Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Палламан çынна укçа тыттарса янă

Хусанта пурăнакан пенсири хӗрарăм ултавçăсен аллине лекнӗ. Вăл 4 миллиона яхăн тенкине çухатнă.

Полицие килнӗ 87-ри хӗрарăм хăйне темиçе кун палламан номерсенчен пӗлмен çынсем шăнкăравланине каланă. Ăна унăн банк шучӗ çинчи укçине Украина çарӗсем валли куçарма хăтланнине пӗлтернӗ. Пуçтарнă укçине çухатас мар тесен пӗр шанчăклă çынна упрама пама шантарнă. Калаçтарнине шанса хӗрарăм банк шучӗ çинчи укçине йăлт хывса хăйӗн кил картишӗнчех 3 894 000 тенкине пӗр пӗлмен çынна тыттарса янă. 

Хăй шулӗксен аллине çакланнине хӗрарăм эрне иртнӗ хыççăн тин ăнланса илнӗ. Хальхи вăхăтра ку енӗпе РФ УК 3-мӗш пайӗн 159 статйипе  – «Мошенничество» – уголовнăй ӗç пуçарнă. 

Тутарстан ШӖМӗ асăрхаттарать:

- пӗлмен çынран килекен хуть мӗнле информацие те тӗрӗслӗр;

- пӗлмен çынпа телефонпа калаçнă чух ăна перекетре укçа пурри, банк карттисен даннăйӗсене, харпăр шут пурри çинчен ан пӗлтерӗр;

- ют çынна харпăр шут, патшалăх, финанс порталӗсенчи харпăр кабинетсен логинӗсемпе паролӗсене ан пӗлтерӗр;

- палламан çынсем хушнине тăвиччен хăвăрăн çывăх çыннăрсемпе канашлăр. 

«Шедеврум» нейросетьпе усă курса тунă сăнӳкерчӗк. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество безопасность мошенники