Светлана Асаматăн «Акатуй сăввисем» кӗнеки тухрӗ
Ачасем çуллахи каникулта канаççӗ, çӗнӗ вӗренӳ çулӗ валли вăй-хал пухаççӗ. Чăваш кӗнеке издательствинче тимлекенсем вара ырми-канми ӗçлеççӗ, вӗсем валли çӗнӗ кăларăмсем хатӗрлеççӗ. Тин кăна акă Светлана Асаматăн «Акатуй сăввисем» кӗнеки типографирен çитрӗ. Ăна вăтам классенче вӗренекенсем валли кăларнă. Ӳнерçисем – Мария Ермолаевăпа Екатерина Васильева.
Кăларăма виçӗ хайлав кӗнӗ. «Тарни» сăвăлла халапра автор тавçăруллă чăваш хӗрарăмӗпе унăн паттăр мăшăрӗ çинчен каласа парать. Арçын тыткăна лексен арăмӗ «сывпуллашма» килет те ăна алшăлли парса хăварать. Хайхи парне ахаль япала пулман, тӗрленӗскер. Тӗрӗ мӗнлерех вăрттăнлăх упранине тăшмансем чухламан, паллах. Анчах арçын йăлтах ăнланнă:
Тепӗр ирпе çавă чăваш
Тарнă пулать тыткăнран,
Парне çинче çырнине вăл
Вулама пултарнăран.
«Акатуй сăввисенче» авалхипе хальхи чăваш уявӗ çинчен сăмах пырать. Кунта чăвашсем мӗнпе мăнаçланнине, мӗне мала хунине ăнланса илме пулать. Йăхташăмăрсем ӗçлеме те, канма та пӗлеççӗ иккен. Уявсенче ытти халăх ывăлӗ-хӗрне пуçтарма, хăналама та ăста. «Пӗр кайăк» сонет кăшăлӗнче поэт çутçанталăк илемне сăнанă май пуян вăрмана – халăх, ӗçчен кайăка çын евӗрлӗ сăнарласа, кăткăс танлаштарусем, пӗтӗмлетӳсем туса тӗлӗнтерме тăрăшать.
Светлана Смирнова (Асамат) – çирӗм çичӗ кӗнеке авторӗ. Вăл – чăваш халăх поэчӗ, юрăç, композитор, куçаруçă, журналист. Ачасем валли çырнă сăввисем «Çумăр ташши», «Тӗлӗнтермӗш тӗлӗк», «Алфавит», «Малышня», «Урам вăранчӗ. Улица проснулась», «Çурхи çаврăм» кӗнекесене кӗнӗ. Чăваш Республикин искусствăсен тава тивӗçлӗ деятелӗ, Ульяновск облаçӗн культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, Чăваш комсомолӗн Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ, Ульяновск облаçӗн И.Я. Яковлев ячӗллӗ, Пушкăртстанри Фатых Карим ячӗллӗ премийӗсен лауреачӗ.
С. Асамат 1952 çулхи çӗртме уйăхӗн 24-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Кайри Ăнтавăш ялӗнче çуралнă. Канашри педагогика училищинчен, Шупашкарти Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищинчен, И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университетӗнчен вӗренсе тухнă. Тӗрлӗ шкулта ачасене музыка вӗрентнӗ. Чăваш радиопа телевиденийӗнче, Чăваш наци музейӗнче вăй хунă. Хальхи вăхăтра Чăваш наци радиовӗнче ӗçлет. Раççей Федерацийӗн Писательсен тата Журналистсен союзӗсен, Чăваш композиторӗсен ассоциацийӗн пайташӗ.
Светлана Васильевна хăйӗн çӗнӗ кӗнекине Çеçпӗл Мишшин 125 çулхи юбилейне халалланă. Ку пӗртте ăнсăртран мар. «Манăн хайлавсем хаçат-журналта пичетленсех тăнă-ха, анчах 1984 çулта сăввăмсем пирвайхи хут кӗнекере – «Çеçпӗл çеçкисем» ятлă сборникра – кун çути курнă. Ку маншăн чăваш литературинчи пӗрремӗш утăм пулнă темелле. Тепӗр икӗ çултан уйрăм кӗнекем тухнă. Унсăр пуçне 1989 çулта Чăваш комсомолӗ мана Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ премие панă. Унтанпа вăтăр пилӗк çул иртрӗ», – пӗлтерчӗ чăваш халăх поэчӗ.
Автора малашне те кал-кал ӗçлеме хавхалану сунатпăр, çамрăк вулакансене вара вăхăт тупса «Акатуй сăввисемпе» паллашма сӗнетпӗр.
Ольга ИВАНОВА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев