Шупашкарта халăхăмăрăн аслă патриархне, паллă педагога, православи миссионерне И.Я.Яковлева халалланă митинг пулчӗ
Апрелӗн 25-мӗшӗнче Шупашкар хулинчи Наци библиотекин скверӗнче И.Я.Яковлева халалласа лартнă палăк умне Раççейӗн чăвашсем йышлă пурăнакан регионӗсенчен йышлă делегацисем пуçтарăнчӗç. Çакăнта Ульяновск, Самара облаçӗсенчен, Пушкăртстанран, Марий Элтан, Мускавпа Санкт-Петербург хулисенчен килсе çитнӗ тахçантанпа курман пӗлӗшсене курма пулчӗ. Тутарстанран та нумайăнччӗ, уйрăмах чăваш чӗлхине вӗрентекенсем. Вӗсем кунта ятарласа вӗрентекенсен семинарне пухăннă иккен.
Кашни енчен çынсем пӗр-пӗринпе ăшшăн ал тытса калаçни, сывлăх сунни илтӗнсе тăчӗ. Çакăн пек савăнăçлă атмосферăра иртрӗ халăхăмăрăн аслă патриархне, паллă педагога, православи миссионерне халалланă митинг.
Палăртнă сехет тӗлне палăк тӳремӗ енне ЧР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Леонид Черкесов, РФ Патшалăх Думин Финанс рынокӗн комитечӗн ертӳçи Анатолий Аксаков, культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен министрӗ Светлана Каликова, Шупашкар хулин тата Чăвашсен митрополичӗ Савватий Иван Яковлевичăн несӗлӗсемпе – кӗçӗн мăнукӗпе Владимир Павловпа (РФ тава тивӗçлӗ артисчӗ, кино тата театр актерӗ), кӗçӗн-кӗçӗн мăнукӗсем Любовь Ордынскаяпа (дизайнер-полиграфист, мăшăрӗпе Никита Ордынскийпе пӗрле кӗнеке кăларас енӗпе ӗçлеççӗ) тата Василий Толмачевпа (наукăсен докторӗ, МГУн филологи факультечӗн ют çӗршыв литературисен кафедрин профессорӗ) пӗрле утни курăнчӗ.
Хăнасем çитсе вырăн йышăнсан митинг пуçланчӗ. «Чӗмпӗрти чăваш шкулне йӗркелесе янă чух Иван Яковлев 20-ре кăна пулнă. 23-ре чăваш чӗлхине вӗрентме çырулăх йӗркелесе янă. Иван Яковлевич халăх валли питӗ пысăк еткер хăварнă. Унăн Халалӗ нацин ăс-тăнӗнче хăйне уйрăм пысăк вырăн йышăнать. Тӗлӗнсе каймалла, мӗнле-ха пӗр çынра прогрессивлă шухăшлавпа халăха çутта кăларас ăнтăлу, императора парăнни тата Турра хытă шанни, çивӗч ăс-тăнпа пысăк ăс-хакăл шăнăçма пултарнă», – терӗ хӗрӳллӗн Леонид Черкесов.
Чăваш Ене ӗçпе килнӗ Пӗтӗм тӗнчери Вырăс Халăх Соборӗн пуçлăхӗн çумӗ Константин Малофеев сăмахӗпе, Иван Яковлевăн Халалӗ тӗлӗнсе каймалли документ, вăл хăйӗн тарăн шухăшӗпе, хӗрӳлӗхӗпе, тытăмӗпе фантастикăлла ӗç. «Эпир те, вырăссем, ăна хамăрăн Аслă Вӗрентекен вырăнне хуратпăр. Атеизм пилӗк çуллăхӗнче вăл хăйӗн Халалне «Ашшийӗн, Ывăлийӗн, Çветтуй Сывлăшийӗн» сăмахсенчен пуçлани тӗлӗнсе каймалла вӗт. Çакă чиркӳсене аркатнă, пачăшкăсене персе пăрахнă саманара. Мӗн чухлӗ хăюлăх, тӗлӗнсе каймалла вӗт!» – терӗ Константин Малофеев.
Вӗсем хыççăн Светлана Каликова, Анатолий Аксаков тухса сăмах каларӗç, аслă патриархăмăрăн пурнăçӗпе ӗçӗ çинчен аса илчӗç. «Хаклă юлташсем, паян мӗнпур чăвашшăн питӗ пысăк праçник!.. Иван Яковлевăн Халалӗ чăвашсемшӗн çеç мар, ытти наци çыннисемшӗн те пӗлтерӗшлӗ», – терӗ культура министрӗ.
Иван Яковлевăн кӗçӗн мăнукӗ Владимир Павлов Чăваш Енре хăйӗн мăн кукашшӗне пысăк вырăна хурса юратнине палăртса тав турӗ. «Кунта эпӗ пӗрремӗш хут килместӗп. Анчах паянхи пек йăлт юратупа сывланине курман. Чăнах та Иван Яковлев хăй те тăван халăхне чунтан юратса Халал хăварнă. Вăл ăна мӗн тери ансат сăмахсемпе, анчах тарăн шухăш хывса çырнă. Çемье телей никӗсӗ пулнине те, пӗр-пӗрне, ӗçе, Турра юратмаллине. Унăн ӗçӗсене манмасăр малалла тăсса пыма сунатăп, сире пурне те Турă упратăр», – терӗ Владимир Всеволодович.
Тухса калаçакансем хăйсен сăмахне вӗçлесен палăк умне чечексем хучӗç. Çакăнпа митинг вӗçленчӗ пулин те Аслă Вӗрентекенӗмӗре халалланă мероприятисем малалла тăсăлчӗç. Наци библиотекинче, сăмахран, чăваш чӗлхипе литературин учителӗсен конференцийӗ пуçланчӗ. Унта вӗрентекенсем пӗр-пӗрин ӗç опычӗпе паллашрӗç, педагогикăри кирлӗ ыйтусене сӳтсе яврӗç.
Кăнтăрла иртсен вун пилӗк сехетре шупашкарсемпе делегатсем, чӗннӗ хăнасем пурте К.В.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗнче уяв концертне курма пуçтарăнчӗç. Çакăнта тепӗр хутчен Анатолий Аксакова, Савватий митрополита, Константин Малофеева итлерӗмӗр. Савватий владыка Евангелийӗн Кивӗ халалне (Ветхий завет) куçарса пӗтернине каларӗ. Сăмах май, хăй ӗлкӗрейменнине куçарса пӗтерме Иван Яковлев хăй ыйтса хăварнă пулнă. «Иван Яковлевăн 175 çуллăхӗ тӗлне тепӗр пысăк ӗç туса пăрахрăмăр – кӗлӗсен Евангелине чăвашла куçартăмăр. Халӗ çак кӗнеке чăваш пачăшкисем ӗçлекен кашни чиркӳре пулӗ, кӳршӗллӗ Чӗмпӗр, Хусан епархийӗсенче те», – терӗ владыка. Анатолий Аксаков Яковлевăн кӗçӗн мăнукӗсем ыйтнипе вӗсем хăйсен мăн-мăн кукашшӗ çинчен çырнă кӗнекесене Савватий митрополитпа Константин Малофеева парнелерӗ.
Патриархăмăрăн 175 çуллăхне палăртнă çӗре унăн тăхăмӗсем килни хăйне пысăк пулăм. Çынсем мероприяти вӗçленсен кайран Ордынскийсемпе, Толмачевсемпе, Павловпа пыра-пыра калаçрӗç, асăнмалăх сăн ӳкерӗнчӗç. Вӗсене çапла куçа-куçăн курни, ахальлӗн пырса алă тытма май пулни темле Яковлева çывăхлатнăн туйăнать. Легенда чӗрӗлсе тăнă евӗрех.
Шел те, çакăн пек пысăк праçникре Яковлевăн тăхăмӗсене пурне те сăмах памарӗç. Вăл кирлӗччӗ çынсене. Темле йăлара ытларах чиновниксене пуç çапасси пур. Вӗсем, ӗçне кура хисепе тивӗç паллах. Çапах та мӗн чăрмантарнă сценаристсене Ордынскийсене, Толмачевсене, Павлова пӗрле чӗнсе кăларма? Вӗсем, регалийӗсем тем пек сумлă пулин те, хăйсене ахальлӗн тытаççӗ. Интеллигентран та интеллигент. Теччӗре паллашсан нумайччен чей ӗçсе калаçса лартăмăр вӗсемпе. Пурахчӗ вӗсен Яковлевăн 175 çуллăхне палăртма пуçтарăннă халăха мӗн каламалли. Шел, ӗçлесе çитереймен. Сăмах та çук, уяв концерчӗ çӳллӗ шайра иртрӗ, анчах Аслă Вӗрентекенӗмӗр çинчен марччӗ вăл. Прологран ытла пулмарӗ. Шупашкарта Яковлев ячӗллӗ патшалăх педагогика университечӗ пур. Мӗншӗн-тӗр унтан пӗр представитель те сăмах тухса каламарӗ. Пӗлнӗ тăрăх, университетра музыка искусствине пысăк вырăна хурса вӗрентеççӗ, хор та пулас унта. Яковлев хăй музыка искусствине юратнăран Чӗмпӗрти чăваш шкулӗнче вӗренекенсем те ку енӗпе пӗлӳ илнӗ. Манса кайнă-ши йӗркелӳçӗсем университет пирки е ун пек тӗллев пулман? Концерт номерӗсене хурлама çук, ташшисем те, юррисем те, костюмӗсем те куç тулли илем. Çапах Иван Яковлева халалланă концертра ун сăнарӗ тӗп вырăнта пулмаллаччӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев