«Шурăмпуç» пичетленсе тухрĕ
Иртнӗ эрнере Шупашкарти «Новое время» типографире Тутарстанри чăваш çыравçисен «Шурăмпуç» литература кăларăмӗ пичетленсе тухрӗ. Шучӗпе вăл 9-мӗш пулса тăчӗ.
Хальхинче альманах ТР Раисӗ çумӗнчи Тутар чӗлхине тата республикăра пурăнакан ытти халăхсен чӗлхисене аталантарассипе фондпа ТР Патшалăх Канашӗн Вӗрентӳ, культура, наука тата наци ыйтăвӗсен комитечӗ пулăшнипе пичетленсе тухрӗ. Пысăк тав сăмахӗсем калатпăр Комисси Председательне, ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумне Марат Ахметова, ТР Патшалăх Канашӗн Вӗрентӳ культура, наука тата наци ыйтăвӗсен комитечӗн председательне Айрат Зарипова. Вӗсем тӗрев панипе Тутарстанри чăваш çыравçисен хайлавӗсем вулакан патне çитеççӗ, литература кăларăмӗпе пӗрле ӗмӗрлӗхе историе кӗрсе юлаççӗ.
Вӗсем çине тăнипе тата ыйтнипе альманаха республикăра пурăнакан чăваш çыравçисен хайлавӗсене кăна кӗртейрӗмӗр.
Ку вăхăтра «Шурăмпуçăн» черетлӗ кăларăмне хатӗрлес ӗçе пуçăнтăмăр. Унта Тутарстанран тухнă çыравçăсен хайлавӗсене пуринне те кӗртетпӗр. Нумай авторăн сăвă-калавӗсене редакцире хатӗрлесе хунă та ӗнтӗ.
«Шурăмпуç» журнал чăваш журналистикин аталанăвӗшӗн, чăваш культуришӗн питӗ пысăк пӗлтерӗшлӗ пулнă. Шутласа каятăн та тӗлӗнетӗн, çав çăмăл мар тапхăрта та литература ӗçне аталантарма тăрăшнă. Лару-тăру лăпкă пулман ун чух. Тепӗр енчен пăхсан, вăхăтлă та. Сăмахăн вăйӗ пысăк. Çамрăк правительствăн хăйӗн идеологине халăхра сармаллах. Мӗнле майпа? Хаçат-журнал урлă, авторитетлă çыравçăсен, журналистсен витӗмлӗ сăмахӗпе.
Çапла 1919 çулхи январӗн 15-мӗшӗнче «Шурăмпуç» журналăн 1-мӗш номерӗ пичетленсе тухать. Ăна Нацисен ӗçӗсемпе Халăх Комиссариачӗн Чăваш уйрăмӗн органӗ кăларнă. Ятне ăнсăртран çеç паман.
«Шурăмпуç каç тӗттӗмне сирсе çӗнкун килнине систернӗ пек пирӗн журнал та чăваш халăхӗн культура чӗрӗлӗвӗ пуçланнине пӗлтерет. Çавăнпа ăна „Шурăмпуç“ ят паратпăр та», — тенӗ умсăмахра.
Ӗмӗрӗ кӗске пулсан та чăваш культуринче тарăн та пӗлтерӗшлӗ йӗр хăварнă вăл. Юлашки 15 — 18-мӗш номерсем Хусанта 1921 çулта кун çути курнă. Гражданла вăрçă вăхăтӗнче кадрсем енчен те, хутпа чăваш шрифчӗ енӗпе те çитменлӗхсем пулнине кура вăл хупăннă.
«Шурăмпуç» пирки вăл йӗркеленнӗренпе 76 çул иртсен — 1995 çулта, Хусанта пурăнакан чăваш интеллигенцийӗ аса илет. Ку ӗçре паллă вырăн «Сувар» хаçатăн ун чухнехи редакторӗ Н. М. Сорокин йышăнать. Журнал Тутарстанра пурăнакан чăваш çыравçисемшӗн пичетленмелли тӗп площадка пулса тăрать. Шел те, тӗрлӗ сăлтава пула регистрациленнӗ журналăн ӗçӗ каллех путланса ларать. Çапах та ӗçӗ юлать.
«Суварăн» çӗнӗ редакторӗсем А. К. Иванов та, К. А. Малышев та «Шурăмпуçа» 2-3 çула пӗрер номер кăларсах тăраççӗ, журналăн регистраци номерӗ çук пулин те. Чăваш культури аталанăвӗшӗн çунакан меценатсем пулăшнипе, редакци ӗçченӗсем тăрăшнипе ун ӗмӗрӗ татăлмасть.
Кăçал «Шурăмпуç» йӗркеленнӗренпе 105 çул çитрӗ, юбилей сумлă. Регистрациленменнине кура литература кăларăмӗ тетпӗр ăна халь. Анчах ку пӗлтерӗшлех те мар пулӗ. Чи кирли — «Шурăмпуç» тухса тăни. Паллах, «Сувар» хаçат редакцийӗнче ӗçлекен журналистсене пысăк тав сăмахӗсем каламалла. Хаçат ӗçне туса пынисӗр пуçне журнал валли те вăхăт тупаççӗ. Нумайăшӗн ӗçӗсем ку номерте пичетленнӗ.
Тата каласа хăвармаллах, кăларăма «Шурăмпуç» журнал йӗркеленнӗренпе 105 çул çитнине кăна мар, «Сувар» 30 çул тултарнине те халалланă. Хаçатăн тӗп редактор çумӗн Вера Александрован статйине вуласа хаçат историйӗпе паллашатпăр. Ирина Кузьминан ятарлă çар операцийӗ пирки авторла курăмӗ чуна пырса тивет, шухăшлаттарать. Çакăнтах Константин Малышевăн хайлавӗсемпе паллашма пулать.
Авторсем. Вӗсем пулмасан литература кăларăмӗ мӗнле тăрăшсан та тухаймасть. Чи пӗлтерӗшли — тытăм, шухăш. Çӗнӗ кăларăма Тутарстанăн чăваш писателӗсемпе поэчӗсен хайлавӗсем кӗнӗ. Темисем тӗрлӗрен, тӗп геройсемпе пӗрле Аслă вăрçă вăхăтӗнчи, хыççăнхи çулсене утса тухатăн, чун ыратăвне чӗре витӗр кăларатăн. Валери Туктарăн «Ялтăрмипе» Лидия Угахинан «Марье» калавӗсем шăпах çав вăхăта илсе каяççӗ. Аскольд Де Герсо «Таврăнни» хайлавӗнче çемье проблемисене çӗклет. Çӗнӗ автор Ирина Большакова ачалăха ăсатать. Николай Андреевăн «Усăллă тăкак», Ухтияр Илюхинăн «Ма чӗнеп-ши?» камитле калавӗсене вуласа кулленхи хӗвӗшӳрен вăхăтлăха та пулин уйрăлса канса яратăн.
Тутар çыравçисене те вырăн панă. Ренат Харисăн «Турă Амăшӗн Хусан турăшӗ» поэмине, Разиль Валеевăн, Равиль Файзуллинăн, Зиннур Мансуровăн, Айрат Галимзяновăн, Галимзян Гильмановăн сăввисене кӗртнӗ.
Уйрăммăн ятарлă çар операцине халалланă пай çинчен каласа хăвармалла. Маргарита Литтапа Ирина Кузьминан статйисемсӗр пуçне Николай Нестеровпа Алексей Романов сăввисене кӗртнӗ унта. Вӗсем иккӗшӗ те нацистсене хирӗçле кӗрешӳре пӗрремӗш ретре. Вăрçă хăрушлăхне куçран пăхнă чухне алă калем патне туртăнни хăйех сăмах вăйне кăтартмасть-и? Вӗсем поэтсем мар, анчах чӗререн тухнă сăмах чылай хаклăрах.
Литература улăпӗсен — Николай Зиминпа Анатолий Малышевăн хайлавӗсем вара кăларăма сумлă виçе кӳреççӗ.
Хитре пулса тухрӗ пур енчен те «Шурăмпуç» — шухăшӗпе те, тытăмӗпе те, авторсен тӗрлӗлӗхӗпе те. Шурăмпуç килмесӗр кун тытăнмасть, апла малашне те пурăнӗ пирӗн юратнă «Шурăмпуçăмăр».
Ирина ТРИФОНОВА,
тӗп редактор.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев