Николай Угаслов ертсе пыракан «Тус» строительство компанийӗ 30 çул çынсем валли çуртсем тăвать
Çапла Николай Федорович хăйӗн яшлăхри ӗмӗтне туллин пурнăçлать. Ун чухнех вăл амăшне çирӗппӗн, мăн арçын пек: «Туса лартăп шурă çурт сан валли», – тесе сăмах панă.
Халӗ вара Николай Федорович ертсе пыракан компани тăрăшнипе Шупашкар çӗнӗ çуртсемпе мăнаçлăн курăнса ларать. 30 çул хушшинче чылай наградăпа хисеплӗ ят илме пултарнă компани.