Теччӗсем фронт çывăхӗнчи госпитальсем, салтаксем валли гуманитари пулăшăвӗ пухаççӗ
Раççей вăйӗ — пӗрлӗхре. Пирӗншӗн ют хуйхă çук. Ятарлă çар операцийӗ пуçлансанах Донбасс халăхне, хамăр салтаксене патшалăхсăр пуçне халăх та нумай пулăшать. Пирӗн республикăра çак ӗçе хутшăнман предприяти-организаци çук. Район-хула кашни эрнере тенӗ пекех фронта гуманитари пулăшăвӗ ăсатать. Ыркăмăллăх фончӗсем чарăнмасăр ӗçлеççӗ. Теччӗ районӗнчи «Серебряный возраст» волонтерсен юхăмӗ 2022 çулхи ноябрь уйăхӗнченпе фронт çывăхӗнчи госпитальсем, салтаксем валли гуманитари пулăшăвӗ пухать. Юхăма Теччӗ районӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗн хастарӗ Маргарита Анатольевна Адайкина ертсе пырать.
— Ветерансен хорӗнчен (ăна та Маргарита Анатольевна ертсе пырать. — Авт.) пуçланчӗ ку ӗç. Унта 60–84 çулсенчи 30 хӗрарăм çӳрет пирӗн. Ноябрӗн 22-мӗшӗнчен маскировка сеткисем, госпитальсенчи салтаксем валли пижамăсем, труççисем çӗлеме тытăнтăмăр. Каярах чăлха-нуски çыхрăмăр, салтаксем валли куллен кирлӗ япаласем пухрăмăр. Ку ӗç вăйланса та вăйланса пычӗ. Халӗ пире хула, районти мӗнпур ял хутлăхӗ пулăшать, — терӗ Маргарита Анатольевна пирӗнпе телефонпа çыхăнсан.
Кӗмӗл çулсенчи волонтерсем канмасăр ӗçлеççӗ кунта. Çак вăхăтра фронта Теччӗ халăхӗ пулăшнипе 2000 мăшăр ăшă нуски çыхса, пин-пин пижама, аялти кӗпе-йӗм çӗлесе ăсатнă вӗсем. Декабрӗн 28-мӗшӗнче кăна Маргарита Анатольевна «ВКонтактери» хăйӗн страницинче: «90-мӗш патне çывхаратпăр. Маскировка сеткине çыхма кăмăл пуррисем килӗр — вӗрентетпӗр», — тесе çырнăччӗ. Çӗнӗ çулхи кану кунӗсенче тата тепӗр 5 сетка ӗлкӗртнине пӗлтерчӗ. Апла-тăк, волонтерсене илтнӗ район халăхӗ.
— Пӗтӗмпе 95 маскировка сетки çыхрăмăр. СВОри салтаксене пулăшакан республикăри ыркăмăллăх фончӗсемпе тачă çыхăнса ӗçлетпӗр. Тӗслӗхрен, Анат Камăран маскировка сетки валли мӗнпур хатӗр кӳреççӗ. Урăхла каласан, эпир сеткисене те, пусми-таварне те хамăр туянмастпăр. Хатӗр япаласене, пухăннă гуманитари пулăшăвне фронта çак фондсем урлах ăсататпăр. 6 маскировка сеткине отпуска таврăннă ентеш-салтаксенчен парса ятăмăр, — терӗ.
Теччӗри çулланнă волонтерсем районти мӗнпур халăха явăçтарма пултарнă. Сăваплă ӗçрен ватти те, вӗтти те юлмасть халӗ. Фронта мӗн кирлӗреххине салтаксем хăйсем вӗсемпе тӳрремӗнех çыхăнса пӗлтереççӗ.
— Госпитальти салтаксем валли пижамăсем, шортысем, труççисем валли пусма-тавара район çыннисем кӳреççӗ. Пижамăсем çӗлеме арçын кӗписене, тӗслӗхрен, районӗпех пуçтартăмăр. Пирӗн 15 ăста çӗвӗç вӗçӗмсӗр çӗлет. Вырăсӗ, чăвашӗ, тутарӗ, мăкши — никам та хӗрринче юлмасть. Чăваш ялӗсем, тӗпрен илсен, салтаксем валли нускисем, пăшалпа пеме меллӗ виçӗ пӳрнеллӗ перчеткесем, татăлнă ал-ура (культя) валли ятарлă нускисем çыхаççӗ. Сурăх çăмне вара вырăс ялӗсем кӳчӗç. Тапман çăмпа мӗн тăвăпăр-ши ӗнтӗ, кам арласа ларӗ тесе пăшăрханнăччӗ малтан.
Пӗлетӗр-и — кун пек çынсем те тупăнчӗç. Удельное Нечасово ялӗнчи Алексей Тужилкинăн килӗнче çăм таптаракан машина пур иккен. Вăл пире хăй пулăшăвне сӗнчӗ. Хулана сӗт юр-варӗ сутма килекенскер, çăма хăйех илсе каять те таптарса кӳрсе те парать. Кун хыççăн çăма ялсене ăсататпăр. Хӗрарăмсем хăйсемех арласа чăлха-нуски, перчеткесем çыхаççӗ те çуса типӗтсех кӳреççӗ.
Хӗл кунӗнче чăхсем питех çăмарта тумаççӗ пулсан та тутар ялӗсенчи хӗрарăмсем салтаксем валли 100-шер çăмартаран çăрса пӗрре — 16, тепре 20 килограмшар килте касса типӗтнӗ салма тата чак-чак пӗçерсе кӳчӗç. Мăкшăсем тăварланă сало, тӗтӗмленӗ аш-какай, пыл пачӗç. Районти утарçăсем çав тери пулăшаççӗ. Пирӗн волонтер Ризида Хисамова пыл карасӗнчен госпитальсем валли сурана хăвăрт тӳрлетекен мазь хатӗрлет«, — хавхаланса пӗлтерет Маргарита Анатольевна. Мӗнпур хыпара вăл «ВКонтактери» хăйӗн страницинче вырнаçтарать.
Çӗнӗ çул уявӗсем умӗн салтаксем валли окоп çуртисем валли пушă банкăсем кирли, ăсталама виçӗ волонтер (Ризида Хисамова, Нина Алюкина, Полина Слугина) кăна ӗлкӗрейменни пирки пост кăларнă-кăларман хулапа ялсенчен миххи-миххипе пушă консерв банкисем кӳме тытăннă. Районти «Молодая гвардия» юхăмăн çамрăкӗсем, вырăнти МЧС специалисчӗсене хатӗрлекен колледжăн студенчӗсемпе пӗрле пулăшăва çитнӗ. Волонтерсем халӗ кăна-ха тата 60 килограмм парафин туяннă. Ял халăхӗ те Маргарита Анатольевна патне сӗнӳпе тухнă иккен. Окоп çуртисене вӗсем ялсенчех ăсталасшăн, вӗрентме ыйтаççӗ. Асăннă волонтерсем вырăнти шкулсемпе ытти вӗрентӳ учрежденийӗсенче ку енӗпе мастер-классем ирттернӗ те ӗнтӗ. Халӗ окоп çуртисем тума шкул ачисем те пулăшаççӗ. Çакăн пек çамрăксем пурришӗн шутсăр савăнать Маргарита Анатольевна.
Гуманитари пулăшăвне пухнисӗр пуçне фронт çывăхӗнчи госпитальсенчи медицина ӗçченӗсем ыйтнипе теччӗсем чи кирлӗ препаратсем туянма укçа та пухаççӗ.
Теччӗ тăрăхӗнчен кăна СВОра 400 ытла салтак. Шел те, пуç хунисем те сахалăн мар. Салтак амăшӗсем хăйсен хуйхи-нушипе пӗччен ан пулччăр тесе вӗсене тӗрев парас тата фронтри ывăлсене пулăшас тӗллевпе Маргарита Анатольевна нумай пулмасть тата «Материнское сердце» ушкăн та йӗркеленӗ. Ун йышне 30 анне кӗнӗ те ӗнтӗ, вӗсен шучӗ куллен хушăнса пынине пӗлтерчӗ ентешӗмӗр.
— Пирӗн атьсем пӗр-пӗрне аван палласа çитнӗ, çавăнпа аннесен пирӗн пӗр-пӗринпе калаçмалли темăсем нумай, — терӗ кун пирки вăл.
Сăмах май «Серебряный возраст» фондра тăракан 6 хӗрарăмăн, çав шутра Маргарита Анатольевнăн хăйӗн те, ывăлӗ хальхи вăхăтра фронтра. Çавăнпа аннен пăшăрханăвӗ мӗн иккенне вӗсем çын сăмахӗ тăрăх мар пӗлеççӗ. Нумай пулмасть Теччӗ салтакӗсем квадрокоптер ыйтнă. Аннесем çак хатӗре туянма укçа пухма тытăннă. Укçа куçаракансем пур та ӗнтӗ.
Декабрӗн 28-мӗшӗнче «Серебряный возраст» юхăмăн хастарне Маргарита Адайкинăна район пуçлăхӗ Рамис Сафиуллов Хисеп хучӗ парса чысланă. Паллă ӗнтӗ, чыс-хисепшӗн тăрăшмасть ентешӗмӗр, ытти аннесемпе пӗрле фронтри ывăлсене май çитнӗ таран пулăшса çӗнтерӗве çывхартасшăн. Чи çутă ӗмӗт вăл халь вӗсен. Анне пехилӗ, Турра тилмӗрсе кӗлтуни çитет теççӗ, хальхинче те çаплах пултăрччӗ.
Сăнӳкерчӗксем М. Адайкинан «ВКонтактери» страницинчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев