Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вăрçă вăхăтӗнче çăкăр ăçта пулнă-ши вăл?

Нина Алексеевна Шатунова аркăллă чăваш кӗпипе, тӗрӗллӗ саппунпа урама сак çине туха-туха ларнине темиçе те курма тӳр килнӗ. Иртсе кайнă хушăра сывлăх сунса калаçкаланипех эпӗ вăл чăвашла калаçма юратнине, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçичченех çуралнине, вăрçă пуçлансан вунă çулта пулнине, халӗ тăхăр вуннăра пынине пӗлтӗм. Вăл Чăваш Республикинчи Тăвай районне кӗрекен Амалăх ялӗнче 1931 çулхи авăн уйăхӗнче çуралнă. Ашшӗпе амăшӗн аслă хӗрӗ.

Нина Алексеевна Шатунова аркăллă чăваш кӗпипе, тӗрӗллӗ саппунпа урама сак çине туха-туха ларнине темиçе те курма тӳр килнӗ. Иртсе кайнă хушăра сывлăх сунса калаçкаланипех эпӗ вăл чăвашла калаçма юратнине, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçичченех çуралнине, вăрçă пуçлансан вунă çулта пулнине, халӗ тăхăр вуннăра пынине пӗлтӗм. Вăл Чăваш Республикинчи Тăвай районне кӗрекен Амалăх ялӗнче 1931 çулхи авăн уйăхӗнче çуралнă. Ашшӗпе амăшӗн аслă хӗрӗ.
Нина Алексеевна Сăр хӳтӗлев чиккине чавнине астăвать. Амăшӗ,  Фекла Николаевна Рассадникова, 1909 çулхискер, унта чавма çӳренӗ. Сăр хӳтӗлев чикки вӗсен ялӗ, Амалăх, урлах иртнӗ. Вăрçă пуçлансан патшалăх хушнипе тепӗр касрах – Çич кил кассинче – амăшӗ ытти çынсемпе пӗрле окоп чавнă.

 

Сăр хӳтӗлев чиккине туни çинчен мӗн-мӗн аса илме пултаратăр тесе ыйтсан вăрçă вăхăтӗнче ӳснӗ Нина аппа малалла каласа парать хăй куçӗпе курнисене: «Вăрçă вăхăтӗнче Амалăхрах чаватчӗç. Тепӗр касра. Çич кил кассинче чавнă. Кӗреçепе. Эпир, ача-пăча, курма каяттăмăр унта чавнă çӗре, анне патне. Окопне кӗрсе çаврăнса тухаттăмăр куркаласа. Тӳрӗ мар, кукăр-макăр чавнă. Окопне. Кӗреçепе чавнă окоп, ывăннă аннесем питӗ. Хăçан чарăнать-ши вăрçă? – тенӗ. Атте, Алексей Николаевич Рассадников, çирӗм çиччӗрех, вăрçăчченех вилнӗ. Анне çирӗм çиччӗрех юлнă ик ачапа. Йăмăкпа иксӗмӗр аннепе ӳснӗ. 4 класс вӗреннӗ. Ялта тăваттă таран кăна пулнă та. Вăрçă вăхăтӗнче ӗçленӗ чух Канаша кайсан 100 грамм-и, 200 грамм-и – пӗр чӗлӗ çăкăр паратчӗç аннене. Ӗçленӗшӗн. Вăл, хăй çимесӗр, пире илсе килсе паратчӗ».
Нина Алексеевна ачаллах ӗçе кӳлӗннӗ. Вăрçă вăхăтӗнче те ӗçленӗ. «Пире трудодень лартнă ӗçленӗшӗн. Çумлама та, тырă вырма та кайнă. Тырă вырма кайсан пӳрнене касрăм çурлапа. Вăрçă вăхăтӗнче паранкă та крахмал çинӗ. Уйра чавса илсе килсе çиеттӗмӗр. Тупаран хăйех хăпнă крахмал, лайăх хăпатчӗ. Çиеттӗмӗр. Выльăх усранă, сӗт пулнă, уйран… ай-яй… Вăрçă вăхăтӗнче çăкăр ăçта пулнă у? Çăкăр… Пашалу пекки пӗçерсе çиеттӗмӗр. Паранкă хырнă та çăнăх пăртак тупса хутăштарса пӗçерсе çинӗ. Канашран хăш чух илсе килетчӗ анне. Кăшт çăкăр панă, ик çӗр грамм-и, çимесӗр илсе таврăнатчӗ анне. Эпир килте ик ача. Йăмăкпа иккӗн. Йăмăк Ольга ятлă. Пурнать-ха, ялтах. Старикки вилнӗ. Хӗрӗпе, кӗрӳшӗпе [пурăнать]. Ман пек.
Тăхăнма чăваш кӗпи çӗлесе тăхăннă. Ялта чăваш кӗпи.
Пӗр çул вăрман касма кайнăччӗ. Хӗлле. Унта мана шеллерӗç те… Палля тете: «Ай-яй, сана шутсăр хӗрхенетӗп», – тет. Кастармарӗç вăрман, турат сӗтӗрнӗ вара эпӗ. «Лаша пăхма юл», – терӗ. Вара эпӗ лаша пăхнă вӗсен хваттерӗнче. Вăрман турттарма янă çынсен лашисене пăхнă. Кайран, вăрмантан таврăнсанах, председатель пычӗ: «Эсӗ лаша пăхнă тет. Атя-ха лаша пăхма», – тесе ялти лашасене пăхма илсе кайрӗ  мана. Конюхра ӗçленӗ. Ун чухне çынсем конюхра ӗçлесшӗн пулман: лашасене тăратмаллаччӗ. Лашасем апат начаррипе, вăйӗсем çуккипе йăванса каятчӗç. Вӗсене тăрататтăмăр темиçе çын пухăнса: тăватă бригада, 8 конюх пулнă. Бригадăра икӗ конюх, – аса илет вăл вăрçă вăхăтӗнчи ачалăх çулӗсене. – Анне Канаша тырă леçме лашапа кайнă. Пӗрмаях каятчӗ Канаша, тырă пӗтиччен. Тырă вырсанах пуçланă, вырса пӗтериччен тăтăш Канаша кайнă. Унтан таврăнатчӗ те çӗрле, тăварса урапине хăваратчӗ те лашине леçмеллеччӗ манăн. Тепӗр кунне Канаша кайма урăх лаша кайса илетчӗ анне. Лаша леçме каймаллаччӗ манăн лаша витине. Уй урлă каймаллаччӗ, уйра кашкăрсем улатчӗç. Хăранă. Леçнӗ ӗнтӗ, мӗн тăвас тен… Çитен лашана леçме. Ыттисем [лашисене] илсе анасса кӗтсе тăран, унтан çынпа пӗрле килен лаша леçсе. Кашкăртан хăраса. Калаçатчӗç: яла кашкăр кӗнӗ, сурăх тытнă тетчӗç. Ун чухне кашкăр нумай пулнă. Халь çук», – хăй тӳснисене каласа парать Нина Алексеевна.
«Пӗчӗккӗ чухне чăх пăхнă. Атте вилнӗ те шкула кайичченех чăх пăхнă. Унтан анне сурăх пăхнă та сурăхӗсем пăранласан путеккисене илсе кӗме каяттăм. Пăранланине сыхлама кайнă. Пăранланă пулсан дежурнăйне чӗнеттӗм. Ун хыççăн сысна пăхнă [кулать] – фермăран тухман. Унтан лаша пăхнă. Лаша пăхнă хыççăн дояркăра ӗçленӗ. Дояркăран пенсие тухнă.
Ӗçрен таврăнсан курăк туртма кайнă. Ӗçленӗ. Выльăх усранă килте. «Вутăш пуль эс!» – тетчӗç вăйлă ӗçленипе. Пӳрт те лартнă. Çулмалла пулсан çава йăтнă та чупнă. Çава туптама хам вӗреннӗ. Хам туптанă çавана. Тиемелле пулсан ачасене ертнӗ те кайнă, урапапа туртса килнӗ. Çăпата хуçма вӗрентрӗç. Татюк аппапа Анькка тăхлач. Анькка Терентьева хамăр ялсемех, амалăхсемех. Татюк аппин темлеччӗ хушамачӗ... Çăпата хуçма вӗрентӗм. Çăпата сырма. Хам валли те, ачасем валли те хуçаттăм.
Куртăм пурне те. Ай-яй, çапла…», – аса илет хăйӗн пурнăçӗ çинчен Н.А.Шатунова.
Вăрçă хыççăн вербовкăпа Пермь хулине ӗçлеме кайнă: «Çын пуçтарса вакун пушатма илсе каяттăм: цемент, щебенка, алса та. Стройка валли. Стройкăра ӗçленӗ», – каласа парать вăл. Пулас мăшăрӗпе, Тутарстан Республикине кӗрекен Мензеле районӗн чăвашӗпе – Андрей Михайлович Шатуновпа, унта паллашнă. «Бригадирччӗ», – аса илсе калать Нина Алексеевна. Мăшăрӗпе ултă ача – пилӗк ывăлпа пӗр хӗр çуратса ӳстернӗ.
Нина Алексеевна Шатунова ӗçре яланах малти ретре пулнă, лайăх ӗçленипе ăна кашни пухура мухтанă, Волгограда курма та янă. «Пӳрт çумне «Кунта малта пыракан доярка пурăнать», – тесе çырса çапнăччӗ. Çынсем пăхса вуласа пынă май такăнса ӳкеççӗ. Темиçе çын та çапла ыткăна-ыткăна кайрӗç, çул çине пăхмасăр вуласа утса пынипе. Вара пӗр эрнерен кайса леçсе патăм кантура: «Атту çынсем ӳкеççӗ: пăхса вуласа пыраççӗ те такăнса ыткăнса каяççӗ», – терӗм. Председатель: «Тата пӗр эрне тăтăрччӗ ӗнтӗ, тет», – каласа парать Нина Алексеевна.  
Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнче  ӗçленӗшӗн Н.А.Шатуновăна икӗ медаль панă. Медалӗсене те, медаль кӗнекисене те типтерлӗн упрать вăл: «Медале ăна кашнине памаççӗ. Пире ăна ӗçленӗшӗн панă, тавах патшалăха пире манманшăн», – тет кăмăллăн.
Вăрçă вăхăтӗнче ӗçленӗ, çӗнтерӗве çывхартма пулăшнă, ача чухне Сăр хӳтӗлев чиккине тунине курнă çынсем те пирӗн хушăмăртах çӳреççӗ иккен. Вăл вăхăтри пурнăçа эпир вӗсем каласа панинчен пӗлме пултаратпăр. Чыс та мухтав вăрçă вăхăтӗнчи ăрăва Аслă Çӗнтерӗве çывхартнăшăн!

Елена ФЕДОТОВА,
филологи ăслăлăхӗсен
кандидачӗ.
Шупашкар хули.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев