Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тăван чӗлхесен çулталăкӗнче чăваш çырулăхне 150 çул çитни символлă

Кăçал Тăван чӗлхесен тата халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗнче чăваш çырулăхӗн 150-çуллăхне палăртатпăр. Ку хăйне май символлă. Иван Яковлевич Яковлев чăваш алфавитне йӗркелени мӗн тери пысăк екер пулнине кашни чăваш ăнланать-ши? Мӗн каласа хăварнă-ха вăл пире? Çӗнӗ çырулăх чăваш литература чӗлхине никӗсленӗ, илемлӗ литературăна аталанма майсем уçса панă «...Эй, тăван çыннăмсем! Чăн кăмăлтан тав тăватăп сире. Эсир маншăн ялан та ăшă пултăр, кăмăллă пултăр. Сиртен çакна курма эпӗ тивӗçлӗ те пулман. Çаплах тата вырăс çыннисене те нумайăшне, пит нумай çынна, чунтан тав тăватăп. Ман ӗçе тума вӗсем нумай пулăшрӗç, чăн кăмăлтан ман енче тăчӗç. Хампа пӗрле ӗçленӗ юлташăмсене, мана пулăшса пурăннă мӗнпур çынна пурне те чунтан каласа тав тăватăп: нимӗне хапсăнмасăр вӗсем мӗнпур халӗсемпе ӗçлерӗç, вӗсемсӗр пуçне ман ӗçӗм те палăрман пулӗччӗ. Пӗр хам анчах вӗрентнӗ хамăн çыннăмсене кăмăлтан ырă сунатăп. Эпӗ вӗсене вӗрентсе ларнă вăхăтсем ман пурнăçра чăн савăнăçлă вăхăтсем пулчӗç. Пурăнан пурнăçăрта сире пурсăра та Турă сыхласа, упраса усратăр».

Çӗнӗ çырулăх чăваш литература чӗлхине никӗсленӗ, илемлӗ литературăна аталанма майсем уçса панă

«...Эй, тăван çыннăмсем! Чăн кăмăлтан тав тăватăп сире. Эсир маншăн ялан та ăшă пултăр, кăмăллă пултăр. Сиртен çакна курма эпӗ тивӗçлӗ те пулман. Çаплах тата вырăс çыннисене те нумайăшне, пит нумай çынна, чунтан тав тăватăп. Ман ӗçе тума вӗсем нумай пулăшрӗç, чăн кăмăлтан ман енче тăчӗç. Хампа пӗрле ӗçленӗ юлташăмсене, мана пулăшса пурăннă мӗнпур çынна пурне те чунтан каласа тав тăватăп: нимӗне хапсăнмасăр вӗсем мӗнпур халӗсемпе ӗçлерӗç, вӗсемсӗр пуçне ман ӗçӗм те палăрман пулӗччӗ. Пӗр хам анчах вӗрентнӗ хамăн çыннăмсене кăмăлтан ырă сунатăп. Эпӗ вӗсене вӗрентсе ларнă вăхăтсем ман пурнăçра чăн савăнăçлă вăхăтсем пулчӗç. Пурăнан пурнăçăрта сире пурсăра та Турă сыхласа, упраса усратăр».

 

Çак сăмахсене И.Я.Яковлев Халалӗнчен илтӗм. Патриархăн тӗп ӗçӗ – тăван чăваш халăхне çутта кăларасси пулнă. Паллах, çак тӗп ӗçӗн пуçламăшӗ те пур ӗнтӗ. Пуçламăшăн пӗрремӗшӗ: Чӗмпӗр чăваш шкулне йӗркелени. Иккӗмӗшӗ: чăваш кӗнекине халăх патне çитерни. Ырă çынсем пулăшнипе çулсен пуçламăшӗ  чиперех  йӗркеленет   темелле.  Асăрхăр-ха – И.Яковлев чăваш шкулне Чӗмпӗрте гимназире вӗреннӗ чухне (1868 çул) никӗсленӗ, «Букваре» –  Хусан университетӗнче пӗлӳ пухнă вăхăтра пӗрремӗш курс хыççăн (1871 çул) пухса çитернӗ. Паллах, çакăн пек капашсăр ӗçсене пӗччен кăна пурнăçлама çуках ӗнтӗ. Акă вӗсем, Иван Яковлевичăн çывăх çыннисем, тӗрекӗ: юлташӗ, пӗрремӗш вӗренекенӗ, ӗçтешӗ, ӗмӗрӗпех пулăшса тăнă Алексей Васильевич Рекеев, Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи халăх училищисен директорӗ Илья Николаевич Ульянов, Хусан университечӗн профессорӗ, учительсен семинари директорӗ Николай Иванович Ильминский, Чӗмпӗр чăваш шкулӗн пирвайхи заведующийӗ, вӗрентекенӗ Даниил Филимонович Филимонов тата ытти нумай-нумай çын.

 

«Чăваш кӗнекине» çырассин пуçламăшӗ çапла пулнă

 

«...Матви Иванӗ кашни кун вӗсен патӗнче. Вăл ӗнтӗ тусӗнчен саспаллисене пурне те вӗреннӗ. Туссем саспаллисене пӗрле çыпăçтарса сăмахсем кăлараççӗ, анчах хăш-пӗр сăмахшăн паллăсем çитмеççӗ. Акă АВТАН, ЛАША, АРМАН лайăх пулса тăраççӗ, КĂМАКА, ХĂНКĂЛА  сăмахсене çыпăçтарма вара саспаллисем çитмеççӗ, ТЕНКЕЛ, СЕНКЕР, СЕТНЕР сăмахсем те аванах майлашăнчӗç. ӖМӖТ, СӖЛӖ сăмахсене майлаштарма каллех саспаллисем çитмеççӗ.
– Эсӗ çав саспаллисене шухăшласа кăлар, – ăс парать Матви Иванӗ.
– Шухăшлама пулать, – тет Иван...»
Тихăн Петӗрккин «Кушкă ачи» повеçӗнчен илтӗм çак сăмахсене. Писатель Иван Яковлев Пăрăнтăкри шкулта пӗлӳ тӗнчине пирвайхи утăмсем тунине сăнарлă ӳкерчӗк тунă май ача пуçӗнче тăван чӗлхепе вӗренме, кӗнекесем вулама май çуккишӗн пăшăрханнине кăтартакан шухăш тӗвӗленме пуçланнине кăтартнă. Пăрăнтăк шкулӗнче ачасене вырăсла кăна вӗрентнӗ вӗт, чăвашсене тăван чӗлхепе хутшăнма чарман пулин те, вӗсене пӗр-пӗринпе вырăсла çеç калаçма хистенӗ. Яковлев Гаврил Мушкеев вырăс çемйинче пурăнса ют чӗлхене хăвăрт хăнăхса пынă, Пăрăнтăкра тăватă çул вӗренсе пӗрремӗш вӗренекен ятне илнӗ.
«...Мӗн пачӗ-ха мана училище? – аса илсе çырнă Иван Яковлевич. –  Хам ачаранпах лайăх астуса юлнипе тата тавçăруллă пулнипе хăвăрт та такăнмасăр вулама хăнăхрăм. Анчах хам мӗн вуланине нумайăшне пачах та ăнланмастăм. Эпӗ шкулта арифметикăпа тăватă тӗрлӗ шутлама лайăх вӗренсе çитрӗм...
Тăван кӗтесӗм – Кушкă ялӗ – çывăхчӗ, çакă мана çуралнă вырăна тата юлташсене, тăвансене час-часах çитсе курма май паратчӗ. Ун пек чухне вара Якур-Энтри Пахомов сайра хутра эпӗ шкулта мӗне-мӗне вӗренни çинчен ыйтса пӗлетчӗ. Эпӗ унăн кăмăлне яланах тивӗçтерейместӗмччӗ е пачах та пӗлместӗмччӗ. Ку ӗнтӗ хам шкул çинчен путлӗн каласа пама хал çитерейменнинчен килетчӗ. Шкулта эпӗ вырăссен пурнăçне хăнăхма тытăннăччӗ. Ку вăл вара чăваш йăли-йӗркинчен чылай уйрăлса тăратчӗ. Çавăнпа та тăван мар атте эпӗ каласа панине тӳрех ăнланса илейместчӗ. Çитменнине эпӗ вӗренсе пыракан ăнлавсене чăваш чӗлхипе калама йывăрччӗ, вӗсене ахаль хресчен ăша хываймастчӗ. Энтри Пахомов кăмăлсăрланатчӗ, йăлт аптăраса ӳкетчӗ.
Вӗренекенсене шкулта вырăсла çеç калаçма, кӗл тума хушатчӗç, анчах чăваш ачисене пӗр-пӗринпе тăван чӗлхепе хутшăнма чармастчӗç. Вара эпир хамăн тусăмпа Игнатий Ивановпа иксӗмӗр пӗр-пӗрне хаваслах та мар хыпарсем пӗлтереттӗмӗр...» («Манăн пурнăç», 88-89 стр.).
Тăван халăха тăван чӗлхипех вӗренме майсем туса парас ӗмӗт çӗр виçевçи пулса ӗçленӗ 1863 – 1867 çулсенче татах та çирӗпленет, тӗрӗссипе ӗнтӗ вăл пурнăç тӗллевӗ пулса тăрать.
«...Косинский поляк патӗнче пулни манра чăвашсене çырулăх парас ӗмӗте татах та çирӗплетрӗ... Имение приказчик килчӗ те манпа паллашрӗ, вăл та поляк, вырăс хӗрарăмне качча илнӗскер. Эпӗ хăйсен чӗлхипе кӗнекесем пур-и тесе интереслентӗм. Эпӗ вырăс чӗлхине кăна пӗлеттӗм. Халиччен вырăсла тата тутарла кӗнекесем кăна курнă. Поляксен те ытти вӗреннӗ халăхсенни пекех хăйсен чӗлхипе кӗнекесем пур иккен. Мӗншӗн чăвашсен чăваш чӗлхипе кӗнекесем çук-ха?.. Ку мана шухăша ячӗ, пăшăрхантарчӗ». («Манăн пурнăç», 106-107 стр.).  
«...1865 çул июль уйăхӗнче Чӗмпӗр кӗпӗрнинче  Сызрань уесӗнче (Сызраньтен кăнтăрарах) Паньшино ялӗнче эпӗ удел хресченӗ пулнă Прохор Акимович Акимов çӗр виçевçипе, чăвашпа, ӗçлерӗм. Эпир икӗ-виçӗ эрне ӗçлерӗмӗр. Çак вăхăтра мана чăвашсене чăвашла вулама тата çырма майсем туса парас шухăш пӗрмаях канăçсăрлантарчӗ. Каллех мана мӗншӗн тата çук ыйтусем асаплантарчӗç. Ăçта-ха йывăрлăх? Кайран çапла шутларăм, тен, çакна пурнăçлама пулать? Çакăн пек ыйтусем тавра эпӗ çухалсах каяттăм. Мишавайсен училищине вӗренсе пӗтернипе кăна эпӗ тулли пӗлӳ илеймерӗм темелле. Çавăнпа çавăн пек ыйтусене уçăмлатма унта илнӗ пӗлӳ çителӗксӗрччӗ. Çапах та эпӗ тӗн кӗнекисене чăвашла куçарасси пирки шухăшлаттăм та, калаçаттăм та. Кун пирки çӗр виçев ӗçӗсенчен каннă вăхăтра хамăрăн пуçлăха, Паньшинăри ӗçсене тӗрӗслесе тăракан Иван Иванович Зекина пӗлтереттӗм. Зекин эпӗ шухăшлани ниме тăмасть тесе ӗнентерме тăрăшатчӗ. Çапла та пулатчӗ: каçпа,  уявсенче эпӗ,  Акимов тата Зенкин пуçтарăнаттăмăрччӗ, эпӗ çав темăпа калаçу пуçараттăм. Тавлашусене Акимов питех хутшăнмастчӗ. Анчах темиçе çул иртсен кун пирки аса илтерчӗ. Паллах, Н.И.Ильминскийпе тӗл пулман пулсан эпӗ шухăшланисем ниепле те пурнăçа кӗреймен пулӗччӗç...» («Манăн пурнăç», 108 стр.)
1867 çулта И.Я.Яковлев тинех Чӗмпӗр гимназине вӗренме кӗрет, çулне  тата малтанхи пӗлӗвне кура ăна тӳрех 5-мӗш класа илеççӗ. Вун тăххăрти гимназист вӗреннӗ çынсен хушшинче хăйне еплерех тытмаллине Раевскипе Глазовсен çемйисем урлă хăнăхса пырать. Паллах, ку питӗ те кирлӗ пулнă. Обществăра хăвна тивӗçлӗ кăтартмалла вӗт! Умна лартнă тӗллеве пурнăçлама ятлă-сумлă çынсемпе хутшăнмасăр ниепле те вăй çитереймӗн.
«Çакна та аса илетӗп: çӗр виçевçисен училищинче крепостла йӗрке пулнăран гимназири пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан курс тата йӗрке çынна хисеплесси çинче никӗсленсе тăни питрех те сисӗнетчӗ.
Гимназире çавăн пек лару-тăрура хама питӗ лайăх туяттăмччӗ, манăн ыттисене çапла аван пурăнтарас килетчӗ. Эпӗ çапла шутлаттăм: мӗншӗн-ха чăвашсене те ман пекех телейлӗ, кăмăллă пултармалла мар, мӗншӗн-ха вӗсене лайăх пӗлӳ илме майсем туса памалла мар? 1868 çул эпӗ чăвашсене вӗрентес тӗллеве тата вӗсем валли уйрăм шкул йӗркелеме кирлине татăклăнах ăнланса çитрӗм...» («Манăн пурнăç», 123-124 стр.)
«...Чӗмпӗр гимназийӗ пысăк пӗлӳ пачӗ мана. Тӗрлӗ ăслăлăх енӗпе нумай вӗреннисӗр пуçне, вырăсла ăнланса вулама хăнăхтарнисӗр пуçне, вăл мана çакна ăнланса илме пулăшрӗ: чăвашсен православире шкул урлă çирӗпленмелле, манăн хамăн та чăваш халăхӗ енче тăмалла...» («Манăн пурнăç», 142 стр.)
1868 çулхи октябрӗн 28-мӗшӗнче Кăнна Кушки чăвашӗ Алексей Рекеев Чӗмпӗр хулине çуранах пырса çитнӗ. Яковлев гимназист ачалăхри юлташне уес училищине вӗренме кӗме хатӗрлесе çитерет. Унсăр пуçне тепӗр тăватă ачана хăй хӳтлӗхне илет, шкул-общежитире хăй шучӗпе пурăнтарса вӗсене те вăл уес училищине кӗме çул уçать. Çапла вара Рекеевран тата шкул-общежитирен Чӗмпӗр чăваш шкулӗ пуçланса каять, Иван Яковлевич Яковлевăн тăван халăхне çутта кăларас ӗмӗчӗ пурнăçланма тытăнать.

Çӗнӗ çырулăх

 

Чăваш çырулăхне йӗркелес ӗçе пуçăнасси  тип-тикӗс пыман. И.Я.Яковлевăн чылай иккӗленӳ, хире-хирӗçӳлӗх витӗр тухса чăнлăх патне çитме тивнӗ. Çапах та ун аллинче чăваш чӗлхипе пичетленнӗ пирвайхи статьясем, Золотницкин кӗнекисем, ытти халăх чӗлхипе тухнă букварьсем пулнă. Университет библиотекинче хăйне кирлӗ кăларăмсемпе паллашма та май килнӗ. Çаксенчен те ытларах мал ӗмӗтлӗ чăваша пулăшма хатӗр ырă çынсем тупăннă. Вӗсенчен пӗри Василий Алексеевич Белилин вырăс студенчӗ, хӗвелтухăç чӗлхисене тӗпчекенскер тата сасăсене лайăх уйăраканскер, танлаштару мелӗпе чăваш чӗлхин сасă тытăмӗ (фонетики) вырăслинчен мӗнлерех уйрăлса тăнине кăтартма пултарнă. Çав тӗллевпе вăл И.Я.Яковлевăн тăван çӗршывӗнче Кăнна Кушкипе таврари ытти чăваш ялӗсенче пулса курать. Иван Яковлев ăна кунти учительсемпе Игнатий Ивановпа, Тимофей Петровпа паллаштарать. Вӗсен йышне Хусанти тӗне кӗнӗ тутар шкулӗн воспитанникӗ, тутарла лайăх пӗлекен Сергей Тимрясов хутшăнать. Хăш-пӗр тӗпчевçӗ 1871 çул çуллахи каникул вăхăтӗнче И.Я.Яковлев В.А.Белилинпа Пăва уесӗнчи чăваш ялӗсенче халăх сăмахлăхне пухса çӳренӗ тесе çырать. Вӗсене çак çӳревре А.В.Рекеев пысăк пулăшу кӳнӗ иккен. Ку тӗрӗсех мар. Яковлев Белилина тăван тăрăхне илсе кайнă, анчах та унăн ялсем тăрăх çӳреме вăхăчӗ пулман – çав  вăхăтра Чӗмпӗр чăваш шкулӗн ӗçӗ-хӗлӗпе ăшталаннă, патша çарне ултавпа илнӗ (1871 çул, март уйăхӗ) А.В.Рекеева хӗсметрен хăтарас тесе тӗрлӗ инстанцие çитнӗ. Тăрăшни харама кайман – А.В.Рекеев салтакран август уйăхӗнче хăтăлнă. Анчах та унăн пӗрле вӗреннӗ тусӗсене пӗлӳ енӗпе хăваласа çитмелле, учитель ятне илме тăрăшмалла. Ку вăхăт тӗлне И.Я.Яковлевпа В.А.Белилин букваре хатӗрлессипе хӗрсех ӗçленӗ ӗнтӗ.
«...Василий Алексеевич Белилин чăваш ялӗсенче çӳрет, чăваш пикисем хитре юрланисене итлет те çырса илет, сăмахӗсем, ун шучӗпе, поэзин çӳллӗ шайӗнче тăраççӗ, вӗсене пӗтӗм тӗнчери ытти халăхсен юррисемпе танлаштарма пулать. Вӗсем Тимофей Петровичпа унчченех, уйăх маларах кунта килсе, нумай юмах, юрă, ваттисен сăмахӗсем, тупмалли юмахсем çырса илнӗччӗ. Белилин Тимофей Петровичпа июлӗн 1-мӗшӗнче Чӗмпӗре таврăнасшăнччӗ. Эпӗ те юлашки çулçӳревре темиçе юмах, ваттисен сăмахӗсемпе тупмалли юмахсем çырса илнӗччӗ,  çулла варринче çак ӗçпе татах аппаланасшăн-ха. Чăваш чӗлхипе учебник хатӗрлеме пирӗн материал нумай пуçтарăнчӗ ӗнтӗ, анчах та вӗсемпе еплерех усă курмаллине хальлӗхе пӗлместпӗр-ха. Учебник хатӗрлессипе халиччен эпир ӗçлемен вӗт, мӗншӗн тесен вăхăт пулман, анчах та июльте çак ӗçе пуçăнатпăрах...
...Николай Иванович, Сиртен ыйтатăп, тархасшăн, юлашки вăхăтра, эпӗ Хусантан кайнă хыççăн Николай Иванович Золотницкин мӗн пичетленнӗ, çавсене ярса парăр-ха, тата хăвăрăн тутар чӗлхипе тухнă азбукăна та ярса парăр... Чӗмпӗр хули. 1871 çулхи июнӗн 24-мӗшӗ». (Н.И.Ильминский патне янă çыруран).
Çапла вара çӗнӗ букваре хатӗрлеме И.Я.Яковлев пухнă пултарулăх ушкăнӗ 1871 çул çулла пуçăнать. Çак ушкăнра В.А.Белилин, С.Н.Тимрясов, Т.П.Петров пулнă.
В.А.Белилин И.Я.Яковлевпа паллашнă чух Хусан университетӗнче филологи факультетӗнче 2-мӗш курсра вӗреннӗ. Чӗлхесене хăвăрт ăнкаракан çын пулнă, чăваш чӗлхине те вăл Пăва уесӗнчи ялсенче çӳренӗ чухне кӗске вăхăтрах чухлакан пулать. Вăл И.Я.Яковлева чăваш чӗлхинчи сасăсен уйрăмлăхне ăнланса илме пулăшать, букварь валли халăх сăмахлăхӗн тӗслӗхӗсене чылай пухать. В.А.Белилин çӗнӗ букварӗн малтанхи икӗ кăларăмне – 1871, 1872 çулсенчисене – хатӗрлеме хутшăннă, кайран çак ӗçрен вăл сивӗннӗ. Иван Яковлевич хăйне букварь хатӗрлес ӗçре чи пысăк пулăшу кӳнӗ ырă вырăс студентне яланах ăшшăн аса илнӗ.

Тимофей Петрович Петров – Пăва уесӗнчи чăваш. Хăй тӗллӗн учителе тухнă, 1870 – 1873 çулсенче Пимӗрселте (Пăва районӗ, халӗ Шемек ялӗпе пӗрлешнӗ) шкулта ачасене вӗрентнӗ. И.Я.Яковлев сӗннипе, учитель ятне илме çăмăлрах пултăр тесе, Самар кӗпӗрнине куçса кайса Тилечер шкулӗнче ӗçлеме тытăнать. 1875 çулта пурнăçран уйрăлнă. Вăл В.А.Белилина чăваш чӗлхине ăнланма пулăшнă. Пăва уесӗнчи ялсенче çӳресе иккӗшӗ халăх сăмахлăхне нумай пухнă. Т.П.Петров çӗнӗ алфавит йӗркелеме тӳрремӗнех хастар хутшăннă, вырăсларан пӗчӗк калавсем те куçарнă.

Игнатий Иванович Иванов – Яковлевран виçӗ çул аслăрах (1845 – 1883). Ăна та Пăрăнтăкри шкулта вӗренме телей тивнӗ. Кайран вăл хресчен пурнăçӗпе пурăннă. Иван Яковлевич ачалăхри тусне «çынна кăларас» тесе чылай ăшталаннă, пӗлӳлӗх кирли пирки ăнлантарнă, Хусанта крешӗн тутар шкулӗпе, Чӗмпӗрте чăваш ачисен вӗренӗвӗпе паллаштарнă. Пирвайхи букваре хатӗрлес ӗçе явăçтарнă. Çапла майпа Кушкă чăвашӗн кăмăлне çавăрнă. Игнатий Иванов 1871 çулта экстернлă йӗркепе экзамен тытса учитель ятне илнӗ. Малашне ӗнтӗ вăл вӗрентекен, И.Я.Яковлевăн кӗнекисемпе халăха чи малтан паллаштараканӗ, вӗсене ӗçре тӗрӗслесе пăхса лайăххипе çитменлӗхсене кăтартаканӗ. Хăй те нумай куçарнă, илемлӗ калавсем çырма тытăннă. Игнатий Иванова пирвайхи чăваш писателӗ тесе те хисеплетпӗр.
Сергей Николаевич Тимрясов (1851 – 1910) Чистай уесӗнчи Çирӗклӗ (Сидулово-Ерыклы) ялӗнче чухăн хресчен çемйинче çуралса ӳснӗ. Ачалăхӗ йывăр килнӗ, вăл час-час чирленӗ. Ăна Хусанти крешӗн  тутарсен шкулне вӗренме йышăннă. 1872 çулта И.Я.Яковлев хистенипе учитель ятне илнӗ. 1872 – 1874 çулсенче Чистай уесӗнче Атлашкино ялӗнче тăванлăх шкулӗнче тăрăшнă. 1874 – 1877 çулсенче Хусанти учительсен семинарийӗнче вӗреннӗ. И.Я.Яковлев хăйне чăваш çырулăхне тума пулăшнă пултаруллă çынсене куçран вӗçертмен: Сергей Николаевича семинари пӗтерсенех Чӗмпӗр чăваш шкулне ӗçлеме илнӗ.
«...Тимрясов, учитель тивӗçӗсемсӗр пуçне, эпӗ ертсе пынипе тӗн тата сапăрлăх (воспитанность, нравственность) кӗнекисене куçарассипе те, чăваш шкулӗсем валли вырăс чӗлхи учебникӗсене хатӗрлессипе те ӗçлӗ», – пӗлтернӗ И.Я.Яковлев вӗренӳ округӗн попечителӗ патне янă çырура. (С думой о народном просвещении. 14-мӗш, 15-мӗш çырусем, 40-41 стр.) Вăл Чăваш шкулӗнче 1880 çулчченех преподавательте тăрăшнă. Каярахпа Иван Яковлевич ун патне çапла çырать: «...70-мӗш çулсене питӗ лайăх астăватăп, эсӗ ман патра Хусанта та, Чӗмпӗрте те пурăнсаттăн. Эсӗ мана куçару ӗçӗнче пулăшнине ырăпа çеç аса илетӗп». (113-мӗш çыру, 159 стр.)
Алексей Васильевич Рекеев (1848 – 1932) – И.Я.Яковлевăн тантăшӗ, ачалăхри юлташӗ. Вăл ӗмӗр тăршшӗпех Вӗрентекенӗн, хамăрла каласан, сылтăм алли пулнă. Пăрăнтăк шкулне вӗренсе пӗтернӗ. Иван Яковлев гимназист чӗннипе тата Н.И.Баратынский учитель тата священник хистенипе 1868 çулхи октябрӗн 27-мӗшӗнче çуранах Чӗмпӗре тухса утнă (70 çухрăм). Кутамккара А.И.Баратынский панă çăкăр, мăшăр атă, кăштах укçа пулнă, алăра çыру. Унта Алексей Иванович Яковлев гимназиста çапла пӗлтернӗ: «Сан пата Алексея яратăп, унран иккӗмӗш Ломоносов пуласса шанатăп, мӗншӗн тесен малтанхи утăмӗсем пӗрешкелех».
Алексей Рекеев уес училищин педагогика курсӗнче ăнăçлах вӗренсе пырать. И.Я.Яковлев Хусанта университетра пӗлӳ илнӗ вăхăтра Чӗмпӗрти чăваш шкулне пăхса тăрас, ачасен вӗренӗвне тӗрӗслесе тăрас ӗç пӗтӗмпех Рекеев çине тиенет. Çакна вăл вӗрентекенӗ çырса хăварнă правилăсене пăхăнса тата Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи халăх училищисен директорӗпе И.Н.Ульяновпа канашласа пурнăçласа пырать. 1872 çул уес училищинче вӗренсе тухса учитель ятне тивӗçет. Чӗмпӗр уесӗнчи Вăтам Тимӗрçен ялӗнчи шкулта ачасене 1872 – 1874 çулсенче вӗрентет. И.Я.Яковлев хальхинче те пуçланă ӗç тухăçлăрах пултăр тесе хăй шаннă çынна Чӗмпӗртен аякрах мар вырнаçнă ялти училищӗре вырăн тупса хурать (ӗçлӗ чеелӗх темелле-тӗр). Тӗллевӗ – кӗнекесене ялти халăх еплерех йышăннине тӗрӗслесе пăхасси.
А.В.Рекеев çапла аса илнӗ: «Тимӗрçенти шкулти уроксемсӗр пуçне манăн куçарупа та ӗçлемеллеччӗ, хам пата ярса панă алçырусене, пичетленӗ экземплярсене, тепӗр чухне корректура листисене вуламаллаччӗ».
А.В.Рекеев ялти шкулта ӗçленӗ май Тимӗрçенте çеç мар, ытти тăрăхри хресченсемпе те пӗрмай тӗл пулнă. Вӗсене вăл чăвашла пичетленнӗ çӗнӗ кӗнекесемпе паллаштарнă, шкулшăн çак кăларăмсем еплерех юрăхлă пулнине çапла тӗрӗсленӗ.
«Сан пата посылка ярса паратăп, унта 7 экземпляр «Чăваш букварӗ», Н.Ф.Бунаковăн «Вулав урокӗсем» виçӗ кӗнекине тата тепӗр паллă кӗнеке «Сасă мелӗпе предметлă уроксемпе çыхăнтарса хутла вӗрентесси», чăваш чӗлхин учебникӗн иккӗмӗш кăларăмӗ валли материалсем пулаççӗ. Çак материалсен тетрадьне сан пата çак тӗллевпе ярса паратăп: вӗсене пăхса тухмалла та тӳрлетмелле, хăв пухнă юрăхлă материалсене хушмалла, юлашкинчен вара, Раштав хыççăн, «Чăваш букварьне» иккӗмӗш хут пичетлемелле е çӗнетсе хатӗрлемелле», – пӗлтерет И.Я.Яковлев. (Асăрхаттарни: И.Я.Яковлев çырăвӗсем «Письма», «Из переписки» кӗнекесенче пичетленнӗ. – В.Ц.) А.В.Рекеев пирвайхи букварьпе ӗçлесе пăхнă хыççăн сӗнӗвӗсене Вӗрентекенӗ патне çитерет. Акă вӗсем: букварьти алфавит çăмăлах мар, саспаллисен шучӗ ытла та нумай – 47, вӗсене асра тытма вӗренмен çынсене кансӗртерех. йа, йу, йе сасăсене вырăс графикинчи пекех я, ю, е паллăсемпе палăртсан лайăхрах.
1874 çул çулла Н.И.Ильминский И.Я.Яковлев сӗннипе Алексей Васильевича Хусанти вырăс мар халăхсен семинарийӗ çумӗнчи чăваш шкулне учителе вырнаçтарать. «Эпир Иван Яковлевичпа пӗр хулара пурăнма тытăнтăмăр,  пӗрлех тенӗ пек ӗнтӗ, пӗрлех куçарупа ӗçлеме тытăнтăмăр, кӗнеке пичетлесси тата вӗсен корректури манăн алăраччӗ», – аса илнӗ А.В.Рекеев. 1878 çулта вăл учитель ӗçне пăрахать те тӗрлӗ тӗрӗслев витӗр тухса дьякон пулать, учительсен семинарийӗнче Турă саккунне вӗрентет тата чиркӳ кӗнекисене куçарать. 1881 çулта священник санне йышăнать, çак утăма тума ăна чăваш ялӗнчи чиркӳре чăваш пачăшки чăвашла кӗлӗсем ирттерме кирли, çапла майпа чăвашла куçарнă тӗн кӗнекисене халăх еплерех йышăннине тӗрӗслеме май пулни хистенӗ. А.В.Рекеев каярахпа та чăваш кӗнекисемпе ӗçлеме пăрахман. Акă, 1883 çулхи букваре вăл хатӗрлесе кăларнă, Чӗмпӗр чăваш шкулӗ пирки асаилӳ çырнă, куçару ӗçне те хутшăннă.
Даниил Филимонович Филимонов (1855 – 1938) хальхи Чăваш Республикинче Çӗрпӳ районне кӗрекен Ямаш ялӗнче (Первое Степаново) патшалăх хресченӗн çемйинче çуралнă. Пӗлӳ тӗнчипе ăна Н.И.Золотницкий вӗренекенӗ М.Д.Дмитриев паллаштарнă. Хусан вӗренӳ округӗнчи чăваш шкулӗсен инспекторне Д.Ф.Филимонов пӗрремӗш хут 1869 çул хăйсен шкулне тӗрӗслеме килсен курнă. 1870 çул çулла июль уйăхӗнче Даниила учителӗ М.Д.Дмитриев Хусана çулçӳреве илсе каять. Кунта чăваш ачисене Н.И.Золотницкий йышăнать, хăйӗн хваттерӗнче пурăнтарать. Тепринче те, 1872 çулта, Митрофан Дмитриевич Даниил Филимонова Хусана пуçтарăнма хистет – кунта вырăс мар халăхсен ачисем валли учительсен семинарине уçаççӗ иккен. Çапла вара вăл семинарире вӗренме пуçлать, малтанлăха шкул директорӗн хваттерӗнче Н.И.Ильминский патӗнче пурăнать. Çакăнта ӗнтӗ Д.Ф.Филимонов Хусан университечӗн студенчӗпе Иван Яковлевпа паллашать.
Иван Яковлевич хăйӗнчен сакăр çул кӗçӗн ентешӗпе калаçма юратнă. Ара, халиччен вăл тури чăваш калаçăвӗ çинчен хаçат-журналти статьясенчен, Н.И.Золотницкий кӗнекисенчен кăна пӗлнӗ вӗт. Тури чăвашсемпе курнăçса калаçма майӗсем пулман. Хăй анатри чăваш пулнăран, тăван тăрăхри калаçу уншăн çывăхрах туйăннă, çавăнпа пирвайхи букваре те вăл анатри калаçу çинче йӗркеленӗ.
«...Гимназире, университетра, унти курссенче вӗреннӗ чухне эпӗ чăваш халăхӗ калаçакан чӗлхерен чылай уйрăлса кайнăччӗ, хам чăваш-çке, маларах тăван чӗлхене питӗ лайăх пӗлеттӗм, çавăнпа манăн халăх  чӗлхи патне каялла таврăнас тесен (ку вара куçарусем валли питӗ кирлӗччӗ) хама хистесе çӗнӗрен хăнăхма, кашни утăма тӗрӗслеме, куçарусем сахал вӗреннӗ çынна та ăнланмалла пулччăр тесе тăрăшма тиветчӗ. Тăрăшни сая каймарӗ. Çапах та хăш-пӗр чухне хама ытти сахал вӗреннӗ чăвашсемпе хутшăнса тӗрӗслеме тиветчӗ – вӗсем вӗт халăха çывăхарах пулнăран, тăван чӗлхене тасан пӗлетчӗç. Ку ӗçре каллех тепӗр йывăрлăх сиксе тухрӗ: тӗрлӗ çӗрте пурăнакан чăвашсен, тутарсен вăйлăрах кивӗ культури тата ытти тăрăх витӗмне пула калаçăвӗсем тӗрлӗрен- мӗн. Çавăнпа тасан упранса тăракан, ыттисем те ăнланма пултаракан калаçăва суйласа илсе куçарусен тӗп чӗлхи туса хумаллаччӗ...», – аса илнӗ чăваш халăхӗн Просветителӗ. («Манăн пурнăç», 275 стр.)

Даниил Филимонович 1872 çул пичетленнӗ çӗнӗ букваре хатӗрлес ӗçе хутшăнайман-ха. Иккӗмӗш кăларăм пичетлесси патне çитсен И.Я.Яковлев ăна та çак ӗçе явăçтарать. Кӗнекери материала анатри чăвашсен калаçăвне турисеннипе танлаштарса тишкерме ыйтать, вырăсларан чăвашла куçарттарать, букварьти алфавит пирки хăйӗн шухăшне калама хистет. Д.Ф.Филимонов «Чăваш букварьне» хатӗрлес ӗçе 1873 çул уйрăмах хастар хутшăнать. Кӗнеке пур чăвашшăн çеç мар, ытти халăха та (хăш-пӗр ялсенчи шкулсенче, Чӗмпӗрти чăваш шкулӗнче те чăвашсемпе пӗрлех вырăс, тутар ачисем те вӗреннӗ вӗт!) ăнланмалла пултăр тет. Çапла вара виççӗмӗш букварь 1873 çул икӗ чӗлхепе – чăвашла тата вырăсла – пичетленет. Чăваш ачисене çак букварь вырăс чӗлхине çăмăллăнрах алла илме те пулăшнине те палăртмалла.
1875 çул июнь уйăхӗнче Д.Ф.Филимонов семинарирен вӗренсе тухать. И.Я.Яковлев каллех хăйӗн витӗмӗпе усă курса пултаруллă çамрăка «хăйӗнчен вӗçертмест», Чӗмпӗрти чăваш шкулне ӗçлеме ярать. Тин çеç учитель ятне илнӗскер шкул заведующийӗ пулать, кӗçӗн класра мӗнпур предмета вӗрентет, аслисем патӗнче географи, истори предмечӗсене илсе пырать. Вăл та, Алексей Рекеев пекех, И.Я.Яковлевăн сылтăм алли пулать. Ӗмӗр тăршшӗпех Просветитель халалне пурнăçлать – тăван чăваш халăхне тӗттӗмлӗхрен хăтарас тесе шкулсем уçать, кӗнекесем çырать, 1917 çул хыççăн аслă ӗçтешӗ тӗрлӗ йывăрлăха лексен хӳтӗлев асаилӗвӗ хайлать. Ахальтен-им, чăн яковлевçă Г.А.Александров тӗпчевçӗ Д.Ф.Филимонова Чăвашри вӗрентӳ йӗркелӳçисен йышӗнче курать. (Организаторы науки и образования. 278-290 стр.).
«Эпӗ хама тăван халăхăн çӗнӗ çырулăхӗн сăпки умӗнче тăма тӳр килнишӗн чи телейлӗ çын тесе шутлатăп. Эпӗ чăвашсен пӗрремӗш букварьне тума, тӗрлӗ хайлава вырăсларан чăвашла куçарма чи илемлӗ урапа кустăрмин юлашки шăлӗ пекех вăй хутăм. Эпир тăван халăх культурине чăннипех малалла аталантарас тӗллевпе пӗр тӳлевсӗр çакна ăс-тăнпа ăнланса, чун-чӗререн парăнса ӗçленӗ», – пӗлтернӗ Д.Ф.Филимонов 1906 çулхи ноябрӗн 6-мӗшӗнче Н.В.Никольский профессора. (Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхӗсен институчӗн архивӗнчи Н.В.Никольскийӗн фончӗ).
Яковлев ӗçтешне питӗ çывăха хунă, ӗçӗ-хӗлне пысăк хак панă. Акă, вăл çапла аса илнӗ: «...Самана улшăннă май манăн чăвашсем валли чăваш архиерейӗ тупас шухăш çуралчӗ... Архиерей пулма тивӗç икӗ çынна палăртрăм: пӗри Даниил Филимонов протоиерей...» Малалла Даниил Филимонович ӗçӗ-хӗлӗ тӗрлӗ енлӗ пулнине, вырăсларан чăвашла нумай куçарнине, кӗнекисене чăваш халăхӗ йышăннине çырать, вăл чăнах та чăваш архиерейӗ пулма тивӗçлине палăртать.
Д.Ф.Филимоновăн архивӗ питӗ пуян. Кӗнекисем, куçарăвӗсем, алçырăвӗсем, сăнӳкерчӗксем Чăваш патшалăх истори архивӗнче, Чăваш патшалăх гуманитари институтӗнче, Чăваш наци музейӗнче упранаççӗ. 2016 çул эпӗ Наци музейӗнчи Д.Ф.Филимонов фончӗпе паллашрăм. Вӗрентӳçӗн мăнукӗсем, вӗсен ачисем чылай япала килсе панă иккен. Музей ӗçченӗсем куçса çӳрекен курав йӗркеленӗ, ăна районсенче кăтартнă мӗн, анчах пур çӗре те çитеймен. Сăлтавӗ – хальхи чиркӳсем Д.Ф.Филимонов çинчен йӗркеленӗ курава халăха паллаштарма кирлӗ мар тени.
Д.Ф.Филимонов 1882 çулта священник санне йышăннă. Çветтуй Синодăн 1924 çулхи январӗн 19-мӗшӗнчи Хушăвӗпе ăна Шупашкар епископӗ, Чăваш епархийӗн викарийӗ пулма уйăрса лартнă. 1929 çулхи январӗн 15-мӗшӗнче архиерей санне панă. Çакă çӗнелнӗ чиркӳ (обновленчество) енӗпе пулса пынă. Д.Ф.Филимонов сывлăхӗ япăхланнăран архиерей тивӗçлӗхӗнчен октябрь уйăхӗнче тухать те тăван ялне таврăнать, кунти чиркӗвӗн настоятелӗ пулать. Унăн совет влаçӗн хӗсӗрлевне тӳсме тивнӗ. 1937 çул вăл арестлессинчен сыхланса çырмари мунчара пытанса пурăннă.
Мана Д.Ф.Филимоновăн пӗр статйинчи çак йӗркесем шухăша ячӗç: «...чăвашсем кăштах пӗлӳ илсенех Европăри пек тăхăнма пуçланă, чăвашла калаçма, çавăн пекех хăйсем кам пулнинчен вăтанма, хăйсен йăхӗ-тăхăмӗ çине тӗпчесе пăхакан ентешӗсенчен ютшăнаççӗ». Çакна  Даниил Филимонович 1889 çул çырнă!

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чувашский язык