Çӗнӗ ертӳçӗ суйларӗç
«Шурă хурăн» фольклор халăх ансамблӗн юбилей уявӗ сисмесӗрех отчетпа суйлав пухăвне çаврăнчӗ. ТР ЧНКА Канашӗн председателӗн çумӗ Константин Малышев ертсе пычӗ ăна. Тутарстанри Халăхсен ассамблейин Лениногорск муниципаллă районӗнчи представительствин ертӳçи Наиля Тальгатовна Чубатова та хутшăнчӗ пухăва.
2008 çултанпа Лениногорск районӗнчи чăвашсене пӗр улшăнми Ольга Орлова ертсе пынă. Пухура вăл тунă ӗçсем çинчен каласа пачӗ. Тӗпрен илсен Лениногорск чăвашӗсем тăван чӗлхепе культурăна аталантарассине приоритета лартнă. Чăваш наци уявӗсене хутшăнни, хăйсем йӗркелени, хулара, районта пулса иртекен ытти уявсенче те чăваш юррине шăрантарнă, малашне те çаплах пулӗ. Хӗле кӗрсен улах ирттересси те йăлара, чăвашсене пуçтарăнма лайăх сăлтав ку.
Паллах, çак ӗçсене тунă çӗрте Ольга Александровна ыттисене хăйӗн хыççăн ертсе пыма пӗлни питӗ пӗлтерӗшлӗ. Пӗр шухăшлă çынсене пӗрлештерме пултарнипе мероприятисем ăнăçлă иртнӗ те ӗнтӗ.
Çак каç Ольга Александровна Лениногорск районӗнчи чăвашсен председателӗ пулма çамрăкрах çынна суйлама ыйтрӗ. Çӗнӗ ертӳçе канашсемпе, ӗçсемпе пулăшса пыма шантарчӗ. Эпир ăнланнă тăрăх, залра ларакансемшӗн ку пит пысăк кӗтменлӗх пулмарӗ, çынсен сăнӗнче тӗлӗннине асăрхамарăмăр. Наиля Тальгатовна та 20 çула яхăн чăвашсен обществăлла пурнăçне, канăвне йӗркелессипе тăрăшнă 78 çулхи Ольга Александровнăн кăмăлне ăнланчӗ, хирӗçлемерӗ.
2008 çултанпа председатель пулнă Ольга Орлова пухăннисене Ольга Таймухина кандидатурине председателе суйлама сӗнчӗ.
Ольга Владимировна Самар облаçӗнчи Шунтал районӗнче çуралса ӳснӗ. Лениногорск хулине 12 çул каялла куçса килнӗ. Вун пӗр çул хулари Ача-пăча тӗп библиотекинче ӗçлет. Шупашкарта аслă пӗлӳ илнӗ. Ăна пухура ларакан чăвашсем те, «Шурă хурăн» ушкăн та лайăх пӗлеççӗ, хисеплеççӗ. Çавăнпа пӗр саслăн Лениногорск районӗн ЧНКЦ председателӗ пулма суйларӗç.
Çӗнӗ председателе ăнăçу суннă май Наиля Чубатова хăйне хумхантаракан ыйтăва çӗклерӗ – хулари чăваш çамрăкӗсем тăван чӗлхине пӗлменни, тăван культурăпа интересленменни пăшăрхантарать ăна. Культура çурчӗ çумӗнче йӗркеленӗ «Салам» чăваш ача-пăча ушкăнне çӳрекенсем сахалли те шухăшлаттарать. Культура çуртӗнче ӗçлекен ытти кружоксемпе ушкăнсене хутшăнма укçа тӳлемелле, ачасен чăваш тата мăкшă ансамблӗсене тӳлевсӗрех çӳреме май пур.
Константин Анатольевич районта çамрăксен пӗрлешӗвне туса хумалли пирки каларӗ. Ку сӗнӗве пухăннисем ырласа йышăнчӗç, анчах çак тӗллевпе ятарлă тӗлпулу кирли çинчен каларӗç.
Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев