News by date 7 August 2022
-
Тутарстан киновӗ «Алтайри Шукшин кунӗсем» Пӗтӗм Раççейри кинфестивальте гран-при çӗнсе илнӗ
Июлӗн 19 – 23-мӗшӗсенче «Алтайри Шукшин кунӗсем» Пӗтӗм Раççейри фестиваль витӗмӗпе XXIV кинофестиваль иртнӗ. Тутарстан кинематографӗсем унта гран-при çӗнсе илме пултарнă. Ильдар Ягафаров ӳкернӗ «Исэнмесез?» кинофильм пирки пырать сăмах. Ильдар Рашитович фестивальсене ăнсăртран хутшăннă тесе каласа пачӗ. Мускавран пӗлӗшӗ шăнкăравласа фестивале хутшăнма сӗннӗ иккен, приз илме шак хумасăр, ытахальтен тенӗ пек килӗшнӗ. Заявкăсем йышăнма чарăнас умӗн пӗр кун маларах фестивале хутшăнма ӗлкӗрнӗ. Лентăна «Западные ворота» жюрийӗ пысăка хурса хакланă. Режиссера хăйне фестивальсене хутшăнасси мар, прокат ытларах интереслентерет, республикăра «Исэнмесез?» шăпипе савăнмалла – кинона çӳрекенсем нумай, пӗтӗмӗшле илсен куракансен кăмăлне каять. Çав вăхăтрах çамрăк, анчах авторитетлă Псков фестивалӗн лонг-листне лекни те паха тесе кинофестиваль авторитетлă пулнине палăртрӗ Ягафаров.
-
«Стиль жизни – культурный код» этно-мода фестивалӗ мăн асаттесемпе асаннесен хăварнă еткере чӗртсе тăратрӗ.
Хусанта августăн 2-мӗшӗнче этно-fashion фестиваль уçăлчӗ. Пурнăç йӗрки культура кодне çаврăнать. Çакăн çинчен каласа парать Хусанта августăн 2-мӗшӗнче уçăлнă «Стиль жизни – культурный код» этно-fashion фестиваль. Хамăр историре пӗр тапхăр мăн асаттесен, асаннесен пурнăç йӗркине манма хăтлантăмăр. Вӗсем тытса пыракан ӗç йӗрки, культури, тӗрӗсрех каласан, архаизма çаврăнчӗ. Паянхи куна сахалăшӗн килӗнче авалхи савăт-сапа е ытти çӗрте усă курмалли хатӗрсем упранса юлнă, наци тумӗ те кашнин çук. Истори тепӗр тапхăра та пӗлет, ытларах чух фольклористсем тăрăшнипе иртнине, манăçнине тавăрма хăтланни. Чылай чухне çакă ăнăçлăнах пулса пынă. Паян эпир историн тата тепӗр тапхăрне кӗтӗмӗр курăнать.
-
Тăхăрьялăн пуян историйӗ Элшел музейӗнче упранать
Тăхăрьял историйӗпе паллашас тесен Пăва районне кӗрекен Элшелне кăна каймалла. Шăп çак ялта пуçтарнă та ӗнтӗ легендарлă тăрăхăн ӗмӗрсен пуян кун-çулне. Кам кăна тухман-ши Тăхăрьялтан? Культура, наука, спорт, çар тата ытти сферăра палăрнисем йышлă, анчах пуринчен ытла писательсемпе поэтсем. Мӗнпе çыхăннă çакă? Сывлăшӗ урăхларах-ши е ытти сăлтавпа? Апла-и, капла-и – ку факт. Паллă çынсен пурнăçӗпе паллаштарать те Элшелӗнчи музей. Унта эпир Пăва районне ӗçпе кайсан кӗрсе тухрăмăр. Музей ӗçне ялти хисеплӗ çын Евгений Афанасьев йӗркелесе ертсе пырать. Çак ӗçе вăл шкулта ӗçленӗ чухнех кӳлӗннӗ, пенсие тухсан та пăрахас темен – малаллах ӗçлет. Мӗншӗн тесен музей ӗçӗн хакне, унăн социаллă пӗлтерӗшне çав тери аван ăнланать. Çамрăксем ку енӗпе пит ӗçлесшӗнех мар, çул ӳсӗмне кура ун хакне ăнланмаççӗ-ши?
-
Çӗпрел районӗнчи Упи тăрăхӗн мухтавлă çынни, пултаруллă юрăçи, халăх ансамблӗн пултăклă ертӳçи – Людмила Сердцева!
Пӗчӗк чухнех тăрăшуллă, маттур, правур, хастар пулнă вăл. Пур ӗçе те вăхăтра та тӗплӗ ӗçлеме юратнипе палăрса тăнă. Ахальтен мар пӗр-пӗр ӗç тумалла е ăçта та пулсан каймалла чухне Пётр Иванович: «Люсьăна ярăр, вăл кайсан веçех пулать», – тенӗ. Çӗпрел районӗнчи Упи тăрăхӗн мухтавлă çынни, пултаруллă юрăçи, тӗрлӗ енлӗ талантлă вӗрентекенӗ, чăваш наци культурине упрас тата аталантарас, çамрăк яш-кӗрӗме çӗршывшăн, чăвашлăхшăн, пуласлăхшăн тăрăшма вӗрентес ӗçре ырми-канми тăрăшакан, «Хӗлхем» халăх фольклор ушкăнӗн тата «Çăлкуç» ушкăнӗн ертӳçи Людмила Петровна Сердцева августăн 4-мӗшӗнче хăйӗн 65 çулхи юбилейне паллă турӗ.