Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тăван шкулăм

1961 çулта Çӗньялти пуçламăш шкулта вӗренме тытăнтăм. Хитре шкул тумне аттепе анне самай маларах туянчӗç. Совет Союзӗнче шкул тумӗ чаплăччӗ: шăлаварӗ-пиншакӗ çеç мар, кокардăллă карттусӗпе пиçиххийӗ те пурччӗ. Пӗчӗк салтаксем пек çӳреттӗмӗр, пакунӗсем çеç çитместчӗç.

Ун чухне пирӗн ял Пӳлер районне кӗретчӗ. Шкул çурчӗ кивӗччӗ, пӗчӗкчӗ. Кашни класра аслăраххисемпе пӗр класра вӗренеттӗмӗр: 1 тата 3-мӗш классем пӗр çӗрте, 2 тата 4-мӗш классем тепӗр çӗрте пӗрле. Пире Унтакшăра çуралса ӳснӗ Кузьма Гаврилович Михайлов вӗрентрӗ. Вӗрентӳ программинчен тухса тӗрлӗ тӗлпулусем йӗркелетчӗ. Вӗренӳ çулӗ вӗçленсен Чистая экскурсие илсе каятчӗ.

2-мӗш класра çӗнӗ шкул çуртӗнче вӗренме пуçларăмăр, ăна киввипе юнашарах лартрӗç. Аслă, çутă классенче тин сăрланă урайӗсем йăлтăртатса тăратчӗç. 

Пӗррехинче çӗнӗ шкула ӳкерме Хусантан телеоператорсем килчӗç. Вăл вăхăтра директор пулса ӗçлекен Кузьма Гаврилович пире сумкăсене йăтса «киле» кайма хушрӗ. Ачасем ял кассисенчен шкулалла утнине ӳкересшӗн пулнă иккен. Улăх кассинчен, Вăта касран, Арман, Кӗпер кассисенчен икшерӗн-виçшерӗн утатпăр. Хулпуççи çине хунă видеокамерăпа пире çывăхран та, аякран та ӳкереççӗ. 

Эпир 3, 4-мӗш классенче вӗреннӗ чух учителе пулăшаканӗ тупăнчӗ – ӗçчен, сăпайлă Владимир Федорович Герасимов. Кайран вăл колхозра тракторсен бригадине те ертсе пычӗ. 

1965 çул пурнăçа улшăну илсе килчӗ – пирӗн «Восток-3» колхоза Чистай районне куçарчӗç. Çак çулах кӗçӗн класран вӗренсе тухнăскерсен пирӗн Емелькинăри вăтам шкула çӳреме тытăнмалла. Унта уроксем вырăсла çеç иртеççӗ тет. Ку самаях шиклентерчӗ. Вырăсла мӗнле вӗренӗн? Анне Чистайри шкулта математика вӗрентекен тетепе Арсентий Николаевич Садовниковпа канашласа мана Чистая илсе кайрӗç. Вăл теплоход çинче поварта ӗçлекен хӗрарăм патӗнче хваттерте тăнă. Тете унпа мана теплоход çине илме калаçса килӗшнӗ. Çапла эпӗ пӗр эрне теплоходпа Чистай – Пермь – Чистай маршрутпа çӳрерӗм. Паллах, вырăсла калаçма вӗренеймерӗм. Ăçтан, нихăçан калаçса курманскер, пӗр эрнерех вӗренейӗн-и?

Емелькинăра эпир Унтакшăсемпе вӗрентӗмӗр. Çак çулсене питӗ ăшшăн аса илетӗп эпӗ. Пирӗн класс ертӳçи Константин Федорович Филипповччӗ. Вăлах истори вӗрентетчӗ. Унăн мăшăрӗ Тамара Никитична пире вырăс чӗлхипе литературине вӗрентрӗ. Питӗ юратса вӗрентӗм эпӗ вырăс чӗлхине.

Шкулта вӗренекенсенчен Тамара Никитична концерт бригади йӗркелерӗ. Сцена костюмӗсене те хамăрах çӗлерӗмӗр. Мана Райкка акка жилетка çӗлесе пачӗ. Пирӗн бригада таврари ялсенче пуринче те пулчӗ – Емелькинăра, Унтакшăра, Çӗмӗртлӗре, Çӗньялта. Тен, çав концерт бригадине пулах хамăн профессие суйласа илтӗм? Тавах Тамара Никитичнăна уншăн. 

Юрă урокӗсене Анастасия Константиновна Ванюхина вӗрентрӗ. Халӗ те астăватăп доска çине нота станне ӳкернине, аккордеонпа нотăсене каласа кăтартнине. Ăна итлесе хамăн та музыка калама вӗренес килчӗ. Атте Чистайран купăс илсе пачӗ. Пӗр баяна е аккордеона «çӗнтерме» çичӗ купăс кирлине ун чухне ăнланман çав. 

Биологипе вӗрентекен Георгий Матвеевич Павловский ачасене вăрмана, хире илсе тухатчӗ, чечек-курăк çинчен каласа паратчӗ. 

Чăваш чӗлхи урокӗсене Елизавета Федоровна Романова илсе пыратчӗ. Чăвашла хаçат-журнал килте яланах çырăннă. «Капкăн», «Ялав», «Тăван Атăл». Кăсăк хайлавсене аннене те вуласа параттăм. 

Аслăрах классенче физика вӗренме пуçларăмăр. Хамăр ялсемехчӗ учителӗ, Алексей Иванович Герасимов кашни темăна опытсемпе кăтартса ăнлантаратчӗ. 

Ӗç урокӗсене илсе пыракан Петр Николаевич Матвеевпа кăсăкчӗ, хăйӗн мастерскойне илсе каятчӗ. Географи Лидия Тимофеевна Ильина вӗрентетчӗ. Пӗррехинче вăл Тутар Республикинчи çамрăк нефть хулисем çинчен каласа пачӗ, сăнӳкерчӗкӗсене кăтартрӗ. Астăватăп, пуринчен ытла Лениногорск килӗшнӗччӗ мана. Халь хам та унта пурăнатăп.

60-мӗш çулсенче ялсене газ çитменччӗ, вутăпа хутаттăмăр. Вӗрентекенсене вутă килнех кӳрсе паратчӗç. Паллах, çакăнта шкул директорӗн Сергей Яковлевич Калуковăн тӳпи пысăкчӗ.

Çӗнӗ вӗренӳ çулӗ пуçланнă ятпа хамăн вӗрентекенсен çемйисене, ачисене, мăнукӗсене хӗрӳллӗн саламлатăп! 

 

Геннадий САДОВНИКОВ, 

ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ,  Ш.Бикчурин преми лауреачӗ.

Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество школа