Тăхăрьялăн пуян историйӗ Элшел музейӗнче упранать
Тăхăрьял историйӗпе паллашас тесен Пăва районне кӗрекен Элшелне кăна каймалла. Шăп çак ялта пуçтарнă та ӗнтӗ легендарлă тăрăхăн ӗмӗрсен пуян кун-çулне. Кам кăна тухман-ши Тăхăрьялтан? Культура, наука, спорт, çар тата ытти сферăра палăрнисем йышлă, анчах пуринчен ытла писательсемпе поэтсем. Мӗнпе çыхăннă çакă? Сывлăшӗ урăхларах-ши е ытти сăлтавпа? Апла-и, капла-и – ку факт. Паллă çынсен пурнăçӗпе паллаштарать те Элшелӗнчи музей. Унта эпир Пăва районне ӗçпе кайсан кӗрсе тухрăмăр. Музей ӗçне ялти хисеплӗ çын Евгений Афанасьев йӗркелесе ертсе пырать. Çак ӗçе вăл шкулта ӗçленӗ чухнех кӳлӗннӗ, пенсие тухсан та пăрахас темен – малаллах ӗçлет. Мӗншӗн тесен музей ӗçӗн хакне, унăн социаллă пӗлтерӗшне çав тери аван ăнланать. Çамрăксем ку енӗпе пит ӗçлесшӗнех мар, çул ӳсӗмне кура ун хакне ăнланмаççӗ-ши?
Шăп çак ялта пуçтарнă та ӗнтӗ легендарлă Тăхăрьялăн историйӗпе ӗмӗрсен пуян кун-çулне
Тăхăрьял историйӗпе паллашас тесен Пăва районне кӗрекен Элшелне кăна каймалла. Шăп çак ялта пуçтарнă та ӗнтӗ легендарлă тăрăхăн ӗмӗрсен пуян кун-çулне. Кам кăна тухман-ши Тăхăрьялтан? Культура, наука, спорт, çар тата ытти сферăра палăрнисем йышлă, анчах пуринчен ытла писательсемпе поэтсем. Мӗнпе çыхăннă çакă? Сывлăшӗ урăхларах-ши е ытти сăлтавпа? Апла-и, капла-и – ку факт. Паллă çынсен пурнăçӗпе паллаштарать те Элшелӗнчи музей. Унта эпир Пăва районне ӗçпе кайсан кӗрсе тухрăмăр. Музей ӗçне ялти хисеплӗ çын Евгений Афанасьев йӗркелесе ертсе пырать. Çак ӗçе вăл шкулта ӗçленӗ чухнех кӳлӗннӗ, пенсие тухсан та пăрахас темен – малаллах ӗçлет. Мӗншӗн тесен музей ӗçӗн хакне, унăн социаллă пӗлтерӗшне çав тери аван ăнланать. Çамрăксем ку енӗпе пит ӗçлесшӗнех мар, çул ӳсӗмне кура ун хакне ăнланмаççӗ-ха. Музей ӗçӗ вара пӗрре те кичем мар. Экспонатсемпе паллашма пуçлатăн та – сисместӗн те истори авăрне кӗрсе каятăн.
– Музее 2007 çултах йӗркелеме пуçларăмăр, 2011 çулта уçрăмăр. Унччен музей шкулта кăначчӗ, лайăхахчӗ вăл. Василий Юркин ăна Григорий Тимофеева халалласа уçма сӗнчӗ. Çак вăхăтра шăпах унăн Тăхăрьяла халалланă иккӗмӗш кӗнеки пичетленсе тухрӗ. Пӗрремӗш кӗнекине кăларас тесе хамăр та нумай нушалантăмăр, – терӗ Афанасьев музей ӗçӗпе паллаштарма пуçласа.
Малтанласа музей концепцийӗ улшăнсах тăнă: пуçласа ăна таврапӗлӳпе çыхăнтарасшăн пулнă, вара темле майпа Тăхăрьял çине куçса кайнă, ятне Григорий Тимофеевпа çыхăнтараççӗ. Питӗ хисеплеççӗ çак чăваша ку тăрăхсем. Ун чухне Тимофеева халалланă палăка уçман пулнă-ха. Аса илтеретпӗр, «Суварта» Григорий Тимофеевичăн пурнăçӗ çинчен статья тухнăччӗ. Вăл Иван Яковлевăн вӗренекенӗ пулнă. Тăхăрьял тăрăхӗнче пурăнакансемшӗн кăна мар, пӗтӗм чăвашшăн ӗçӗсем пӗлтерӗшлӗ. Хăй вăл Хусан кӗпӗрнине кӗрекен Шупашкар уесӗн Тӗрлемес ялӗн çынни пулнă, 1878 çулхи январӗн 21-мӗшӗнче (çӗнӗ стильпе февралӗн 2-мӗшӗнче) çуралнă. Мӗншӗн-ха элшелсем пит çывăха хураççӗ ăна? Мӗншӗн тесен хăй пурнăçӗн ытларах пайне вăл çак ялта пурăнса ирттернӗ, нумай ырă ӗç тунă. Чӗмпӗрти чăваш шкулне пӗтернӗ хыççăн 1896 – 1908 çулсенче вӗрентекенре ӗçленӗ. Унтан 1908 – 1915 çулсенче пачăшкă пулнă. Çакăнта пурăннă чухне ӗнтӗ Тăхăрьял тăрăхӗ çинчен паха алçырăвне хатӗрлет. Шел те, хăй ӗмӗрӗнче кӗнеки кун çути курасса кӗтсе илеймен. Вăл Шупашкарта 1972 çулта тин кӗнекен тухнă.
Григорий Тимофеевичăн пурнăçӗ халăх тăшманӗ пек тӗрмере вӗçленни ытла та хурлăхлă. Çавăнпа паянхи кун та унăн ятне манманни, çӳле хурса хаклани чӗрене ăшăтать. Тавах элшелсене çак сумлă ӗçӗшӗн.
Майпен музее хăтлăх кӳртме, экспонатсем пуçтарма тытăнаççӗ. Йӗркелӳçӗсен ăна Тăхăрьял тавралăхӗпе çыхăнтарса капăрлатма шутлаççӗ. Мӗнле çакна пурнăçламалла-ха?
–Чӗнтертӗмӗр художниксене. Килчӗç. Çичӗ уйăха яхăн ӗçлерӗç вӗсем. Малтан самолетпа вӗçсе хăпаратпăр та çӳлтен ӳкерсе илетпӗр терӗмӗр. Чăнах та çапла турăмăр. Анчах самолетпа ӳкерсе илнӗ ялсен пӗр уйрăмлăх та çук тейӗн, йăлт пӗр евӗртерех – çӳлтен пăхсан. Чиркӳ пур ӗнтӗ хăш-пӗр çӗрте. Вара художниксемпе çапла шут тытрăмăр: «Каятпăр та ялсене, паллă вырăнсене тупса ӳкерсе илетпӗр». Çапла çак картинăсем çуралчӗç, чăн-чăн живопись япалисем кусем, – кăмăллăн калаçрӗ Евгений Афанасьев. – Художникӗсем, пӗри Патăрьелӗнченччӗ, тепри Ульяновскран. Тăхăрьял тетпӗр те, тӗрӗссипе, çак йышра 15 ял. Ӳкерсе пӗтерчӗç, пӗри стена çине вырнаçмасть. Мӗн тумалла? Вара картинăсене авса пӗрме шутларăмăр. Пач урăхла курăнма пуçларӗç вӗсем, калăпăшлăрах, интереслӗрех.
Çапла халӗ музейӗн тăватă стенине те (çӳлти пайӗнче) тăршшӗпех чăн-чăн картинăсем илемлетеççӗ. Лайăхрах курăнтăр тесе çутăпа та тивӗçтернӗ. Колхозăн укçи сахалрах пулнипе кăна кашнин патне лампочка вырнаçтарайман. Тӗрӗссипе кашни музейре те кун чухлӗ çутă кӗртсе пӗтермен, çав шутра районти музейре те кашни витринăна çутатмаççӗ. Кунта вара урайӗнчен пуçласа маччана çити.
Евгений Афанасьев сăмахӗпе, майӗпен музей Тăхăрьялтан тухнă паллă çынсем çине куçса пынă. Нумайăн вӗсем, çыравçăсем кăна миçен. Литература урокӗсем ним мар ирттерме пулать. Писательсемпе поэтсен биографийӗсемпе хайлавӗсемсӗр пуçне харпăр япалисемпе те паллашма пулать. Хальлӗхе тимлӗхе илмен çыравçăсем те юлнă-ха, материалсем пуçтарас ӗç пырать.
Экспонатсемпе паллаштарнă май Евгений Ильич хăш-пӗрин умӗнче ытларах чарăнса историйӗпе тӗплӗнрех паллаштарчӗ. – Ак ку çынна пӗлеттӗм... Кунпа пӗрле ӗçленӗ. Дедушкина хăвăр та аван пӗлетӗр... Шел, Дворов пиртен уйрăлчӗ, Шашкинпа туслăччӗ... Ак çакăнта Кӗмӗлӗн сăввисене пухнă, Чебоксаровăн, Ложниковăн, вырăсла çырать-ха вăл. Анатолий Малышевăн «Вăрçă çăпанӗсем» ак çакăнта, Ырьятăн кашни кӗнеки пур. Ӗнтӗ кӗнекисем вырнаçми пулчӗç. Сюрмина каласа хăварăр шкап кирлӗ тесе, – шӳтлерӗ Евгений Ильич ял хутлăхӗн пуçлăхне аса илсе.
Кӳршӗ ялтан тухнă Евгений Салмин генералпа та мухтанаççӗ элшелсем. Евгений Ильичпа вӗсем пӗр класра вӗреннӗ.
– Анна Степановна (Никонорова. – Авт.) ялӗнчен вăл, пит маттур çын, – тем аса илнӗн пӗр самант шăп тăчӗ Евгений Ильич. – Документсене упрама вырăн кирлӗччӗ, çавна Анатолий Малышев тытрӗ те хăйех туса пачӗ.
Историе кӗрсе юлнă сăнӳкерчӗксем пуçтарнă кунта. Акă пӗрин çинче Пӳркел çамрăкӗсем. Вӗсем 1941 çулхи июнӗн 20-мӗшӗнче Хусанта республика çамрăкӗсен конкурсӗнче лауреатсем пулса тăнă. Пурте чăваш тумӗпе, хӗрӗсем кӗмӗл капăрлăхӗсене тăхăннă. Пит хитре курăнаççӗ. Вăрçă пуçланас умӗн пӗр кун маларах пулнă çакă.
Евгений Ильич пӗлтернӗ тăрăх, мӗнпур экспонат вырăнта мар халӗ. Пăва районӗн иккӗмӗш энциклопедине хатӗрленипе нумай документа илсе кайнă. Кайран, паллах, тавăрса параççӗ.
Музейӗн малашнехи шăпи вара хальлӗхе паллă мар. Çитес çулсенчи ӗç планӗнче Элшелте çӗнӗ клуб тăвасси пур. Хальхи питӗ те кивелсе çитнӗ. Анчах çӗнӗ клубра музей валли кун чухлӗ вырăн уйăрса парасси иккӗленӳллӗ. Çавăнпа пăшăрханать Евгений Афанасьев. Уйрăмах картинăсене шел. Хăш-пӗрне хывса илме те май çук. Вӗсем питӗ уникаллă-çке, ӳнер искусствин хаклăхӗсем. Проектпа Культура çуртӗнче ташă залӗ пулмалла. «Ташă залӗ кирлӗ мар пире, музей валли парсан юрать ăна, калăпăшӗ юрăхлă», – ӗмӗтленчӗ Евгений Ильич.
Калаçу вӗçленсе пынă май Афанасьев музее пулăшакансене аса илчӗ. Çав шутра Василий Дедушкина та. Тăван ялӗнчи музее вăл нумай япала пухса панă. Юлашкинчен хăйӗн шупăрне те килсе хунă. Чунӗ сиснӗ-ши пурнăçӗ вӗçленсе пынине? Василий Цыфаркин та активлисен шутӗнче. Хăй аллипе нумай япала ăсталанă вăл. Пурне те чӗререн тав турӗ Евгений Ильич.
Ирина ТРИФОНОВА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев