Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шупашкар: ӗнер, паян

Хулан 555 çулхи юбилейӗ тӗлне «Чебоксары. Шупашкар» кӗнеке-альбом тухрӗ. Авторӗ — Зоя Трифонова, умсăмахӗпе хыçсăмахне Владимир Степанов çырнă, Наталия Орлова художник илемлетнӗ, ятарласа тунă сăнӳкерчӗксем Г.С.Самсоновăпа Н.И.Орлован. Кăларăм вулакансен анлă ушкăнӗ валли.

Чăваш кӗнеке издательствинче тухнă кӗнеке-альбом Шупашкарпа паллаштарма историрен пуçлать. Летопиçре хулана пӗрремӗш хут асăнни вырăс çарӗсем 1469 çулта, ун чух Мускавăн аслă кнеçӗ III Иван, Хусан ханӗ Ибрагим пулнă-ха, Хусан çине походпа кайнипе çыхăннă. «И того же дни отплывшие от Новгорода 60 верст, начевали, а на утрее обедали на Рознежи, а начевали на Чебоксаре, а от Чебоксари шли весь день, да и ночь ту всю шли, и приидоша под Казань на ранней зоре, майа 21, в неделю 50-ю», — тесе çырнине кӗртсе хăварнă.

Кун хыççăн кӗнеке-альбом вулакана хула тăрăх уçăлса çӳреме йыхравлать. Кивӗ пайӗнчи хитре урамсем тăрăх иртсе унти çуртсемпе сооруженисен архитектура хăйне евӗрлӗхӗпе, монумент искусствин произведенийӗсемпе паллаштарать.

Чăваш тӗррине юратакансемшӗн Чăваш музейӗ интереслӗ пулмалла. Кунта 2022 çултанпа «Вышитая карта России» курав экспозицийӗ ӗçлет. Çаплах регионсенчи халăхсен тӗррисенчен тăракан панно та пур.

Хула çыннисемпе хăнасем килӗштерекен тепӗр вырăн — Шупашкарти залив. Кӗнеке-альбом страницине уçса пынă май вулакан заливра, унтан Ехрем купса бульварӗ тăрăх иртсе Карл Маркс урамӗпе хула варрине çитет. Малалла Ленин проспекчӗпе, Николаев урамӗпе, Трактор тăвакансен проспекчӗпе, «Çӗнтерӳ» мемориал паркӗпе, «Амазония» этнокомплекспа тата ыттипе паллаштарать.

Кăларăма питӗ хитре илемлетсе кураканшăн интереслӗ тунă.

Ольга ФЕДОРОВА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: книжные новинки