News by date 8 May 2021
-
Тăван чӗлхесен çулталăкӗнче чăваш çырулăхне 150 çул çитни символлă
Кăçал Тăван чӗлхесен тата халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗнче чăваш çырулăхӗн 150-çуллăхне палăртатпăр. Ку хăйне май символлă. Иван Яковлевич Яковлев чăваш алфавитне йӗркелени мӗн тери пысăк екер пулнине кашни чăваш ăнланать-ши? Мӗн каласа хăварнă-ха вăл пире? Çӗнӗ çырулăх чăваш литература чӗлхине никӗсленӗ, илемлӗ литературăна аталанма майсем уçса панă «...Эй, тăван çыннăмсем! Чăн кăмăлтан тав тăватăп сире. Эсир маншăн ялан та ăшă пултăр, кăмăллă пултăр. Сиртен çакна курма эпӗ тивӗçлӗ те пулман. Çаплах тата вырăс çыннисене те нумайăшне, пит нумай çынна, чунтан тав тăватăп. Ман ӗçе тума вӗсем нумай пулăшрӗç, чăн кăмăлтан ман енче тăчӗç. Хампа пӗрле ӗçленӗ юлташăмсене, мана пулăшса пурăннă мӗнпур çынна пурне те чунтан каласа тав тăватăп: нимӗне хапсăнмасăр вӗсем мӗнпур халӗсемпе ӗçлерӗç, вӗсемсӗр пуçне ман ӗçӗм те палăрман пулӗччӗ. Пӗр хам анчах вӗрентнӗ хамăн çыннăмсене кăмăлтан ырă сунатăп. Эпӗ вӗсене вӗрентсе ларнă вăхăтсем ман пурнăçра чăн савăнăçлă вăхăтсем пулчӗç. Пурăнан пурнăçăрта сире пурсăра та Турă сыхласа, упраса усратăр».
-
Вăрçă вăхăтӗнче çăкăр ăçта пулнă-ши вăл?
Нина Алексеевна Шатунова аркăллă чăваш кӗпипе, тӗрӗллӗ саппунпа урама сак çине туха-туха ларнине темиçе те курма тӳр килнӗ. Иртсе кайнă хушăра сывлăх сунса калаçкаланипех эпӗ вăл чăвашла калаçма юратнине, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçичченех çуралнине, вăрçă пуçлансан вунă çулта пулнине, халӗ тăхăр вуннăра пынине пӗлтӗм. Вăл Чăваш Республикинчи Тăвай районне кӗрекен Амалăх ялӗнче 1931 çулхи авăн уйăхӗнче çуралнă. Ашшӗпе амăшӗн аслă хӗрӗ.