«Сувар» хаçатăн çывăх тусӗ Альберт Кольцов 85 çул тултарчӗ
«Сувар» хаçатăн чи çывăх тусӗсенчен пӗрне Альберт Кольцова пирӗн вулакансенчен нумайăшӗ аван пӗлет. Альберт Миронович 2001 çултанпа редакципе тачă çыхăну тытать: килсе çӳрет, хаçата статьясем çырать, кӗнекесем кăларать. «Хусанта тухса тăракан „Сувар“ хаçатпа туслашсан хам та çырма пуçларăм», — тет ӗмӗр тăршшӗпе строительство енӗпе тăрăшса ӗçленӗ хисеплӗ ватă. Альберт Мироновича итлеме хуть хăçан та интереслӗ, мӗн кăна пӗлмест вăл. Унпа мӗнле темăпа калаçу пуçарсан та тем те каласа парать Лайăш районӗнчи Аслă Кабанра пурăнакан, çак кунсенче 85 çул тултаракан шурсухал.
Альберт Кольцов Чăваш Енри Октябрьски (халӗ Сӗнтӗрвăрри) районӗнчи Малти Пукаш ялӗнче пысăк та туслă çемьере 1939 çулхи июнӗн 28-мӗшӗнче çуралнă. Альберт мӗн пӗчӗкрен харсăр ача пулнă, тӗк ларма юратман. Çавăнпах-и, 7-ре чух ăнсăртран тутăхнă пăта çине пуснă та хăйпе пӗр çулти ачасемпе пӗрле вăхăтлă шкула каяйман. 8 тултарсан кăна вӗренме пуçланă.
Пӗрремӗш вӗрентекенӗ Çӗрпӳри педучилищӗне пӗтернӗ Христина Терентьевна Терентьева пулнă. Альберта тӳрех килӗшнӗ учительница, çавăнпа ача хăйӗн юлташӗпе Петр Ивановпа пӗрле чи малти парттă хушшинех ларнă. Христина Терентьевна ачасене питӗ аван вӗрентнӗ — тӗрлӗ вăйăсем выляттарнă, пӗрле интереслӗ кӗнекесем вуланă. Класра 33 ача вӗреннӗ. Пурте тенӗ пекех — вăрçă ачисем.
4-мӗш класра вӗреннӗ чух, 1951 çулта, пӗррехинче вӗрентекен март уйăхӗнче йӗлтӗрçӗсен ăмăртăвӗ пулни пирки пӗлтернӗ. Çӗнтерӳçӗсене парне те параççӗ-мӗн: 1-мӗш вырăншăн — 3 пӗремӗк, 2-мӗшшӗн — 2 пӗремӗк, 3-мӗшшӗн — 1 пӗремӗк. Альберт, 5 çулта чухнех ашшӗ туса панă йӗлтӗрпе ярăнма пуçланăскер, паллах пӗрремӗш вырăн йышăнма ӗмӗтленнӗ. Анчах та пăрăнкăçра ăна пӗр ача тӗкнӗ те вăл ӳксе хаклă вăхăта çухатнă. Çавăнпа 4-мӗш кăна финиша çитнӗ. Эрленнипе йӗрсех янă ача. Учительница чунтан хурланакан ачана йăпатса: «Альберт, ан йӗр, эс малашне кун пек ăмăртусенче çеç мар, пысăкрах, пӗлтерӗшлӗреххисенче те малти вырăнсем йышăнăн-ха», — тесе лăплантарнă. Çак сăмахсем хыççăн Кольцов хӗлле пушă вăхăтра ялан йӗлтӗрпе çӳренӗ.
— 1953-1954 вӗренӳ çулӗнче Октябрьски вăтам шкулӗнче, 6-мӗш класра вӗреннӗ чухне, литература кружокӗ ӗçлеме пуçларӗ. Ăна аслă класра вӗренекен Василий Волгин ертсе пыратчӗ. Кружока вара пирӗн шкултан вӗренсе тухнă паллă поэт Альберт Канаш йӗркелесе янă. Эпӗ хаваспах çӳреме пуçларăм унта, — тесе каласа парать Альберт Миронович хăйӗн ачалăхне аса илнӗ май. — Манăн «Тăван колхоза пулăшни» статья малтан кружока çӳрекенсен альманахӗнче пичетленчӗ, унтан районти «Хӗрлӗ Октябрь» хаçатра. Эпӗ вăл статьяра 16 шкул ачи колхоза пулăшас тесе еплерех юр тытни çинчен çырнăччӗ. Çавăн чух пуçласа гонорар та илсе куртăм — 3 тенкӗ те 83 пус. Киле çитсен хамăн савăнăçа аттепе аннене те пӗлтертӗм. Атте мана хăйӗн пысăк та çирӗп аллисемпе ыталаса: «Маттур, Альберт, яланах çапла маттур пул!» — терӗ. Унтанпа 68 çул иртрӗ пулсан та çав савăнăçа та, аттен сăмахӗсене те хальхи пекех аван астăватăп, ун сăмахӗсем мана яланах хавхалантарса тăнă.
Йӗлтӗрпе çӳреме пăрахман Альберт. Хӗл ларсанах йӗлтӗр çине тăнă яланах. 7-мӗш класра вӗреннӗ чухне йӗлтӗрпе чупса тантăшӗсен хушшинче 2-мӗш вырăн йышăннă, шкул пӗтернӗ çул вара 10 километра чупса 1-мӗш вырăна тивӗçнӗ, 3-мӗш разрядлă спортсмен пулса тăнă. Альберт Миронович хăйне пуç усмасăр ăнăçу патне талпăнма вӗрентнӗшӗн хăйӗн пӗрремӗш вӗрентекенне Христина Терентьевнăна тав тăвать.
Шкул пӗтерес умӗн, 1957 çулхи апрель уйăхӗнче, каччă ăнсăртран пăрлă шыва ӳкнӗ. 28 минутран тин хăтарайнă ăна. Хытă шăннăскерӗн сывлăхӗ тепӗр икӗ уйăх йӗркеллех пулнă темелле — вăл вӗренсе тухмалли экзаменсене аванах тытма пултарнă. Экзаменсем вӗçленнӗ-вӗçленмен хытă чирлесе ӳкнӗ. Çавăнпа малалла вӗренме каясси пирки вăхăтлăха манма тивнӗ. Сывалсан фермăра лавçăра ӗçленӗ, тепӗр çул спиртзавода грузчик пулса вырнаçнă.
1959 çулта Альберт Кольцов Сӗнтӗрвăрринчи строительство техникумне вӗренме кӗнӗ. Шăп çакăнта çӗнӗрен спортпа туслашнă вăл: çулла чупнă, хӗлле йӗлтӗрпе çӳренӗ, час-часах ăмăртусене хутшăннă.
1962 çулта алла диплом илсен çамрăк специалиста направленипе Çӗпӗрти пӗр çар чаçне ӗçлеме янă. Çӗршыври уйрăмах пӗлтерӗшлӗ объектсене тунă çӗрте тăрăшнă чăваш каччи. Виçӗ çултан Куйбышеври план институтне каçхи уйрăма вӗренме кӗнӗ вăл.
1968 çулта Хусана пурăнма куçнă та кунти финанспа экономика институтӗнче вӗренме пуçланă, çав хушăрах «Казаньпромстрой» стройтрестра ӗçленӗ. Карьера пусмипе майӗпен ӳссех пынă Альберт Миронович: малтан уйрăм диспетчерӗ пулнă, унтан — аслă экономист, каярах тӗп диспетчера çитнӗ.
1976 çулта çамрăк специалиста «Казаньпромстрой» трестăн ЖБИ-2 завочӗн директорӗ пулма шанаççӗ. 1979 çулта вара Альберт Кольцова Главтатстройăн тӗп диспетчерӗ пулма çирӗплетеççӗ. Темиçе трестпа автотранспорт пӗрлешӗвне тытса тăракан организацире хăвăрт та нумай ӗçлеме тивнӗ. Альберт Мироновича кун пек ӗç кăмăлне кайнă.
1987 çулта ăна «ПСМ» трестăн ЖБИ-3 заводчӗн директорӗ пулма çирӗплетнӗ. Кунта 1990 çулччен тăрăшнă вăл. Унтан Лайăш районӗнчи Столбищери ОПХ директорӗ çине тăрса чӗннипе унăн тӗп юсав енӗпе ӗçлекен çумӗ пулма килӗшнӗ. Кунта куçсан Альберт Миронович ертсе пынипе Аслă Кабан ялӗнче 350 вырăнлă çӗнӗ шкул тума пуçланă. Çӗршывра çӗнйӗркелӳ тапхăрӗ пуçланнăран строительство ӗçӗсем сакăр çула тăсăлнă. 2002 çулта тин туса пӗтерсе хута янă асăннă объекта.
Шкулта вӗреннӗ чух литература кружокне çӳрени харама кайман Альберт Кольцовшăн — çырас туртăм унра нихăçан та иксӗлмен. Ӗçленӗ чух вăхăт çитмен ӗнтӗ, паллă, тивӗçлӗ канăва тухсан вара хăйӗн тăван районӗнчи фронтовиксем, ӗç çыннисем çинчен статьясем çырма пуçланă вăл. 2014 çулта пӗрремӗш кӗнеки кун çути курнă. 2017 тата 2020 çулсенче иккӗмӗшпе виççӗмӗш кӗнеки те пичетленсе тухса вулакан патне çитнӗ. Пӗлтӗр, 2023 çулта, Альберт Канаш çуралнăранпа 95 çул çитнӗ тӗле те уйрăм кӗнеке кăларнă Кольцов.
Ӗçри хастарлăхшăн чылай наградăна тивӗçнӗ Альберт Миронович. Йӗлтӗр спорчӗпе те 1-мӗш разряд унăн. Ветерансен хушшинче иртекен ăмăртусене 25 çул хушши хутшăнса 15 хутчен çӗнтерӳçӗсен йышне лекнӗ. Кӗскен каласан — халӗ те пӗр вырăнта ларма юратмасть вăл, ялан мӗн-тӗр тумалла, çӗннине пӗлмелле, аталанмалла... Мăшăрӗпе Нина Павловнăпа 50 çул ытла шăкăл-шăкăл, килӗштерсе пурăнаççӗ вӗсем. Виçӗ ачипе тăватă мăнукӗ тата кӗçӗн мăнукӗ ватăсене пулăшсах, хавхалантарсах тăраççӗ. Юбиляра малашне те сывлăхпа нумай-нумай çул пурăнма, вулакана хăйӗн статйисемпе савăнтарма хавхалану сунатпăр.
Кольцовсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев