Александра УРУКОВА: «Чăн-чăн вӗрентекен пулма хамăр ӗçе юратмалла»
Сентябрӗн 26-мӗшӗнче Элкел районӗнчи Сиктӗрмере иртнӗ чăваш ачисен «Аталан» форумӗнче спикерсен шутӗнче хальхинче чăваш çамрăкӗсен тӗнчинчи паллă блогер Шанăçпи те пулчӗ. Ачасем те, учительсем те питӗ пысăк кăсăкланупа итлерӗç, интереслӗ мастер-класшăн тав турӗç ăна. Форумра пулнă Çӗпрел районӗнчи Матак шкулӗн директорӗ М.И.Ермолаева пире Шанăçпи пирки хăйӗн шухăшне пӗлтерчӗ: «Питӗ ӑста, пултаруллӑ, пысӑк туйӑмлӑ преподаватель. Çӑвара карса итлесе лартӑмӑр, татах та татах калаçтарас килчӗ. Эп хам 10 çул ытла директорта ӗçлетӗп, ытти çулӗсене пурне те директор çумӗнче тăрăшнă, çавӑнпа та питӗ лайӑх пӗлетӗп – мӗнле учитель ачасене кӑсӑклантарма пултарать, хӑшӗ вара 45 минута ирттересчӗ те ӗç укçине çеç тӳлеччӗр тет. Александра шӑлт ачасене кӑсӑклантарма пултаракан вӗрентекен. Ман ăна татах та итлес, унӑн методикипе паллашас килет. Хӑй çунса, ташласа тӑни тата унӑн чӗлхе вӗрентес ӗç меслечӗсем тӗлӗнтерчӗç. Вӑл ачасемшӗн те, пирӗншӗн те витӗмлӗ тӗслӗх, пултаруллӑ талант». Çавăнпа Александра Уруковăпа (Шанăçпин чăн ячӗпе хушамачӗ) хамăр вулакансене тӗплӗнрех паллаштарас шутпа унпа çыхăнтăмăр.
– Александра Сергеевна, чи малтанах хӑвӑрпа паллаштарсамӑр тархасшӑн: эсир хӑçан, ӑçта çуралнӑ, ӑçта вӗреннӗ, миçе çулта?..
– Эпӗ Патăрьел районӗнчи Тури Туçа ялӗнче çуралса ӳснӗ. Тури Туçа вăтам шкулӗнче вӗреннӗ. Шкул хыççăн Шупашкарти И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университетӗнчи ют чӗлхесен факультетне вӗренме кӗтӗм.
– Эсир халӗ хăвăр пӗлӳ илнӗ педуниверситетра француз чӗлхине вӗрентетӗр. Ют чӗлхе вӗрентекенӗ пулма ачаран ӗмӗтленнӗ-и? И. Я. Яковлев ячӗллӗ педуниверситетра хӑçантанпа ӗçлетӗр?
– Çапла, эпӗ Шупашкарти педуниверситетра аслă курссене француз чӗлхи вӗрентетӗп. Ача чух манăн урăх ӗмӗт пулнă. Анчах та 9-мӗш класс пӗтернӗ хыççăн ман пуçа çавăн пек шухăш килчӗ: хамăн ӗмӗт патне çитес тесен мӗн тумалла-ши, шкул хыççăн ăçта вӗренме каймалла-ши? Вара эпӗ ют чӗлхесем вӗренме шутларăм. Шкулта акăлчан чӗлхи вӗрентетчӗç. Ăна лайăхрах вӗренсе экзамен пама шут тытрăм. Алла аттестат илсен педуниверситета ют чӗлхесен факультетне вӗренме кӗтӗм. Пӗрремӗш чӗлхе манăн француз чӗлхи пулнă, иккӗмӗш – акăлчан. Аслă пӗлӳ илсен Мускава пурăнма куçрăм, унта француз чӗлхи вӗрентрӗм. Çав хушăрах хам вӗреннӗ университета магистратурăна вӗренме кӗтӗм. Пӗлтӗр хӗлле магистр дипломне илтӗм. 2024 çулхи авăн уйăхӗнчен И. Я. Яковлев ячӗллӗ педуниверситетра француз чӗлхи вӗрентме пуçларăм.
– «Аталан» форумра калаçнӑ чух тӑван чӑваш чӗлхине пӗлни ют чӗлхене вӗренме пулӑшать терӗр. Çакӑн пирки тӗплӗнрех каласа парсамӑр.
– Çапла, тăван чӗлхене пӗлни мана ют чӗлхесене вӗренме питӗ пулăшрӗ. Каларăм ӗнтӗ, манăн пӗрремӗш чӗлхе университетра француз чӗлхиччӗ. Тăван чӗлхе сасăсене лартнă чух питӗ пулăшрӗ, мӗншӗн тесен чăваш чӗлхинче хăш-пӗр сасăсем французсенни пекех илтӗнеççӗ. Пирӗн пур, вырăс чӗлхинче те, акăлчанăннинче те вӗсем çук. Калăпăр, «ӳ» сасă француз чӗлхинче те пур. «Ă», «ӗ» евӗрлӗ сасăсенче те пӗрпеклӗхсем тупрăм. Иккӗмӗшӗ вăл – пусăм. Чăваш чӗлхинче пусăм ытларах чухне юлашки сыпăк çине ӳкнине пурте пӗлетпӗр. Француз чӗлхинче те пусăм юлашки сыпăк çине ӳкет. Ыйту панă чухне эпир чăвашла та, французла та интонаципе çӳлелле хăпаратпăр. Чăвашсем те, французсем те хăйсен чӗлхипе хăвăрт калаçаççӗ. Кăмăл-туйăм енчен те французсем мана питӗ çывăх пулчӗç. Çавăнпа та тăван чӗлхе мана çак ют чӗлхене вӗренме питӗ пулăшрӗ.
– Александра Сергеевна, эсир чӑваш чӗлхине интернет уçлăхӗнче вӗрентетӗр. Сирӗн вӗренекенсен хушшинче хӑш çӗршывра пурӑнакансем пур? Вӗсен йӑх-тымарӗсем пурин те чӑвашран-и е пач ют халӑх çыннисем те пур-и?
– Чăвашла вӗренес текенсем Европăра та, Америкăра та, СНГ çӗршывӗсенче те пур. Тӗслӗхрен, ман вӗренекенсем Францире, Германире, Америкăри Ютăпа Нью-Йоркра, Казахстанра, Арменире... Нумайăшӗн йăх-несӗлӗ чăвашсенчен тухнă. Çапах та чăвашла хамăр йăхташсем кăна мар, ытти халăх çыннисем – вырăссем, тутарсем, казахсем, нимӗçсем тата ыттисем те – хаваспах вӗренеççӗ. Тӗслӗхрен, эпӗ пӗр нимӗçе пӗлетӗп – вăл чăвашла пӗлет, вырăсла пӗлмест. Кăçал «Хавал» университета Америкăран пӗр каччă килчӗ. 26 çулта хăй, питӗ нумай – 20-е яхăн – чӗлхе пӗлет. Чăваш чӗлхине пилӗк çул вӗренет ӗнтӗ вăл. Эпир унпа чăвашла калаçрăмăр.
– Мӗнле çуралчӗ онлайн мелпе чӑвашла вӗрентес шухӑш?
– Эпӗ «Хавал» пуçару ушкăнӗн хастарӗ, иккӗмӗш çул тăрăшатăп çак енӗпе. Тӗнчери пандеми вăхăтӗнче çак ушкăнăн хастарӗсем онлайн-курс пуçарса яма шут тытнă. Пӗлтӗр çуркунне иккӗмӗш онлайн-курс пулнă. Алпарух (Александр Блинов) манран: «Пире пулăшаятăн-и, чăваш чӗлхи вӗрентеетӗн-и?» – тесе ыйтрӗ. Мана ку шухăш питӗ килӗшрӗ. Çапла майпа пӗлтӗр çуркунне интернет уçлăхӗнче чăваш чӗлхи вӗрентме пуçларăм. Халӗ пирӗн кӗрхи тӳлевсӗр курссем пуçланчӗç ӗнтӗ, тӗрлӗ çӗрте пурăнакан çынсем чăвашла вӗренеççӗ.
– Эсир, каларăмăр ӗнтӗ, «Хавал» ушкӑнпа «ПУЛАР» плеядӑн хастарӗ. Тӗплӗнрех каласа парӑр-ха: мӗнле ушкӑнсем вӗсем, унта камсем тӑраççӗ, мӗн тӑваççӗ?
– «Хавал» ушкăн 15-мӗш çул ӗçлет. Унта хастар чăвашсем тăрăшаççӗ. Пирӗн ушкăнра питӗ нумай çын. Кашнин тенӗ пекех чăвашла хушма ятсем пур. Тӗслӗхрен, Шанăçпи, Уйăхпи, Маруç, Алпарух, Айтар, Илемпи, Ирпи, Телейпи, Павăл... Эпир тӗрлӗ проектсем хатӗрлесе пурнăçа кӗртетпӗр. Ачасем валли те конференци проекчӗсем пур, Шупашкарти педуниверситетра чӗлхе фестивалӗ ирттеретпӗр. Калаçу клубӗсем те йӗркелетпӗр. Чи пысăк проектсенчен пӗри – Çуллахи «Хавал» университет. 13 çул вăл уйлăх пек иртнӗ, юлашки хут çӗнӗлӗхсем кӗртсе университет пек ирттеретпӗр. Интернет уçлăхӗнчи тӳлевсӗр курссем те пирӗн проектсемпех ӗçлеççӗ. «ПУЛАР» плеяда иртнӗ хӗлле кăна йӗркеленчӗ-ха. Çак пӗрлӗх пултаруллă çамрăксенчен тăрать. Унта Элтияр (Алексей Александров), Уйăхпи (Вероника Юрзукова), Эллада Данилова тата ытти пултаруллă çамрăксем. Эпир пурте пӗр ӗç тăватпăр – чăваш чӗлхине аталантарас, сарас енӗпе ӗçлетпӗр. Çуркунне виçӗ пысăк мероприяти ирттертӗмӗр: Чăваш чӗлхи кунне халалланă уяв Шупашкарти Туслăх Çуртӗнче иртрӗ, икӗ районта мал ӗмӗтлӗ ачасем валли форумсем йӗркелерӗмӗр. Тутарстанри чăваш ачисен «Аталан» форумӗнчи пекех вăйăсем, лекцисем ирттертӗмӗр, вӗренекенсемпе ӗçлерӗмӗр.
– Эсир чӑваш тӗнчинче паллӑ блогер. Блог илсе пыни вӗрентӳ ӗçӗнче пулӑшать-и? Мӗнпе?
– Эпӗ, тен, ытлашши паллах блогер та мар пуль. Кăштах пӗлеççӗ ӗнтӗ. Блогер пулни мана пулăшать. Эпӗ чăваш чӗлхине аталантарас енӗпе тăрăшатăп, çынсене чăваш чӗлхине вӗренме явăçтаратăп. Чăваш чӗлхи вăл питӗ илемлӗ, пуян, тарăн чӗлхе. Çакна пӗлес тесен ăна илтмелле, вӗренмелле, калаçмалла. Интернет уçлăхӗнче çынсем видеосем кураççӗ те ман пата: «Эсир чăваш чӗлхине вӗрентетӗр-и? Сирӗн пата мӗнле лекме пулать?» – тесе çырса яраççӗ. Эпӗ чи малтан кашнинех ыйту паратăп: эсир чăваш чӗлхине мӗн тӗллевпе вӗренесшӗн? Хуравӗ кашнин тӗрлӗрен. Çапах та нумайăшӗн вăл пӗр пекрех шухăшлă: «Эпӗ чăваш, анчах та тăван чӗлхепе калаçма пӗлместӗп, мӗншӗн тесен мана аттепе анне вӗрентмен. Халӗ вара манăн чăвашла вӗренес, калаçас, чăваш юррисене юрлас килет».
– Сире нумайӑшӗ Шанӑçпи хушма ятпа пӗлет. Унпа блог ертсе пынӑ чух çеç усӑ куратӑр-и е тата ӑçта та пулсан? Мӗншӗн çак ята суйларӑр?
– Çапла, чăваш тӗнчи мана Шанăçпи пек пӗлет. Çак ятпа мана вӗренекенсем, «Хавал» пуçару ушкăнӗн хастарӗсем чӗнеççӗ. Енчен те эпӗ чăвашлăхпа çыхăннă е тăван чӗлхене вӗренес текен çынсемпе тӗл пулатăп, вӗсемпе Шанăçпи тесе паллашатăп. Эп хам Александра ятлă. Ман ятăн пӗлтерӗшӗсем нумай. Çавсенчен пӗри – хутлăх, ӗненӳ, шанăç. Чăвашсен «шанăç» тата «шанчăк» сăмахсем пур. Шанăç вăл – пысăк ӗненӳ, шанчăк – пӗчӗк ӗненӳ. Çавăнпа Шанăçпи ят суйларăм.
– Интернетра сирӗн юрӑсем те пур. Юрласси пурнӑçăрта мӗнле вырӑн йышӑнать? Ку чун киленӗçӗ кӑна е сцена çине те час-час тухатӑр? Эсир юрлакан юрӑсене кам çырать?
– Ку питӗ кăсăклă ыйту. Эпӗ мӗн пӗчӗкрен юрлатăп. Музыка шкулӗнче вӗренмен. Ача чух юрăç пулма ӗмӗтленнӗ. Çак ӗмӗте пурнăçлас тесех эпӗ ют чӗлхесем вӗренме пуçларăм. Нумай чӗлхе пӗлсен нумай çын валли юрлама пулать-çке-ха. Хамăн юрăсене сцена çинче те юрлатăп. Малашне тата та ытларах тухасшăн халăх умне. Юрăсене хамах çыратăп – сăмахӗсене те, кӗввине те. Урăх çынсем çырнисемпе усă курманпа пӗрех. Ачаранпах сăвă çыратăп. Пӗр юрра кăна – «Ырă кун, асамлă кун» ятлă вăл – хам çырман, Александра Васильеван сăввине кӗвве хывнăскер вăл. Вăл Китайра пурăнать.
– Сентябрӗн 26-мӗшӗнче Элкел районӗнчи Сиктӗрмере иртнӗ «Аталан» форумра сирӗн мастер-класс чăваш чӗлхи вӗрентекенсене питӗ килӗшнӗ. Малашне те курасшăн вӗсем сире çакнашкал мероприятисенче. Тата мӗнле меслетсемпе усӑ куратӑр, тӗплӗнрех каласа параймӑр-и?
– Кун пек ырă сăмахсемшӗн пысăк тав. Питӗ кăмăллă. Паллах, мана чӗнсессӗн эпӗ хаваспах килӗп. Ют чӗлхе вӗрентекенӗ пулнипе чӗлхепе кăштах урăхла ӗçлетӗп, мӗншӗн тесен мана ют чӗлхесем вӗреннӗ чухне çӗнӗрен сасăсем лартнă, сăмах çаврăнăшӗсем тума, калаçма вӗрентнӗ. Çавăнпа та манăн методика енчен курăм урăхларах. Эпӗ тӗрлӗ мелсемпе усă куратăп. Чӗлхене вӗрентнӗ чухне чи кирли вăл – илтме, итлеме тата калаçтарма вӗрентесси. Чӗлхе мӗн тума кирлӗ-ха вăл? Паллах, пӗр-пӗринпе калаçма. Енчен те эпир илтме тата итлеме пӗлместпӗр пулсан мӗнле калаçас-ха? Çавăнпа эпӗ çынна калаçтарса яма пулăшакан методикăсемпе усă куратăп. Форумра пӗчӗк пайне кăна кăтартрăм. Творчествăлла уроксем ирттерме юрататăп – тӗрлӗ хăнăхтарусемпе, юрăсемпе усă куратăп. Юрра эпир итленипе çеç çырлахмастпăр, ăна грамматика, сăмах енчен тишкеретпӗр. Сăвăсемпе те, хăвăрт каларăшсемпе те, видеосемпе те усă курма кăмăллатăп. Мӗншӗн тесен паянхи ачасемпе çамрăксем информацие хăвăрт кураççӗ. Çавăнпа ачасене мӗн килӗшнине пӗлме тăрăшатăп. Çакна пӗлсен вара уроксем те кăсăклăрах пулаççӗ, ачасене те явăçтарма пулать. Акă, калăпăр, пирӗн класра 15 – 20 ача ларать тейӗпӗр. Пӗр урокра 40 минут лараççӗ, 40 минут тепӗр урокра... Ачасем кун пек ывăнса çитеççӗ. Çавăнпа эпӗ вӗсемпе тӗрлӗ хăнăхтарусем тăватăп. Ачасене: «Калемӗрсене хурăр, куçăрсене хупăр, тарăн сывласа илӗр, сывласа кăларăр та пӗр минут шăп ларăр», – тетӗп. Çакăн пек хăнăхтару тăватпăр. Е тата эпӗ вӗсене хăнăхтарусем тунă чухне тăма, уткаласа çӳреме, пӗр-пӗринпе калаçма ыйтатăп. Паллах, пӗтӗм меслетсене каласа пӗтерме çук, вӗрентекенсемпе куçăн тӗл пулса калаçмалла кун пирки.
– Паянхи ачасем учителе уроксенче çӑвар карса итлеччӗр тесен мӗн тумалла? Мӗн сӗннӗ пулӑттӑр вӗрентекенсене?
– Каларăм ӗнтӗ, ачасене кăсăклă пултăр тесессӗн пирӗн хамăрăн вӗсен пурнăçӗпе, тавракурăмӗпе кăсăкланмалла. Енчен те эпир вӗсене ăнланас тесе тăрăшмастпăр пулсан епле илемлӗ сăмахсем каласан та явăçтарма çук. Эпир пурте интернет уçлăхӗнче ларатпăр халь, ачасем пекех видеосем те пăхатпăр. Урока кӗриччен вӗренекенсем видео ӳкернине, пăхнине, тем пирки сӳтсе явнине куратпăр. Вӗсене тӗплӗнрех сăнасан, кирлӗ-тӗк вăхăтлăха ачасемпе пӗр шая анса ларса вӗсене ăнланма тăрăшсан – вӗсене явăçтарма пулать. «Аталан» форума хутшăннисем хăйсемех курчӗç çакна – ачасене те, вӗрентекенсене те кăсăклă пулчӗ мана итлеме.
– Сирӗн шутпа паянхи вӗрентекенӗн мӗнлерех çын пулмалла?
– Уçă пулмалла, хăвăрт улшăнма пӗлекен çын пулмалла, мӗншӗн тесен эпир паян интернет саманинче пурăнатпăр. Ачасем те хăвăртрах аталанаççӗ, улшăнусене хăвăртрах шала илеççӗ. Пирӗн те вӗсемпе пӗр тан хăвăрт утма вӗренмелле. Паллах ӗнтӗ, вӗрентекенӗн тавракурăмӗ пысăк пулмалла. Ачасене чӗлхене кăна мар, чӗлхепе усă курса çак пурнăçра мӗнлерех утмаллине вӗрентмелле. Паллах, ачасем те тӗрлӗрен пулаççӗ. Паян информаци питӗ нумай, çавăнпа та ачасене хӳтӗлеме тăрăшмалла, пӗччен хăвармалла мар. Эпир вӗсене ертсе кайрăмăр пулсан, ыррине кăтартма пӗлсен, вăрçса мар, ырă сăмахсем каласа вӗрентсен хамăра чăн-чăн вӗрентекен теме пулать. Чăн-чăн вӗрентекен пулма вара хамăр ӗçе юратмалла. Ăна юратмасан малалла кайма çук.
– Александра Сергеевна, халӗ ашшӗ-амӑшӗ ялсенче те чӑваш ачисене вырӑсла калаçтарса ӳстерме пуçларӗ. Çакӑн пирки мӗн шухӑшлатӑр? Капла пулсан тепӗр 15–20 çултан чӑваш чӗлхи вӗренекенсем пулӗç-и?
– Шел пулин те, нумай çӗрте чăваш ашшӗ-амăшӗсем ачисене пӗчӗкрен вырăсла калаçтараççӗ. Питӗ шел. Хам чӗлхеçӗ пулнăран тăван чӗлхен пахалăхне питӗ лайăх ăнланатăп, мӗншӗн тесен эпӗ ют чӗлхесем вӗреннӗ, çавăнпа тăван чӗлхене хаклама пӗлетӗп – тӗнчипех чăваш чӗлхине вӗрентетӗп. Çынсен ыратăвне ăнланатăп. Ман вӗренекенсем 16 çултан пуçласа 57 çула çитичченхи тӗрлӗ çынсем. Вӗсем хăйсене ашшӗ-амăшӗсем тăван чӗлхене вӗрентменшӗн кӳренеççӗ. Çавăнпа та манăн ашшӗ-амăшӗсене чӗнсе калас килет: эпир пурте ачасене тăван чӗлхене вӗрентме пултаратпăр вӗт-ха, унран хакли нимӗн те çук. Аннепе тăван чӗлхепе калаçсан пӗр-пӗрне лайăхрах ăнланатăн, туятăн. Тăван чӗлхене пӗлсен пур алăк та уçăлать. Чăваш чӗлхи вырăсла вӗреннӗ чух питӗ кансӗрлет тесе каланине те илтме тӳр килнӗ. Çук, эсир тӗрӗс мар шутлатăр. Билингвистсене илер-ха акă тӗслӗхе. Мӗн ачаран икӗ чӗлхепе калаçса ӳсекен çынсем вӗсем. Çемьере ашшӗ пӗр халăх çынни, амăшӗ тепӗр халăхран пулсан ачисем икӗ чӗлхепе калаçса ӳсеççӗ. Кун пек ачасен пуçӗ лайăхрах, хăвăртрах ӗçлет. Кайран урăх чӗлхесене вӗренме те çăмăл вӗсене. Эпӗ, тӗслӗхрен, 6 çула çитиччен чăвашла кăна калаçса ӳснӗ, кайран кăна вырăсла вӗренме пуçланă. Вырăсла вӗреннӗ чух йывăрлăхсемсӗр пулман, анчах та ăна вӗренме пур майсем те пур пирӗн. Чăваш чӗлхине ачаран вӗрентмесен вара ăна çитӗнсен вӗренме йывăртарах. Ман патра 100 ытла çын чăвашла вӗренчӗ, вӗренет. Тăван чӗлхене пӗлни хăйсене çут тӗнчене урăх енчен уçса пани пирки калаççӗ вӗсем. Чăвашсем таçта та пурăнаççӗ. Акă, тӗслӗхрен, Эстонири чăвашсем хăйсен ачисене мӗн пӗчӗкрен чăвашла та, вырăсла та, эстонла та, ытти ют чӗлхесене те вӗрентеççӗ. Вӗсем Раççейре пурăнакан чăвашсенчен питӗ тӗлӗнеççӗ: тăван çӗршывра пурăнса мӗнле ачасене чăвашла вӗрентмелле мар? Çавăнпа та çынсем тăван чӗлхене хаклама вӗренессе, ачисене чăвашла вӗрентессе шанас килет. Вăл пирӗн уйрăмлăх, тымар, кăмăл. Тăван чӗлхене пӗлмесен пурнăçра йывăр пулать – çакна асра тытмалла. «Тепӗр 15–20 çултан чӑваш чӗлхи вӗренекенсем пулӗç-и?» – текен ыйту çине çапла хуравлас килет: енчен те пирӗн пек çамрăксем малалла та хастар, тăрăшса ӗçлесен – пулӗç. Шанас килет.
– «Аталан» форум пирки мӗн калама пултаратӑр? Кирлӗ-и ун пек форумсем ачасене, вӗрентекенсене?
– «Аталан» форум мана питӗ килӗшрӗ. Вӗренекенсем те, вӗрентекенсем те питӗ хастар хутшăнчӗç. Усси пулчӗ пулӗ тесе шутлатăп. Кун пек форум татах та татах кирлӗ – вăл ачасене пӗрлештерет, çӗнӗ тӗлпулусем, çӗнӗ çынсем, çӗнӗ кăмăл-туйăм çуратать. Вӗрентекенсемшӗн те вăл питӗ усăллă. Вӗсем чăваш чӗлхине урăхла та вӗрентме пулнине кураççӗ, хавхаланаççӗ. Çакăн пек форумсем мӗн чухлӗ ытларах пулӗç, чăваш ачисем çавăн чухлӗ ытларах тăван чӗлхе патне туртăнӗç.
А.Урукован харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев