Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шупашкарта Константин Малышевăн «Ачалăхăм» кӗнекин хăтлавӗ иртрӗ

Унăн кӗнеки тухнă-тухманах, икӗ-виçӗ уйăхра, саланса пӗтрӗ. Халь ăна лавккасенче тупаймăн, библиотекăран çеç илсе вулама пулать. Туянса ӗлкӗрнисем вара пӗрре тишкернипех çырлахмаççӗ, çине-çинех ун патне таврăнаççӗ. Шкул ачисем ăна уроксенче сӳтсе яваççӗ, аслисем алăран ямасăр шӗкӗлчеççӗ, ваттисем куççульне шăлса илеççӗ. Кашниех унта хăйне çывăххине асăрхать.

Сăмахăмăр Константин Малышевăн «Ачалăхăм» кăларăмӗ çинчен пырать. Вăл 2023 çул вӗçӗнче Чăваш кӗнеке издательствинче кун çути курнăччӗ. Нумаях пулмасть Чăваш наци библиотекинче унăн хăтлавӗ иртрӗ. Вăрăм çула кӗскетсе автор Хусантан килсе çитрӗ. Ăна саламлама поэтсемпе прозаиксем, литературоведсемпе редакторсем, журналистсемпе библиотекарьсем, вӗрентекенсемпе ӳнерçӗсем йышлăн пуçтарăнчӗç. Уява Чăваш наци библиотекин «Чăваш кӗнеки» центрӗн ӗçченӗ Ольга Тимофеева ертсе пычӗ. Чи малтанах вăл Патăрьел тăрăхӗнчи Аслă Арапуç шкулӗнчен янă видеосалампа паллаштарчӗ. Çиччӗмӗш класра вӗренекенсем «Ачалăхăм» кӗнекене вуласа тухнă хыççăн ăна халалласа, автора тав туса ятарлă сăвă çырнă-мӗн, хайлава илемлӗн вуласа пачӗç.

Кăларăма çирӗм тăхăр калав кӗнӗ. Вӗсенче автор хăйӗн ачалăхне таврăнать, çывăх çыннисене, пӗрле ӳснӗ тантăшӗсене аса илет, чунне хускатнă ӗçсем çинчен каласа парать. Калăва Тăхăрьял тăрăхне сăнланинчен, истори саманчӗсене асăннинчен пуçлать. Хăтлавра Константин Анатольевич алçырăва еплерех хатӗрлени çинче чарăнса тăчӗ. Коронавирус тапхăрӗнче килте ларнă хушăра вăл Василий Шукшинăн калавӗсене вулама пуçланă. Вӗсем хăйне çывăх пулнине ăнланса илнӗ те социаллă сетьсенче çавăн евӗрлӗрех постсем кăларма пикеннӗ. Çынсем кăсăкланса вуланă, татах çырма ыйтнă. Çапла вара, кӗнеке алçырăвӗ интернетра çырнисенчен пуçтарăннă тесен те юрать. Тутарстанри чăвашсен «Сувар» хаçачӗн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова çыравçă-журналист ăна издательствăна кайса пама сӗннӗ. К.Малышев çапла тунă та. «Ку — блогер çырнă кӗнеке», — терӗ уяв хуçи.

Чăнах та, комисси пăхса тухнă хыççăн алçыру тематика планне кӗнӗ. Чăваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗн çумӗ Ольга Федорова ăна пичете хатӗрлени çинчен каласа кăтартрӗ. «Ӗçлеме интереслӗ пулчӗ. Хайлавсене унти сăнарсен ӳсӗмне кура вырнаçтарса тухрăм. Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗксемпе усă курма йышăнтăмăр. Вӗсем кăларăма чӗрӗлӗх кӗртеççӗ. Константин Малышев — тăрăшуллă, хастар автор. Вăл тепӗр кӗнекине те пирӗн патра кăларасса шанатпăр», — терӗ Ольга Леонидовна.

Людмила Сачкова прозаик кăларăма пысăка хурса хакларӗ. «Жанр тӗлӗшӗнчен калавсем мар, асаилӳсем тенӗ пулăттăм. Мана авторăн чӗлхи питӗ килӗшрӗ — виçеллӗ, тирпейлӗ, илемлӗ те яка. Вырăсла шухăшласа чăвашла çырни çук кунта. Чăвашла шухăшлав кăна. Сăнарлăх шайӗ пысăк. Хам валли çӗннине нумай тупрăм. К.Малышев — авалхи чăваш чӗлхин управçи пулса килнӗ паянхи çыравçă», — палăртрӗ Людмила Николаевна.

«Жанра унталла та, кунталла та яма пулать. Кунта авторăн шухăшламалла. К.Малышевăн яваплăхӗ икӗ-виçӗ хут ӳсет. Пӗрремӗшӗнчен, ăна Константин Иванов ятне панă; иккӗмӗшӗнчен, вăл Тăхăрьял тăрăхӗнче çуралса ӳснӗ, кунта нумай паллă çыравçă çут тӗнчене килнӗ; виççӗмӗшӗнчен, Константин Анатольевич ашшӗн ӗçне малалла тăсать. Кӗнекере журналист куçӗ палăрать. Хаçат хыççăн чăвашла çырма вара йывăр. Журналистика типӗтет, илемлӗхе аталантарма чарса пырать. Тăхăрьял тăрăхӗнчи авăрпа хавхаланса хăвăн чӗлхӳ пулмалла. Вара литература историйӗнчи вырăнна тупатăн», — автора сӗнӳ пачӗ филологи ăслăлăхӗсен докторӗ Виталий Родионов профессор.

Марина Карягина поэт тата тележурналист Виталий Григорьевича хирӗçлесе хаçат пурнăç шкулӗ пулнине, паянхи йывăр саманара — чӗлхе çухалса пынă чухне — чӗлхене чи çывăххи радиопа телевиденире тата хаçатра ӗçлекен çын пулнине палăртрӗ. Хăтлав умӗн К.Малышев телекурав эфирне тухма та ӗлкӗрнӗ-мӗн. «Ку кӗнеке чăнах та йӗртет, чӗрене пырса тивет. Асаилӳсенче — çӗр айне пулса пыракан чӗлхе, манăçа тухакан йăла-йӗрке, сӳннӗ сăнарсем. Жанр тӗлӗшӗнчен ку ача-пăча хайлавӗсем кăна мар. Эпир те, çитӗннисем, вӗсене юратса вулатпăр. Эппин, пурин валли те çырнăскерсем. Мемуар, журналист асаилӗвӗсем тенӗ пулăттăм. Чи тӗппи вара — асанне. Асанне-кукамайпа ӳсекен ача телейлӗ. Ăрусен çыхăнăвне тытса тăраканни — халăх ăс-хакăлӗ», — терӗ Марина Федоровна. Чăн та, «Ачалăхăм» кӗнекере автор асламăшӗ çинчен юратса çырни туйăнать, ăна пирӗштипе танлаштарать.

«Тăван Атăл» журналăн редакторӗ Арсений Тарасов çыравçă-журналист Малышевăн кӗнекине «чунпа çырнă япала ку» терӗ, хăш-пӗр калава шкул программине кӗртме сӗнчӗ. «Ман шутпа, Константин Анатольевич кӗнекине автофикшн мелӗпе çырнă. Кунта автор сăнарӗ — тӗпре. Хайлавсем чăн пулни çинче никӗсленнӗ, çав хушăрах шухăшласа кăларни те — манăçа тухнипе кăшт урăхлатса çырни — пур», — палăртрӗ Ольга Австрийская çыравçă.
К.Малышева çавăн пекех Чăваш Республикин Ача-пăчапа çамрăксен библиотекин директорӗ Татьяна Вашуркина, Александр Вражкин журналист, Ирина Кириллова литературовед, Анатолий Хмыт, Юрий Исаев прозаиксем, Нина Артемьева, Галина Кӗмӗл, Альбина Юрату, Василий Кервен сăвăçсем саламларӗç. Ирӗк Килтӗш (Валерий Краснов) ӳнерçӗ юрă парнелерӗ. Хăтлав шăрăх çанталăка пула кăна мар, хăюллăн та хастар сӳтсе явнипе, тавлашусем сиксе тухнипе хӗрӳ иртрӗ.
(Ольга ИВАНОВА.Автор сăнӳкерчӗкӗ).
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чувашская литература