн ячӗпе Сергей хутăмăр, – тăватă ачаран пӗртен-пӗр ывăлӗ çинчен сăмаха пуçарчӗ амăшӗ, Анат Кăтрата шкулӗн педагогӗ Алевтина Ивановна. – Тата майăн 9-мӗшӗнче (1991 çулта) çуралчӗ. Пурнăçӗ темле ялан çар еннелле туртăнчӗ ун. 11 класс пӗтернӗ хыççăн Çырчаллинчи автомеханика колледжне вӗренме кӗчӗ те ăна пӗтеричченех çара кайрӗ. Сывлăш-десант çарне лексе Свердловск облаçӗнчи Елань, Чебаркуль, Чита хулисенче салтакра пулчӗ. Ятарлă çар операцийӗ пуçланичченех Волгограда контрактпа çара кайнăччӗ. Кунти комиссие йӗркеллех иртрӗ-ха, лери чаçӗнчен чӗри, куçӗ япăхрах тесе каялла ячӗç. Ывăлăмăр ятарлă çар операцине кайма контракт çырнăранпа июнӗн 24-мӗшӗнче виçӗ çул çитет акă.
Сергей Ильин ятарлă çар операцине хăй ирӗкӗпе каяссине ашшӗ-амăшне те, мăшăрне Юльăна та каламан, каяс умӗн кăна пӗлтернӗ.
– Çырчаллинче ӗçлесе пурăнаканскер, ялан Чистая килет хайхи. Мӗн туса çӳрет ку тетпӗр ашшӗпе. «Анне, эп Чистайра-ха, киле килсе каяп», – шăнкăравлать кашнинче. Мӗн тăван унта тесен: «Ӗçсем пур-ха», – тет. Кайма икӗ кун юлсан-и çемйипе (Сергей 2015 çулта авланнă, мăшăрӗпе Юльăпа ывăлпа хӗр, Димăпа Есения, ӳстереççӗ) киле килчӗç, пурне те сӗтел хушшине лартрӗ те: «Эпӗ контракт çыртăм», – терӗ. Ашшӗпе амăшӗ эпир мӗн тăватпăр ӗнтӗ кун пек чух, макăрма тытăнтăмăр, вăрçма. Вăл вара: «Ан хуйхăрăр, веç аван пулать», – терӗ кăна.
– Десант полкне лекес тесех Тулăран кайрӗ вăл пирӗн, Хусантан каяс темерӗ, – калаçăва хутшăнать ашшӗ, ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Иван Сергеевич Ильин. – Виçӗ уйăха контракт çырчӗ, сентябрьте таврăнмаллаччӗ. Сентябрӗн 14-мӗшӗнче тулли мар мобилизаци пуçланчӗ те ямарӗç. Малтан 3 уйăх Бахмутра пулчӗç. Ун чухне веçех вăрттăнлăхраччӗ, вăл ăçта иккенне пӗлмерӗмӗр те. Çыхăнăва час тухаймастчӗ. Мобилизаци тытăнсан Херсон облаçне ячӗç. Унта уйăх пулсан каллех Бахмута. Разведвзводраччӗ вăл, взвод командирӗн çумӗ пулчӗ. Курскпа Белгород енче аманчӗ пӗлтӗр, 6 кунран аран илсе тухайрӗç. Белгородра госпитальте выртрӗ. Декабрьте отпуска таврăннăччӗ, январь уйăхӗнче Çӗнӗ çул праçникӗсем хыççăнах каялла кайрӗ. Лере мӗн пулнине нимӗн те каласа памасть пире, ялан пӗр сăмах ун – нормально. Хистесех ыйтсан: «Атте, кунта та пулсан манам-ха», – тет кăна. Шурă çӳçӗпе мана хăвалать ӗнтӗ, çӳçӗ шап-шурă. Куç умӗнче ача ватăлса пырать темелле-и? – ассăн сывларӗ ашшӗ.
Юрать-ха, Сергей Ильина командир енчен ăннăшăн савăнать ашшӗ-амăшӗ. Кайнă кунранпа пӗр командирпа иккен вăл. «Пӗр шутламасăр нихăçан та çапăçăва кӗртсе ямасть пире», – аслă юлташне мухтаса ашшӗ-амăшне лăплантарать Сергей. Хăй те кашни килмессерен: «Ман каймалла, мана кӗтеççӗ унта», – тесе каялла васкать. Çапах та вăрçă вăл вăрçах, çумри юлташсене çухатни тем чуль чуна хытарсан та чӗрене хытă амантать. «Малтан килсен пит чӗнмерӗ, калаçмарӗ. Темиçе те контузи илнӗ вăл. Питӗ нумай юлташне çухатрӗ. Чистайран виççӗнччӗ, хăй кăна юлчӗ. Тури Кăтратари Федор Иванов аманса киле таврăнчӗ (Сергей ăна Херсон патӗнчи çапăçури чи хăрушă вырăнтан илсе тухса пӗрремӗш пулăшу панă). «Вилнисем тӗлӗке кӗреççӗ», – тет. Чиркӳ-мӗн пур-и унта, çурта ларт, кӗтеççӗ пуль тетӗп вара. Пӗлтӗр Белгород патӗнчи заданирен те акă вӗсем командирӗпе иккӗшӗ кăна сывă таврăннă...» – ывăлӗн ыратăвне аса илчӗ Алевтина Ивановна.
Хальхи вăхăтра Сергей Ильин Курск облаçӗнче. Передовойрисене мӗн кирлипе тивӗçтерсе тăнисӗр пуçне полигонра салтаксене çапăçăва хатӗрлет, инструктор вăл. Пушă вăхăтра вара ялан техника юсать, эпир Алевтина Ивановнăпа тата Иван Сергеевичпа тӗл пулнă кун та акă çыхăнăва тухсан хăйсем УАЗ машинăна юсанине пӗлтернӗ вăл. «Мӗн пӗчӗкрен техника патне алли пырать ун», – мăнаçланчӗ ывăлӗпе ашшӗ. Сергейӗн тепӗр пултарулăхӗ те пур – хитре юрлать. Клубра ӗçлекен ашшӗпе пӗрле концертсенче юрланисене тавра ялта астăваççӗ-ха халӗ те.
– Тăрсан-тăрсан янă видеосенче руль умӗнче пырать-и унта, ялан чунтан юрлать вăл пирӗн, чăвашла, вырăсла, тутарла, – самантлăха сăнӗ çуталчӗ амăшӗн, унтан каллех салху пусрӗ. – Халь калаçатпăр-ха эпир, вăл лăпкăрах çӗрте те. Малтан çав тери йывăр пулчӗ, çын хушшине тухмарăмăр, темле питӗрӗнтӗмӗр эпир, никам та кирлӗ мар пире, никампа калаçас килмест. Чӳрече умне тăраттăм те çӗрле иккӗ çитет, виççӗ... çавăн пек ыйхă пӗтнӗччӗ. Халӗ те телефона (мессенджерсенчен пӗрне. – Авт.) кӗнипе кӗменнине пăхсах тăратăп. «Ывăлăм, эс нимӗн те ан çыр, кӗрсе кăна тух, мана ку та çитет», – тетӗп вара. Пирӗн ывăлсем вăрçăра çапăçаççӗ, эпир вутла çунатпăр, ял вара ним пулман пек пурăннине ăнланма йывăрччӗ. Чăн малтан ман пата ял библиотекарӗ Надежда Викторовна Львова пычӗ: «Атьăр-ха, мӗн те пулсан пуçарса ярар», – тет. Çапла интернетран, «Чистополь – фронту» юхăмран пăхса сурана тӳрлетекен мазьсем, типӗ душсем тума вӗрентӗмӗр. Мӗн кирлине хамăр укçапах туянтăмăр. Çапла çынсем хускалма тытăнчӗç, клубра маскировка сеткисем çыхаççӗ. Эпир пӗччен мар иккен терӗмӗр вара. Ку çав тери кирлӗччӗ пире. Ӗçлеме пӗрре те чарăнман эпир. Чей, яшка валли курăксем типӗтетпӗр, мазьпа типӗ душ та тăватпăр. Хатӗррисене ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Чистайри «Чистополь – фронту» юхăма кайса парать, унтан салтаксем патне ăсатаççӗ.
Сергейӗн пирӗн вăрçă çинчен калаçма тытăнсан кăмăлӗ хытă пулса каять, ачисене курсан вара çемçелет. Питӗ юратать ачисене. «Нимӗншӗн те ӳкӗнместӗп, ачасем хамсăр ӳсни кăна чуна ыраттарать», – терӗ пӗррехинче. Çемйи патне часрах таврăнса ачисене хăй ӳстересшӗн вăл. Сывă кăна юлтăр, Турă çине шанăç, Турă ан пăрахтăр», – малашлăха шанса калаçрӗ салтак амăшӗ.
Анат Кăтратари Ильин-аслисем хальхи вăхăтра ывăлӗ черетлӗ отпуска таврăнасса куç пек кӗтеççӗ, вӗсемпе пӗрле Сергейӗн мăшăрӗпе ачисем, аппăшӗпе йăмăкӗсем.
Ильинсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа