«Шурă хурăн», кашласа вăрат чăвашсене
Районти куракан умӗнче сумлă ятсем илнӗ чăваш ансамблӗсем иккӗ – Çӗнӗ Шешкелти Лидия Матвеева ертсе пыракан «Пилеш» фольклор халăх ансамблӗ тата Лениногорскри ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Геннадий Садовников ертсе пыракан «Шурă хурăн» фольклор халăх ансамблӗ. Иртнӗ эрнере «Шурă хурăн» 35 çулхи юбилейне паллă турӗ.
Республикăра çеç мар, Тутарстан тулашӗнче те ырă ят илнӗ ансамбле саламлама хулара пурăнакан чăвашсем, кӳршӗри Элмет районӗн ЧНКЦ пайташӗ Виктор Шмелев килнӗ. Хусантан та хăнасем пулчӗç – ТР ЧНКА Канашӗн председателӗн пӗрремӗш çумӗ тата Хусан хулинчи ЧНКЦ ертӳçи Константин Малышев, «Сувар» хаçат корреспонденчӗ Татьяна Васильева тата SMM-специалисчӗ Ксения Романова.
Лениногорскри фольклор ансамблӗ 1989 çулта «Çеçпӗл» ятпа чăмăртаннă. Чăваш культурине, юрри-ташшине юратакан икӗ пуçаруçă пуçтарнă чăвашсене – Афанасий Трофимович Прохоров тата Геннадий Николаевич Садовников. Хулари чăвашсемшӗн çӗнӗ коллектив тахçан кӗтни пулса тăнă. Паллах, 35 çул хушшинче улшăнусем чылай пулнă, пур чухне те савăнмаллисем мар, шел. Авă, Афанасий Трофимович та ырă çӗрте выртать. Ушкăнри çынсем те улшăннă – пӗрисем ӗмӗрлӗхех пирӗнтен уйрăлса кайнă, теприсене пурнăç кустăрми урăх çӗре илсе çитернӗ, урăх çынсемпе çыхăнтарнă. Халӗ ансамбльте 12 çын.
Пӗрремӗш кунран çӳрекенсем те пур йышра. Вӗсенчен пӗри – Ольга Александровна Орлова. Ушкăнăн солисткисем Валентина Гавриловапа Валентина Васильева та тахçантанпах «Шурă хурăнра». Елизавета Борисовапа Валентина Захарова чи аслисем коллективра. Анчах çулӗсене каламасан шутлас та çук вӗсем çапла аслă тесе. Хусканăвӗсем, сассисем, кăмăл-туйăмӗсем – çамрăк çын пек хавхалануллă. Вӗсене ТР ЧНКА Хисеп хучӗсене парса тав турӗç.
Пуринчен малтан ансамбле юбилейпе Культура çурчӗн директорӗ Флера Загитовна Тухватова саламларӗ. Вăл «Шурă хурăн» яланах хулари, районти мероприятисене хастар хутшăннине, кӳршӗсем патне – Элмет, Пӗкӗлме, Аксу, Чистай районӗсене – концертсемпе çӳрени çеç мар, инçетерех те кайнине каласа пачӗ – Хусана-и, Элмет районӗнчи Учӳка-и, Сиктӗрмере иртнӗ Уява-и е вуçех кӳршӗ регионсене. Ансамбль çула тухма ялан хатӗр, коллективăн репертуарӗ те анлă. Фольклор ушкăнӗ пулса кун çути курнă «Шурă хурăнăн» авторсен юррисем те чылай репертуарта. Тӗпрен илсен ертӳçи Геннадий Садовников кӗвӗленӗ илемлӗ юрăсем, паллах. Вырăсла, тутарла юрăсем те пур «Шурă хурăнăн».
Ансамбле çӳрекенсен юрлас ăсталăх та, сцена çинче хăйсене артистла тыткаласси те ӳссех пынă. Çавăнпа 2008 çултанпа «халăх ансамблӗ» сумлă ятпа çӳрет вăл.
«Сувар» хаçат ятӗнчен ушкăна Татьяна Васильева саламларӗ. Вăл ансамбль хăйнеевӗрлӗхӗпе, асра юлакан репертуарӗпе, куракана савăнăç кӳнипе асра юлнине, ытти чăваш ансамблӗсенчен лайăх уйрăлса тăнине палăртрӗ. Малашне те аталанма çитӗнӳ сунчӗ. 2025 çулăн пӗрремӗш çур çулӗнче илсе тăма хаçат-журналăн çырăнтару кампанийӗ пынине, «Сувара» çырăнма астутарчӗ. Çакăн хыççăн «Шурă хурăн» Валери Туктар сăмахӗсемпе Геннадий Садовников кӗвӗленӗ «Сувар» – эрнекун парни» юрра шăрантарчӗ.
Культура çурчӗ çумӗнче «Салам» ансамбль 2020 çулта йӗркеленнӗ. Çын шучӗпе вăл пысăк мар, анчах чăвашла юрлама, сăвăсем калама тăрăшнишӗн ачасене мухтас килет. «Салам» аслă юлташӗсене саламласа çак каç сăвăсем каларӗ. Культура çурчӗ çумӗнчи ытти ансамбльсем те килнӗ саламлама. Асăнмалăх парне панисӗр пуçне илемлӗ пултарулăх номерӗпе те савăнтарчӗç юбилярсене – мăкшăсен «Эрзянка» ансамблӗ, «Изюминка» ташă ушкăнӗ, «Сударушка» вырăс ансамблӗ тата «Зиляйлук» тутар ансамблӗ. Ырă сăмахсем каласа юрăсем шăрантарчӗç, ташă çаврăмӗсем парнелерӗç.
Йăлт аван, пурте кăмăллă, юбилей каçӗ манăçми ăнăçлă иртрӗ. Пӗр ыйту çеç канăçсăрлантарать – мӗншӗн район администрацийӗнчен, культура управленийӗнчен «Шурă хурăна» саламлакансем пулмарӗç? Вӗсем ирттерекен мероприятисене коллектив яланах хутшăннă-çке... Иккӗленместӗп, малашне те хутшăнӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев