Шупашкарта академиксем пухăнса канашларӗç
Ноябрӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарти Чăваш наци библиотекинче Чăваш наци ăслăлăхпа ӳнер академийӗн черетлӗ отчетпа суйлав пухăвӗ иртрӗ. Ăна академин вице-президенчӗ Николай Лукьянов уçрӗ, ертсе пычӗ.
Чи малтан пухура академин çӗнӗ пайташӗсене удостоверенисем пачӗç. Президиум пайташӗ Александр Вражкин удостоверенисен çӗнӗ формипе паллаштарчӗ, 1-мӗш номерлӗ удостоверение академи президентне Евгений Ерагина пачӗ.
Çакăн хыççăн Чăваш наци ăслăлăхпа ӳнер академийӗн хастарӗсене наградăларӗç, вӗсен хушшинче Тутарстанри академиксен хастарлăхне те асăрхамасăр хăвармарӗç. Таврапӗлӳ енӗпе 60 ытла кӗнеке кăларнă Ирина Михайловна Степановăна академин Хисеп хучӗпе наградăларӗç. Унăн кӗнекисене республикăра çеç мар, Раççей шайӗнчи мероприятисенче те ырланă. Тав хучӗ илнисен хушшинче пирӗн тепӗр ентеш, Тутарстанра çуралнă академик Николай Розов та пулчӗ. Хусанта пурăнакан таврапӗлӳçӗ Айрат Галимзянов Тав хучӗпе пӗрле «За активную литературную и общественно-культурную деятельность» медале тивӗçрӗ.
Чăваш наци ăслăлăхпа ӳнер академийӗн президенчӗ Евгений Ерагин хăйӗн шухăшӗсемпе сӗнӗвӗсене пилӗк пая пайласа çутатрӗ. Ун сăмахне залра алă çупса ырларӗç. Академин пай пуçлăхӗсем хăйсен ӗçӗсемпе паллаштарчӗç. Кун йӗркинчи ыйтусене сӳтсе явма хастар хутшăнчӗç пухăннисем.
Николай Розов кашни çулах çемйипе мăн асаттесем пурăннă вырăнсене курса çӳрени пирки каласа пачӗ. Шупашкарта музейре тӗрлӗрен çӗнӗ пайсем – сăмахран, сарматсен, сăварсен тата ыттисен уйрăмӗсене – уçма, историллӗ хулашсен вырăнӗсен (Тикеш, Аслă Таяпа...) авалхи сăн-сăпатне тавăрма, чăваш хăлăхӗн асăну кунӗсене кашни çулах ирттерме сӗнчӗ.
Александр Семенов Розовăн сӗнӗвӗсем питӗ кăсăклă пулнине палăртрӗ. Чăваш халăхӗн асăну кунӗсене кашни çулах Элкел районӗнчи «Çӗнӗ Сувар» туристсен комплексӗнче ирттерме, унта ку ыйтупа кăсăкланакан ăсчахсемпе тӗпчевçӗсене чӗнме сӗнчӗ. Хăй чăвашсен аваллăхне малалла тӗпчеме хатӗррине пӗлтерчӗ. А.Пушкинăн çырăвӗнчи «...А нам, чувашам...» йӗркесене тӗпчени, ку енӗпе хăйӗн шухăшӗсене çутта кăларма шутлани çинче чарăнса тăчӗ. Кунсăр пуçне Семеновăн «чувашскую книгу корова съела» текен каларăш пирки те хăйӗн хуравӗ пур иккен, анчах çак хуравсене çын çине кăларма хальлӗхе укçа-тенкӗ ыйтăвӗ ура хурать.
Айрат Галимзянов сăвăç тата куçаруçă кашни этем чи малтан хăйӗн ӗçӗнче ыттисемшӗн тӗслӗх пулмаллине палăртрӗ. Сăмахран, вăл хăйӗн пултарулăхне ытти халăх поэчӗсемпе çыравçисен хайлавӗсемпе çыхăнтарса пурнăçлама тăрăшать. Чи лайăххине илсе вӗсене хăйӗн тăван чӗлхипе çырса кăтартасси – унăн тӗп тӗллевӗ. Сăвăç тата çыравçă тӗрлӗ чӗлхерен тутарла куçарас тӗлӗшпе пысăк опыт пухнă. Сăмахран, Елизавета Долгова, Альбина Юрату, Екатерина Бородуллина, Камила Латыпова, Евгений Турхан тата ыттисен хайлавӗсене вăл тăрăшнипе чикӗ леш енче (тӗслӗхрен, турккăсен «GUNCEL SANAT» журналӗнче) пичетлеççӗ. Айрат Галимзянов ют çӗршывра тухнă хайлавсене пичетленӗ хаçатсемпе журналсен номерӗсене авторсем патне çитерес тӗлӗшпе тăрăшнине палăртрӗ. Унăн ывăлӗ, Амир Галимзянов Чăваш наци ăслăлăхпа ӳнер академийӗн «Вестник Чувашской национальной академии наук и искусств» журналӗнче авалхи чăвашсен çурт-йӗр тăвассипе çыхăннă ӗçсем çинчен пысăк статья пичетлесе кăларни çинчен каласа пачӗ. Çак статьяна «Сувар» хаçатра та куçарса пичетленӗ.
Евгений Турхан «Сувар» хаçат ӗçченӗсем ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем, вӗсене пулăшакан волонтерсем çинчен анлăн çутатса тăни çинчен каласа пачӗ, хаçат корреспонденчӗн Ирина Кузьминан нумай пулмасть тухнă «Ангел малта, эпир ун хыççăн» кӗнекине парнелерӗ.
Пухăвăн иккӗмӗш пайӗнче академин вице-президенчӗ Николай Лукьянов Чăваш Республикин Конституцине йышăннăранпа 25 çул çитнине халалласа «Çирӗммӗшпе çирӗм пӗрремӗш ӗмӗрсенчи чăваш наци политгенезӗ. Декретран пуçласа (1920) Конституци (2000) таран» темăпа доклад турӗ.
Пухура çавăн пекех академи президиумне, ревизи комиссине, президент пулма Евгений Ерагина суйларӗç.
Василий КАРАБАЕВ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев