News by date 2 November 2024
-
Халăхсем нумай — çӗршыв пӗрре
«Пысăк этнографи диктантне» ноябрӗн 1-мӗшӗнчен çырма пуçларӗç
-
Çӗнӗ ертӳçӗ суйларӗç
«Шурă хурăн» фольклор халăх ансамблӗн юбилей уявӗ сисмесӗрех отчетпа суйлав пухăвне çаврăнчӗ. ТР ЧНКА Канашӗн председателӗн çумӗ Константин Малышев ертсе пычӗ ăна. Тутарстанри Халăхсен ассамблейин Лениногорск муниципаллă районӗнчи представительствин ертӳçи Наиля Тальгатовна Чубатова та хутшăнчӗ пухăва.
-
«Шурă хурăн», кашласа вăрат чăвашсене
Районти куракан умӗнче сумлă ятсем илнӗ чăваш ансамблӗсем иккӗ – Çӗнӗ Шешкелти Лидия Матвеева ертсе пыракан «Пилеш» фольклор халăх ансамблӗ тата Лениногорскри ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Геннадий Садовников ертсе пыракан «Шурă хурăн» фольклор халăх ансамблӗ. Иртнӗ эрнере «Шурă хурăн» 35 çулхи юбилейне паллă турӗ.
-
Çырăнтару!
Хаклă вулаканăмăрсем! 2025 çулăн пӗрремӗш çур çулне хаçат-журнал çырăнас кампани малалла пырать. «Сувар» хаçата пур çыхăну уйрăмӗнче те çырăнтараççӗ.
-
ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерстви наци проекчӗсемпе тунă ӗçсене пӗтӗмлетрӗ
ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерстви 2024 çулхи наци проекчӗсене пурнăçа кӗртессипе тунă ӗçсем çинчен каласа панă. Канашлăва ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗн çумӗ Айгуль Сабирова хутшăннă.
-
Кивӗмăкшелсем çурта тăваççӗ
Виççӗмӗш çул ӗнтӗ Аксу районӗнчи Кивӗ Мăкшел ялӗн Культура çуртӗнче «Хамăрăннисене пăрахмастпăр» акци пурнăçланса пырать – ял-йыш окоп çуртисем хатӗрлес енӗпе тăрăшать кунта.
-
В Татарстане подвели итоги 2024 года по реализации нацпроекта «Образование»
Итоговыми показателями реализации в Татарстане в текущем году национального проекта «Образование» стали новые школы и детские сады, построенные на средства регионального и федерального бюджетов.