News by date 5 October 2025
-
Тăван çӗршыв хăрушлăхра пулсан…
Пуçламăш шкулта урок хыççăн ирттермелли мероприяти сценарийӗ.
-
Технологисемпе усă курни çӗнӗ майсем уçать
Ача вӗрентекен мӗн каланине итленӗ чухне предметпа интересленме пуçлать. Шкул ачи задачӑсемпе хăнăхтарусем кӑсӑклӑ пулсан вӗренӳ материалне хӑй тӗллӗн алла илет, пӗтӗмлетӳ тума, урокра илнӗ пӗлӳпе усӑ курма, уйрӑмлӑхӗсене асăрхама вӗренет. Акӑ мӗншӗн вӗрентекенӗн шкул ачисен вӗрентӳ процесӗн тӗллевне çӗнетме тӑрӑшмалла.
-
Александра УРУКОВА: «Чăн-чăн вӗрентекен пулма хамăр ӗçе юратмалла»
Сентябрӗн 26-мӗшӗнче Элкел районӗнчи Сиктӗрмере иртнӗ чăваш ачисен «Аталан» форумӗнче спикерсен шутӗнче хальхинче чăваш çамрăкӗсен тӗнчинчи паллă блогер Шанăçпи те пулчӗ. Ачасем те, учительсем те питӗ пысăк кăсăкланупа итлерӗç, интереслӗ мастер-класшăн тав турӗç ăна. Форумра пулнă Çӗпрел районӗнчи Матак шкулӗн директорӗ М.И.Ермолаева пире Шанăçпи пирки хăйӗн шухăшне пӗлтерчӗ: «Питӗ ӑста, пултаруллӑ, пысӑк туйӑмлӑ преподаватель. Çӑвара карса итлесе лартӑмӑр, татах та татах калаçтарас килчӗ. Эп хам 10 çул ытла директорта ӗçлетӗп, ытти çулӗсене пурне те директор çумӗнче тăрăшнă, çавӑнпа та питӗ лайӑх пӗлетӗп – мӗнле учитель ачасене кӑсӑклантарма пултарать, хӑшӗ вара 45 минута ирттересчӗ те ӗç укçине çеç тӳлеччӗр тет. Александра шӑлт ачасене кӑсӑклантарма пултаракан вӗрентекен. Ман ăна татах та итлес, унӑн методикипе паллашас килет. Хӑй çунса, ташласа тӑни тата унӑн чӗлхе вӗрентес ӗç меслечӗсем тӗлӗнтерчӗç. Вӑл ачасемшӗн те, пирӗншӗн те витӗмлӗ тӗслӗх, пултаруллӑ талант». Çавăнпа Александра Уруковăпа (Шанăçпин чăн ячӗпе хушамачӗ) хамăр вулакансене тӗплӗнрех паллаштарас шутпа унпа çыхăнтăмăр.