Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тăван çӗршыв хăрушлăхра пулсан…

Пуçламăш шкулта урок хыççăн ирттермелли мероприяти сценарийӗ.

Тема: Тăван çӗршыв хăрушлăхра пулсан…

Тӗллев: вăрçă хăрушлăхне, вăл этемӗн чунне амантса хăварнине кăтартса парасси.

Задачăсем: Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннă хамăр тăрăхри çынсем çинчен каласа парасси; паттăрлăх, хăюлăх туйă­мӗсене, Тăван çӗршыва юратассине вăйлатасси.

Меслетсем: калаçу, шыравпа тӗпчев ӗçӗсем.

Кирлӗ хатӗрсем: ачасем тунă ӳкерчӗксем, сочиненисем, фронтовиксен сăнӳкерчӗкӗсем, юрă, сăвă, мультимедиа проекторӗ. 

Ӗç юхăмӗ

I. Йӗркелӳ саманчӗ. 

– Ырă кун пултăр, ачасем! Пурсăра та ăнăçу, тимлӗх сунатăп. Паянхи класс тулашӗнчи ӗç-хӗле сăвăран пуçлăпăр. 

II. Ӗç-хӗле йӗркелени.  

(Муса Джалилӗн «Урасăр» сăвви янăрать).

– Ачасем, халӗ çеç итленӗ сăвă мӗн çинчен пулчӗ-ши? Çак сăвва итлесен сирӗн мӗнле туйăмсем çуралчӗç? (Ачасем хуравлаççӗ).

III. Темăпа тата тӗллевӗпе паллаштарасси.

– Ачасем, çӗр çинче чи хăрушши мӗн-ши? Мӗншӗн-ха эпир вăрçа ылханатпăр? Çав хăрушă вăхăта йывăррăн аса илетпӗр. Халӗ эпир çакăн çинчен калаçăпăр.

IV. Ушкăнсенче ӗçлесси.

Ачасем 3 ушкăна пайланса ӗçлеççӗ. Çаврашка пайăркисем çине ыйтусене хуравласа çыраççӗ, кайран кашни ушкăнран пӗри хăйсен ӗçӗпе паллаштарать.

1-мӗш ушкăн. Мӗн вăл вăрçă? 

(Нуша, çухату, вилӗм, юн, куççуль, тăлăх арăмсем, тăлăх ачасем, татăлнă ӗмӗтсем…)

2-мӗш ушкăн. Вăрçă мӗнле? 

(Ылханлă, тискер, усал, йывăр, хаяр, хăрушă, юнлă...)

3-мӗш ушкăн. Вăрçă мӗн турӗ? 

(Аркатрӗ, тустарчӗ, ватрӗ, пӗтерчӗ, асаплантарчӗ, тертлентерчӗ, нушалантарчӗ...)

V. «Кураймастăп вăрçа, ылханатăп ăна!» темăпа калаçу.

– Айтăр-ха, ачасем, ылханлă вăрçă çулӗсене аса илер. Миçемӗш çулсем-ха вӗсем? 

1-мӗш ача: 1941 çулхи çӗртме уйăхӗн 22-мӗшӗ. Сенкер тӳпе айӗнче ешӗл вăрмансем хумханмасăр ларнă. Ылтăн тырăллă хирсем, утă капанӗсемлӗ улăх-çарансем канлӗн сывланă. Ялсемпе хуласенче кун каçа ӗçлесе ывăннă çынсем, выляса ӗшеннӗ ачасем тутлăн çывăрнă. Çӗр хăй те тӳлеккӗн каннă.

(Мультимедиа проекторӗпе çак ӳкерчӗке сăнлакан слайдсем кăтартать).

2-мӗш ача: Сасартăк… Чи­кӗ енче мăн тупăсем кӗрлеме пуçланă. Вӗсем çӗрле урнă йытăсем вӗрнӗ пек хулăн сасăпа уланă. Хыр вăрманӗ çинче мотор сасси илтӗнсе кайнă. Уçланкă тӗлӗнчен, кăвак пӗлӗте хупласа, нимӗçсен пысăк та хура самолёчӗсем аялтанах вӗçсе иртнӗ. Вӗсен шучӗ те пулман. Çуначӗсем айӗнче – тискер хӗрессем.

Вӗрентекен: Çапла пуçланнă Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи. Вăрçăн пӗрремӗш уйăхӗнче совет салтакӗсене уйрăмах йывăр килнӗ. Пӗр уйăх хушшинче фашистсем пирӗн 28 дивизие аркатса тăкнă, 850 пин салтак пуç хунă. Мӗншӗн тесен тăшман пирӗн çине тăруккăн, хăрушла вăйсемпе тапăннă. Танлаштарса пăхар-ха çак хисепсене: 

Тăшманăн               Пирӗн

170 дивизи             160 дивизи

4300 танк                1470 танк

5 пин самолёт           1540 самолёт

5 миллион               2 миллион та

салтак                     700 салтак

 

Кӗске вăхăтрах фашистсем пирӗн çӗрсене хăйсен аллине туртса илме ӗмӗтленнӗ, анчах пур халăх та кар тăрса кӗрешӗве çӗкленнине пула тăшманăн ирсӗр ӗмӗчӗсем пурнăçланайман.

VI. Пирӗн тăрăхри çынсем – вăрçăра.

• Фронтовиксемпе паллаштарни. (Сăнӳкерчӗксем, слайд).

Çапла, çӗршывăн тӗрлӗ кӗтесӗсенчен пин-пин çын вăрçа тухса кайнă. Пирӗн тăрăхри ялсенчен те фронта йышлăн ăсаннă. 300 çын вăрçăра паттăррăн çапăçнă. Вӗсенчен 197-шӗ каялла таврăнайман. Таврăннисенчен те нумайăшӗ йывăр сурансене пула вăхăтсăр çӗре кӗнӗ. Вăрçă кашни яла, хулана, кашни урама, кашни киле кӗрсе тухнă. Сирӗн те мăн аслаçăрсем, кукаçăрсем е тăванăрсенчен кам та пулин вăрçăра пулнах. Унтанпа 80 çул иртрӗ. Вӗсен сăнӳкерчӗкӗсем те питех сыхланса юлман. Анчах хăш-пӗр çемьере вӗсене упраса хăварнах.

• Ачасем хăйсен мăн аслаш­шӗсем, кукашшӗсем çинчен каласа пани. (Сочиненисене вуласа параççӗ).

VII. Кану саманчӗ. 

(«Катюша» юрра юрлани).

VIII. Фронтовиксене манмастпăр.

Кашни ялтах вăрçăра çапăçса пуç хунă салтаксене асăнса лартнă палăксем пур. Çӗнтерӳ кунне кунта фронтовиксем пуçтарăнаççӗ. Вӗсене саламлама ял çыннисем йышлăн пухăнаççӗ. Пирӗн çак палăксене тирпейлесех тăмалла. Хӗллехи вăхăтра юртан тасатмалла, çулла йӗри-тавра чечексем çитӗнтермелле.

IX. Рефлекси. 

– Ачасем, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи хăçан пуçланнă, кам кам çине  тапăннă? Вăрçă чарăннăранпа кăçал миçе çул çитрӗ?

X. Пӗтӗмлетӳ.

– Тискер тăшмана çӗнтерме çăмăл пулман. Вăрçă суранӗсем чăн та питӗ тарăн. Анчах совет салтакӗсем кар тăрса хаяр тăшмана çапса аркатнă, вутпа вилӗм витӗр тухса çӗнтерӳпе таврăннă. 

(Мультимедиа проекторӗпе фронтран çӗнтерӳпе таврăннине сăнлакан фрагментсем кă­тартни).

Çын тени – вутра ан çунтăр,

Хӗç ан тыттăр çын алли.

Çут тӗнчемӗр туслăх çеç сунтăр.

Этем ăсӗ – мир валли!

Епле хитре умри тӗнчемӗр

Çакна чунпа туйса илсемӗр.

Ялан туслăх пултăр çӗр çинче,

Тăван çӗршыв татах та 

                           илемлентӗр!

– Сывă пулăр, ачасем, туслă пурăнăр.

 

Варвара Ивановна КРАСНОВА,

кӗçӗн классен вӗрентекенӗ,I квалификаци категорийӗллӗ учитель.

Аксу районӗ, Кивӗ Тимушкел вăтам шкулӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: педагогическое образование Образование