Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Технологисемпе усă курни çӗнӗ майсем уçать

Ача вӗрентекен мӗн каланине итленӗ чухне предметпа интересленме пуçлать. Шкул ачи задачӑсемпе хăнăхтарусем кӑсӑклӑ пулсан вӗренӳ материалне хӑй тӗллӗн алла илет, пӗтӗмлетӳ тума, урокра илнӗ пӗлӳпе усӑ курма, уйрӑмлӑхӗсене асăрхама вӗренет. Акӑ мӗншӗн вӗрентекенӗн шкул ачисен вӗрентӳ процесӗн тӗллевне çӗнетме тӑрӑшмалла.

Хальхи пӗлӗве информаципе коммуникаци технологийӗсемпе усӑ курмасӑр ӑнланма çук. Интер­активлӑ доскапа, вӗренӳ платформисемпе тата специализациленӗ программӑпа усӑ курни уроксене кӑсӑклӑрах та тухӑçлӑ тума май парать.

Математикӑна вӗрентес ӗçре информаципе коммуникацисен технологийӗсемпе усӑ курнин усси çакăнта: 

1. Вӗренекенсен мотивацине ӳстерет. Видео, анимаци тата вӑйӑ йышши тӗрлӗ мультимедиа ресурсӗсемпе усӑ курни ачасене математикӑпа ытларах кӑсӑклантарать; 

2. ИКТ пулӑшнипе информаципе усӑ курма, кирлӗ информаципе ресурссене çӑмӑллӑнах тупма пултараççӗ. Çакӑ тӗпчев хӑнӑхӑвӗсене хӑй тӗллӗн вӗрентме тата аталантарма пулӑшать; 

3. ИКТна индивидуализацилени вӗренӳ процесне аталанма май парать. Вӗрентекенсем тӗрлӗ программӑсемпе тата приложенисемпе усӑ курма пултараççӗ;

4. ИКТ кӑткӑс концепцисе­не визуализацилеме пулӑшать, çавӑнпа вӗсене ӑнланма çӑмӑлрах. Сӑмахран, графика калькуляторӗсем тата графиксем тума программа тивӗçтерни вӗренекенсене тӗрлӗ математика объекчӗсем хушшинче пӗр-пӗринпе çыхӑнса тӑнине курма май парать. Çакӑн валли эпир урокра GeoGebra программӑпа усӑ куратпӑр. 

Математикӑна вӗрентес ӗçре технологисемпе усӑ курни çитменлӗхсемсӗр мар. Вӗрентӳ учрежденийӗсем пурте хальхи технологисемпе усӑ курма пултараймаççӗ, çакӑ вӗренӳре танмарлӑх патне илсе çитерме пултарать. Унсӑр пуçне технологисемпе ытлашши усӑ курни вӗренекенсене тӗп материалтан пӑрма пултарать. Шайлашу тупмаллах.

Математика урокӗсене интеграцилемелли меслетсем

 1. Интерактивлӑ уроксем: интерактивлӑ хӑмасемпе усӑ курни вӗрентекенсене динамикӑллӑ уроксем ирттерме май парать; 

2. Проект ӗçӗ-хӗлӗ: технологисем проект ӗçне интеграцилеме май параççӗ, унта вӗренекенсем математика темисене тӗпчес тата хӑйсен ӗçӗн результачӗсене кӑтартас технологисемпе усӑ кураççӗ; 

3. Вӗренӳ платформисем: Khan Academy е Mathway йышши платформӑсем математи­кӑ­на вӗренмелли тӗрлӗ ресурссем ­сӗнеççӗ, çакӑ вӗренекенсене меллӗ хӑвӑртлӑхпа вӗренме май парать;

4. Вӑйӑ технологийӗсем: вӑ­йăсемпе усӑ курни математикӑпа интересленессине ӳстерме пултарать. Задачăсем шутланă чух вӑйӑсем пӗлӗве çирӗплетмелли тухӑçлӑ инструмент пулса тăраççӗ.

Кӗскен каласан, технологисемпе усӑ курни вӗренекенсене пӗлӳ пама тата хавхалантарма çӗнӗ майсем уçса парать. Вӗрентекенсем çӗнӗ технологисене пӗлни, вӗсене вӗренӳ процесне кӗртни математикӑна кӑсӑклӑрах та тухӑçлӑрах вӗрентме пулӑшать.

 

Алмаз Рифхатович ГАЙНУЛЛИН, 

математика вӗрентекенӗ. 

Анат Камăри 34№ гимнази-интернат.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование 5 октября – День учителя