Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кивӗмăкшелсем çурта тăваççӗ

Виççӗмӗш çул ӗнтӗ Аксу районӗнчи Кивӗ Мăкшел ялӗн Культура çуртӗнче «Хамăрăннисене пăрахмастпăр» акци пурнăçланса пырать – ял-йыш окоп çуртисем хатӗрлес енӗпе тăрăшать кунта.

МЮД ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Татьяна Зюзина каласа панă тăрăх, çурта тума пушă консерва банкисем, картон, ăвăс (воск) тата парафин кирлӗ. Консерва банкисене ялта пурте кӳре-кӳре параççӗ Культура çуртне. Картона пушă коробкăсенчен илеççӗ, парафинне туянаççӗ. 

– Килӗштерсе ӗçлетпӗр: пӗри картон касать, тепри банкăсене тасатать. Çурта тăвакансем çак ӗçе кăмăлтан, чӗререн пурнăçлаççӗ. Кашни çуртана уйрăм çын тăвать-çке, ăна тунă чух вара салтаксем пирки шутлать, вӗсене хăйӗнчен пулăшу пултăр тет. Ку акцие хутшăнса эпир ятарлă çар операцийӗнчи салтаксене тӗрев парасшăн, вӗсене тав тăвасшăн, киле çӗнтерӳпе тӗрӗс-тӗкел таврăнма сунасшăн, – ăнлантарать ял хутлăхӗн пуçлăхӗ. 

Кивӗмăкшелсен çак пуçарăвӗ вăл – хамăр хӳтӗлевçӗсене пулăшас тесе пӗр пулни. Ял-йыш çак çуртасен пӗлтерӗшне, вӗсем салтаксене мӗнле пулăшу пама пултарнине питӗ лайăх ăнланать.
 
Людмила ЖАРЕНОВА.
Кивӗ Мăкшелӗнчи Культура çурчӗн архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Своихнебросаем