Ӳсӗрле машинапа ҫӳрекенсене статья хӑваласа ҫитет
Иккӗмӗш хут ӳсӗрле ҫаклансан РФ административлă правăна пăсни çинчен кодексӗн 12.8 тата 12.26 статйисем тăрăх, уголовнăй явап тытма тивет
Ӳсӗрле руль умне ларнă çын енӗпе пуçарнă уголовнăй ӗçе Нурлат район сучӗ çак кунсенче пăхса тухрӗ. Кун йышши йӗркене арçын маларах та пăсни паллă. Ун чух юнра алкоголь пуррине ӗнентермелли медицина тӗрӗслевӗ иртме килӗшменрен çулталăк та 6 уйăха водитель прависӗр юлнă пулнă. Анчах та çур çул та иртмен – çул-йӗр патруль инспекторӗсен тимлӗхне каллех лекнӗ. Хальхинче ӳсӗрле мотоцикл çине ларса районти пӗр ял урамӗсем тăрăх вӗçтернӗ вăл.
Суд хальхинче РФ Уголовнăй кодексӗн 264-мӗш статйине пăснине çирӗплетсе обязательнăй йӗркепе 240 сехет ӗçлеттерме тата 2 çула правине илме йышăннă. Аса илтеретпӗр, РФ Аслă сучӗн Пленумӗн 2019 çулхи июнӗн 25-мӗшӗнче тухнă постановленийӗпе килӗшӳллӗн, иккӗмӗш хут ӳсӗрле руль умне ларсан, РФ административлă правăна пăсни çинчен кодексӗн 12.8 тата 12.26 статйисем тăрăх, уголовнăй явап тытма тивет.
Алия ГИЛЬМУТДИНОВА,
Нурлат район сучӗн судйин пулăшуçи.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев