Теччӗсем сăвă конкурсӗ ирттерчӗç
Чăваш чӗлхи кунне тата И.Я.Яковлев çуралнăранпа 178 çул çитнине халалласа Теччӗри Туслăх Çуртӗнче район шайӗнчи «Ялан янра, чăваш чӗлхи!» сăвă конкурсӗ иртрӗ. Уява районти Чăваш наципе культура автономине нумай çул хушши ертсе пыракан Володар Тимофеев уçрӗ.
Володар Аркадьевич ачасене тăван чӗлхене юратса вӗренме, хисеплеме, тӗпчеме, чӗлхе илемӗпе пуянлăхне туйма, халăх йăли-йӗркине упрама, пӗлӳлӗхе ӳстерме хавхалантарчӗ. Малалла Альбина Анатольевна Харитонова сăмах илчӗ, ăмăртăва хутшăннă ачасене пӗрин хыççăн теприне сăввисемпе паллаштарма ыйтрӗ.
Çак уява чăваш шкулӗсенче вӗренекенсем кăна мар, Тарханпуçӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкул ачисем те хастар хутшăнчӗç. Хӗрӳ ăмăртура Марк Канашевпа Инесса Илюшкина çӗнтерчӗç. 2-мӗш вырăна Яна Нуреева, Ульяна Леонтьева, Татьяна Погодина, Ангелина Самаркина йышăнчӗç. Денис Урмаев, Надежда Ислюкова, Матвей Ганькин, Карина Илюшкина 3-мӗш вырăна тивӗçрӗç. Çӗнтерӳçӗсене саламлатпăр, малашне те пысăк çитӗнӳсем тума сунатпăр.
Володар Аркадьевич ачасене Хисеп хучӗсемпе, парнесемпе чысларӗ. Малалла конкурса хутшăнакансем хăйсен шухăшӗсене сӗтел хушшинче чей ӗçнӗ май уçса пачӗç.
(Алена ТОРГАШОВА. Автор сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев